«Апатланма ларсан сĕтел çинче 13 кашăкчĕ»

22 Апр, 2016

Телей — лаша мар, тÿрĕ çулпа илсе пымасть, тилхепене те пăхăнмасть. Çакна 7 теçетке çулалла кармашакан Петр Муллин никамран лайăх пĕлет. «Апла пулсан та пурнăç этемлĕхĕн кирек хăш тапхăрĕнче те илемлĕ! Ара, пĕрре кăна пурăнатпăр-çке», — чунне уçать Комсомольски районĕнчи Тукайра пурăнакан Петр Алексеевич.

«Хушаматăм «мулла» сăмахран пулнă. Манăн мăн асатте Илле мулла пек ларма юратнă. Вăт вара пуп ăна Муллин хушамат парнеленĕ. Эпĕ йăх йывăççисене аттепе анне енчен те хатĕрлерĕм. Тăван-хурăнташа 7 сыпăкченех тупса палăртрăм. Эпир çемьере 7 ывăлпа 1 хĕр çитĕнтĕмĕр. Аттепе анне колхозниксем пулнă. Манăн шăпа аттеннипе пĕрешкелрех пулса пырать. Эпир унпа пĕр уйăхрах çуралнă. Эпĕ юпан 5-мĕшĕнче, вăл 8-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Иксĕмĕр те çара вунтăххăрта кайнă. Вăл та, эпĕ те 25 тултарсан авланнă. Анне 54-ра вилчĕ, мăшăрăма та Верăна 54 чухне юлашки çула ăсатрăмăр. Аттепе иксĕмĕр те 57-ре хăраххăн юлнă. Атте тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ, бригадир та пулнă, шапаша та кайкаланă — ачасене тăрантармалла-çке. Астăватăп-ха: апат çиме ларсан анне сĕтел çине вунвиçĕ кашăк хуратчĕ. Аттепе анне, 8 ачи, асанне, Анфиса аппапа Коля тете пурăннă эпир. Анфиса — аттен йăмăкĕ. Качча тухиччен пирĕнпе пĕрлех пурăннă. Коля тете кайран салтака кайрĕ. Апата икĕ пысăк тирĕке ярса лартнă сĕтел çине. Шаларах чикме тăрсан атте кашăкпа пуçран шак! тутаратчĕ. Эпĕ Тукай шкулĕнче 4 класс пĕтертĕм. Унтан Çĕнĕ Мăратра пĕлĕве тарăнлатрăм. 1963 çулта 8 класс пĕтертĕм. Ун хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕтĕм. Стипенди 14 тенкĕ те 70 пус паратчĕç. Унпа епле пурăнмалла-ха? Аттерен ыйтасси пирки шухăшламан та. Аннене усрава илсе ÿстернĕ кукаçипе кукамай /вĕсем çак вырăнтах пурăннă/ мана укçан хавхалантаратчĕç. Анне пĕчĕклех тăлăха юлнă. Качча каясси те интереслĕ килсе тухнă унăн. Атте вăрçăран килнĕ те хирĕçле çуртра пурăнакан хĕрпе çÿренĕ. «Килĕшме килесси пирки савнийĕпе калаçса татăлнă. Вăрçа тухса кайнă чухне атте турăш умне тăрса: «Мана киле чипер çавăрса кил. Пĕр тăлăх турата качча илмелле ту», — тесе ыйтнă. Чăнах та, тăван киле вăл тĕрĕс-тĕкелех çаврăнса çитнĕ. Хайхи хĕр çураçма тесе кайнă та: «Элекçей, ăçта каятпăр? Сылтăмалла-и е сулахаялла-и?» — тесе ыйтнă. Атте сылтăмалла тесе персе янă. Кĕнĕ те — тăлăх турата качча илнĕ хайхи... Вăт епле вăл шăпа тени. Мана çулталăк çурăра чухне кукаçипе кукамай патне килсе янă. Вĕсем патĕнчех çитĕнтĕм», — аса илчĕ Петр Алексеевич.

