Кайăкçăсем, каяр сунара!

22 Апр, 2016

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăра çурхи сунар тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăл 10 куна тăсăлĕ.

РФ Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çирĕплетнĕ сунар йĕркипе килĕшÿллĕн çĕршывра çуркунне кайăк кăвакала, карăк тата ăсан амине, пăчăра, кукша кăвакала, симĕс ураллă шыв автанне, сăрă хура, кăрăпчака /ирхине/ тытма юрамасть.

Юханшывсенче, кÿлĕсенче, шыв управĕсенче, вĕсен утравĕсенче, Атăлпа Сăр çыранĕнчен, шыв управĕнчен, ейĕвĕнчен 200 метртан çывăхра ытти хура пăшалтан пеме чарнă. Кайăклăха сунар ăрачĕллĕ йытăпа, вĕçен кайăка вĕçсе пынă чухне тытакан çăткăн кайăкпа каймалла мар. Пăшалтан персе лектернĕ кайăка тупма шăрша лайăх пĕлекен утрав тата континенталь йыттине, ретривери е спаниели ăрачĕл­лине чуптармалла. Кайăксен ушкăнне шыранă, çывăхнерех пынă, пăшалтан персе тытнă чухне кимĕ хатĕрĕсем çинче ларса пыма юрамасть. Персе антарсан шывран илсе тухмашкăн усă курма çеç ирĕк панă.

Республика Пуçлăхĕн 2013 çулхи 31-мĕш указĕпе килĕшÿл­лĕн шыва алла вĕрентнĕ кăвакал, пластикран тунă кăвакал сĕмекине ярса кăвакал аçине 4-9 тата 18-21 сехетсенче хÿшĕ-шалашран персе тытмалла. Кашни сунарçă яра куна 5 кайăк персе антарма пултарать. Хур ашне кăмăллакансене сунарта кунĕпех çÿреме ирĕк панă. Анчах хур сĕмекине шыва ярса, хÿшĕ-ÿплерен персе 2 таран çеç тытма ирĕк панă.

Кăрăпчака 19-22 сехетсенче хуптĕрлеме юрать. Кашни сунарçă 5 персе антарать. Ĕрчев тĕллевĕпе амисене хăй патне пуçтарнă ăсан аçине /пĕрререн ытла мар/ ирхи 3-9 сехетсенче пытанса ларнă çĕртен тĕл персе тытаççĕ. Ула курака кунĕпех пăшалтан пеме юрать. Указра миçе тытмаллине палăртман. Ăсан тата кăвакал аçине, хура хÿшĕ-ÿплерен перекен икĕ сунарçăран ытла пулмалла мар.

— Сунар тапхăрĕ пуçлан-нăранпах Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин чĕрчунсене хÿтĕлекен инспекторĕсем вĕçен кайăк тытмалли вырăнсенче пулса сунар йĕркине еплерех пăхăннине тĕрĕслерĕç, — пĕлтерчĕ ĕнер министр заместителĕ Владимир Кузюков. — Эпĕ Атăл леш енче пултăм. Тăватă протокол çырма тиврĕ. Муркаш тăрăхĕнче те административлă ĕç пуçарнине пĕлтерчĕç. Паян кун каçиччен картран иртнисене пурне те шута илетпĕр. Сунар тапхăрĕ вĕçленичченех инспекторсем кайăксем анса ларакан вырăнсенче куллен çÿрĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.