Арçын - тĕрев, мăшăрĕ - управçă

22 Апр, 2016

Тăван чĕлхе пуласлăхĕ çинчен унпа професси шайĕнче çыхăннă çынсем те, пачах урăх тытăмра ĕçлекенсем те нумай тавлашаççĕ. Чунтан пăшăрхантаракан ыйту чылай чухне темшĕн сăмах хальлĕн кăна юлать. Ятарлă ĕçпе савăнтаракан — сахал. Вулаканăма паллаштаракан çемье пурăнакан вырăнта йăх-несĕл чĕлхин, культурин тымарĕсем ан татăлччăр тесе курнăçланмасăр, шăппăн кăна — чун ыйтнипе — тăрăшать. "Эпир мар-тăк кам?" — теççĕ те Васильевсем архивсенче чакаланаççĕ, ял-йышран тĕпчеççĕ, ăслă кĕнекесем вулаççĕ, хăйсем те çыраççĕ. Тăван халăхшăн ырă ĕçсем тăвас туртăм ачисене те куçнă. Мĕнех, Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн пултаруллă ентешсемпе, Шупашкар районĕнчи Янăшра пурăнакан Васильевсемпе, çывăхрах паллашар.

— Ăçтан килме пĕлтĕр? Геннадий Леонидовичпа Вера Энгельсовна — пирĕн ял илемĕ, чысĕ, — терĕ пире вĕсем патне çул кăтартса янă май ялти шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Марина Васильева, Янăша Патăрьел районĕнчен качча килнĕскер. — Пирĕн туйра хăйматлăх ашшĕ-амăшĕ пулнăччĕ вĕсем. Чăваш тумĕ тăхăнса, ку тăрăхри халăх йăли-йĕркине пăхăнса чаплăн ертсе пычĕç туя. Ман енчен килнĕ хăнасем тĕлĕнсе кăна тăчĕç. Пĕрлешнĕ кунранпах çав тери туслă пурăнатпăр çак çемьепе /хушамат пĕр пулсан та тăвансем мар эпир/. Канура та, ĕçре те яланах пĕрле. Нимĕн те калаймăн — çÿпçипе хупăлчиех Геннадий Леонидовичпа унăн мăшăрĕ. Вĕсем пур çĕрте яланах интереслĕ!

Вера Казакова Куславкка районĕнчи Елчĕк ялĕнче çитĕннĕ. Сăмах май, çемьере виçĕ ача пулнă вĕсем: Вера, Надежда, Любовь. Пысăк куçлă та хулăн вăрăм çивĕтлĕ хĕре Геннадий студент чухне куç хывнă. Чăваш патшалăх университетне тин кăна вĕренме кĕнĕ хĕр "Алло, эпир талантсем шыратпăр" конкурсра сăвă илемлĕ вуланине историпе филологи факультетĕнче иккĕмĕш курсра ăс пухакан Гена, "Вутчуль" драмкружока ертсе пыраканскер, киленсе итленĕ. Ăна хăйсем ушкăнпа лартакан спектакльте тĕп роле выляма хĕр кирлĕ пулнă. Пĕр кашăк пылпа çăтса ямалла, итлесе тăранмалла мар çепĕç калаçакан Верăна сцена çине тухма ÿкĕте кĕртнĕ-кĕртнех. Нарспие аса илтерекен пике хăйĕн Турă çырни пулнине кăшт каярахпа ăнланса илнĕ вăл. Унччен вара...

Театрти рольсем - чăн пурнăçа

— "Авлантарчĕç" спектакльте иксĕмĕрĕн пĕрлешекен каччăпа хĕре выляма тÿр килнĕччĕ. Те чăнах чуна витермелле вылянă вара — куракансем питĕ хыттăн алă çупатчĕç. Çав спектакльпе ялсене тухса çÿреттĕмĕр. Хамăр ялти клубра та лартнăччĕ, — çамрăклăхне аса илчĕ çулĕпе улттăмĕш теçеткене те тултарса пыракан кил хуçи, хальхи вăхăтра Кăшавăшри вăтам шкул директорĕнче вăй хуракан Геннадий Леонидович.

Тăваттăмĕш курса çитсен каччă Верăна мăшăрĕ пулма ыйтнă. Çапла çунатлă икĕ студент пурнăç çулĕпе те юнашар, алла-аллăн утма тытăннă. Ĕмĕчĕсемпе чăнах та таçта та çитнĕ. Университетри пултаруллă вĕрентекенĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса педагог каçалăкĕнче ĕçлеме ăсталăх пухнă.

Верăшăн, тĕрĕссипе, ырă тĕслĕх хăй вĕреннĕ шкултах пулнă. Тăван чĕлхепе тата литературăпа вĕсене Феофила Васильевна Леснова, РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, литература учебникĕн авторĕсенчен пĕри, пĕлÿ панă.

— Ун чухне пирĕн учителĕн хисеплĕ ятсем пуррине те пĕлмен-ха, урокĕсем килĕшнĕ, хăйне тыткалани кăмăла кайнă — пулас професси туртăмĕ çапла пуçланнă. Чăваш чĕлхи мĕнлерех сĕтекли, халăхăмăрăн ăс-пурлăхĕ епле пуянни çинчен кайран кăна, аслă шкулта вĕреннĕ çулсенче, шухăшласа илнĕ. Кунта Геннадин витĕмĕ те пурах. Студент чухнех çивĕч те хĕрÿччĕ вăл, темĕнпе те интересленетчĕ, — Вера Энгельсовнăн сăмахĕсенче унăн сăпайлăхĕ, вăл мăшăрне хăйĕнчен çÿлерех шайра курни яр уççăн палăрать.

Геннадий Леонидович, Раççей Федерацийĕн Халăх вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, чун киленĕçĕпе хăйĕн тулли аташне — Раççейри паллă режиссера, сценариста Геннадий Леонидович Васильева — çывăх: ÿнер тĕнчине, сцена çинчи хайлавсене çав тери юратать. Ахальтен мар вăл Янăшри шкул директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра кунта театр кружокĕ йĕркеленĕ. Тĕрлĕ пьесăна постановка валли хăй хатĕрлет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ачасене сăмах илемне туйма, сцена çинче ирĕклĕ тытма хăнăхтарни хăйĕн çимĕçне паратех: районти, республикăри конкурссенче Янăшсем малти вырăна пĕрре мар йышăнаççĕ.

Хăйнеевĕр спектакльсенчен пĕри — "Хĕр утравĕ". Вырăнти халап сюжечĕпе никĕсленĕскер вăл. Чăваш, вырăс халăхĕн историйĕпе паллаштаракан спектакль паян та — Янăшсен визит карточки шайĕнче. Вунă çул каяллах лартнă хайлава вăхăт иртнĕçемĕн улăштарнă, пуянлатнă. Унта вылякансем те улшăннă, анчах пахалăхĕ чакман.

— Спектакльсене хальхи вăхăтра драмкружока пĕтернĕ пирки таврапĕлÿ кружокне çÿрекен ачасемпе лартатпăр. /Шкул ачисем валли юрăхлă хайлав сахаллине кура Вера Энгельсовна хăй те пьесăсем çырма тытăннă.—Авт./ Вĕренекенсене тăван тавралăха юратма вĕрентес тĕллевпе тытса пыратăп çак ушкăна. Тăван ен çинчен мĕн чухлĕ материал пухнă эпир, тĕпчемелли татах та нумай. Çуллахи каникул вăхăтĕнче велопоход ирттеретпĕр: Муркаш юханшывĕ çывăхĕнчи топонимикăна тĕпчетпĕр, — каласа кăтартрĕ Вера Энгельсовна.

2007 çулта Геннадипе Вера Васильевсем "События и судьбы Янышского края" кĕнеке кăларнă. Статья пуçламăшĕнче "шăппăн кăна ĕçлеççĕ" тесе акă мĕн пирки шахвăртса каларăм. Материалсене пухма мĕн чухлĕ вăхăт, вăй-хал кайнине пăхмасăр авторсем таврапĕлÿ ĕçĕнче çакăнпа пăнчă лартасшăн мар-ха.

— Шухăш енчен хавхалантарса тăраканни — Геннадий. Хушăран тĕлĕнетĕп те унăн çăлкуç пек тапакан хăватĕнчен, пысăк ĕмĕтсем лартса вĕсене пурнăçлама майсем тупнинчен. Ĕнтĕ çулĕсем те пур — епле ывăнмасть? Çапла шухăшланă хушăрах хамăн та унпа юнашар лÿппер пулма юраманнине ăнланатăп. Унăн ят-сумĕшĕн эпĕ те яваплă-çке, — "çÿпçипе хупăлчи" тенин тарăн пĕлтерĕшне систереççĕ ăшпиллĕ хĕрарăм сăмахĕсем.

Васильевсен ратти ку тăрăхра чăннипех ят-сумлă. Йăх пуçĕсене сума сăвасси, аслисене хисеплесси ăруран ăрăва куçса пырать. Вера упăшкин кил-йышĕнче ырă çак йăлана тÿрех асăрханă та хăй те ăна çирĕп пăхăнать. Хунямăшĕпе Нина Алексеевнăпа, 83 çулти ватăпа, пĕр-пĕрне çак таранччен те сивĕ сăмах каласа курман вĕсем.

 

Çурт лартнă, ывăлсем çитĕнтернĕ

Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать. Васильевсен ачисем те — Владимирпа Василий — ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Владимир хальлĕхе хăйĕн чун варлине тĕл пулса мăшăрланма ĕлкĕреймен-ха. Василий вара ятсăр пÿрнине çĕрĕ тăхăннă та. Раççей халăхсен туслăхĕн университетĕнче вĕреннĕскер хальхи вăхăтра асăннă аслă шкулта аспирантурăра ăс пухать. Улми улмуççинчен аякка ÿкмест тени тĕрĕсех: Вася та ашшĕпе амăшĕ пекех чăвашлăхшăн çунать. Студент çулĕсенчех хăйсен вузĕнчи чăвашсен ентешлĕхне йĕркеленĕскер хальхи вăхăтра — Мускаври чăвашсен наци-культура автономийĕ çумĕнчи çамрăксен организацийĕн ертÿçи.

Пĕрлешсенех хăйсене ятăн çурт лартма пикеннĕ Васильевсем. Ял-йышăнни пекех вĕсен те — кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх, сад-пахча. "Кулленхи е пысăк ĕçсене пурнăçлама Владимир çумра пулни тем пек аван. Акă çĕр типсе пырать, кĕçех чавмалли, акмалли ĕçсем пуçланĕç. Хамăр ерçейменнине ывăл пурнăçласса пĕлсех тăратпăр", — терĕç çемьере аслисем.

Кашни ĕçĕн хăйĕн кĕвви теççĕ. Куллен пултарулăх шыравĕнчи вĕрентекенсен вăл еплерех-ши? Ытла та илĕртÿллĕ пек. Ытарлă çак сăмаха тÿррĕн каласан та — тĕрĕсе килĕ. Геннадий Леонидович — юрă-кĕвĕ ăсти. Купăс калама та маçтăр. Хăнара-мĕнре Васильевсене иккĕшне юрлама час-час тархаслаççĕ. Пĕр-пĕр юрра арçын пуçлать те — мăшăрĕ малалла тăсать. Куçран пăхса шăрантараççĕ вара вĕçне çити...

Пурнăçра та ĕмĕр тăршшĕпех çавăн пек пултăрччĕ. Пуçланă утăма вĕçне çити пĕрле — юратса, хисеплесе, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕпе хавхаланса — тумалла пултăр.

Ирина ПУШКИНА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.