Петр Муллина техникум пĕ­терсен направленипе Кемĕр облаçĕнчи вăрман хуçалăхне ĕçлеме янă. Анчах 2 уйăхранах çамрăка çара илнĕ. Салтакран килсен тăван тăрăхра вăрман ĕçĕпе вырнаçма май килмен унăн. Ирĕксĕрех Чĕмпĕр облаçĕнчи Тереньгари вăрман хуçалăхне кайса кĕме тивнĕ. Каярахпа Чĕмпĕрти автозаводра ĕçленĕ вăл. Малтан — слесарьте, унтан — инженерта. Завода йывăçпа тивĕçтерсе тăнă. Ăна шыраса Иркутск облаçне çитичченех командировкăсене çÿренĕ. Ытларах хăма шыранă ĕнтĕ. «Пăрахса кайма тытăнтăм та — ярасшăн мар. Пĕрре «Заря» колхоз председателĕ Михаил Моторин завода пынăччĕ. Эпĕ вĕсене техника валли юсав пайĕсем туянма пулăшрăм. «Эсĕ кукаçупа кукамун çуртне мĕншĕн пушă лартатăн? Яла таврăн атя, авлан», — терĕ. Çапла вара 1972 çулта колхоза техника хăрушсăрлăхĕ енĕпе инженерта ĕçлеме вырнаçрăм. Колхозри парти организацийĕн секретарĕ мана çине тăрсах партие кĕртрĕ. Партирен салтакра чухне пĕрре тарнăччĕ-ха... Кĕçех бригадăри парти организацийĕн секретарĕ пулма шанчĕç. Райкомран Чулхулари партин аслă шкулне вĕренме ячĕç. 1983 çулта вĕренсе пĕтерсе килтĕм те райкомра инструкторта ĕçлеме тытăнтăм. Çав вăхăтрах мана депутата суйларĕç. Çав тапхăрта Тукай ял тăрăхĕ 6 ялтан тăратчĕ. Ун чухне ял канашĕ тенĕ-ха. 1985 çулта ун председательне суйларĕç. 2010 çулччен ĕçлерĕм вара. 25 çул пĕр ылмашмасăр. Пенсие тухнă хыççăн та икĕ çул вăй хутăм. Пĕрре пăрахма та тăнăччĕ... Ун чухне Геннадий Волков район администрацийĕн пуçлăхĕччĕ. «Петр Алексеевич, эсĕ пăрахнă хыççăн манăн тата суйлав ирттерсе лармалла-и? Ĕçлесе пĕтер», — тенĕччĕ вăл çирĕппĕн.

— Мĕнпе асра юлнă çав çулсем? — пĕлес килчĕ манăн.

— Çăмăл ĕç пулман паллах. Çĕнĕ Мăрата, Тăманлă Выçлине çитиччен асфальт çул сартарнă. «Заря» колхоз председателĕпе Георгий Киргизовпа пĕрле килĕштерсе ĕçленĕ эпир. Ялсене газ кĕртесси те манăн куç умĕнче пулса иртнĕ. Малтан Тукайпа Тăманлă Выçлине кĕртнĕ, унтан — Вутланпа Çĕнĕ Мăрата. Анат тата Тури Тимĕрчкассисем çав вăхăтра уйрăлчĕç. Эпир вĕсемпе те ĕçлеме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Газ кĕртессипе Михаил Афанасьевпа тата Николай Перьевпа /колхоз председателĕсем пулнă. — Авт./ пĕрле ĕçленĕ.

— Пирĕн вăхăтра шÿтлĕрех-мĕнлĕрех калаçнă чухне яланах: «Сельсоветра пĕлеççĕ унта», — тетчĕç. Ял канашĕнче чăнах та темĕн те пĕлнĕ-и?

— 25 çулта кашни кил, кашни çын мĕнпе сывланине пĕлсе çитрĕм. Кашнин характерне туяттăм. Тĕрĕссипе, вăрттăнлăхсене ниçта та каласа çÿремен. Ман пата мĕнле кăна ыйтупа килмен-ши? Хĕрсем те пыратчĕç. Темиçе мăшăра та пĕрлештернĕ эпĕ. Пикесем çие юлни пирки те систернĕ мана. Кун пек чухне йĕкĕтне чĕнсе лайăх калаçаттăм та ĕç-пуçа йĕркелеттĕм. Манăн пулăшупа чăмăртаннă нумай çемье паянхи кунчченех йĕркеллĕ пурăнать. Пурте ăнăçлă пулнă тесе калаймастăп паллах. Ял канашĕнче эпир чăннипех йăлт пĕлнĕ. Мана паянхи кун та ялта «сельсовет председателĕ» теççĕ.

— Арçынна пĕччен пурăнма йывăр пулĕ...

— Халь хăнăхрăм ĕнтĕ, маларах йывăрччĕ. Инкек пĕччен çÿремест тенешкел, арăма юлашки çула ăсатнă хыççăн хĕрĕм те автоаварире вилчĕ. Килти ĕçсене пурне те тăватăп: хăяра та хамах маринадлатăп, шурă çăкăра та килтех пĕçеретĕп. Кукаçин вĕлле хурчĕсем пурччĕ. «Петя, хуртсене ан пĕтер, хăвăн валли 6-7 çемье тыт», — тесе пиллесе хăварнăччĕ вăл. Пыл хурчĕ пăхасси маншăн чăн-чăн чун киленĕçĕ. Çулла чăх-чĕп йышлă усратăп. Вăрмана кăмпана, çырлана, сиплĕ курăка, милĕке çÿретĕп. Хĕлле те йĕлтĕрпе ярăнма вăрмана çитсе килетĕп. Килте кичемленсе ларасран Тăманлă Выçлири кирпĕч заводне каçхи хурала та çÿретĕп.

Шăпине хурламасть, никама та айăпламасть Петр Муллин. «Мăшăрăмпа эпир пĕр-пĕрне савса, килĕштерсе 32 çул пурăнтăмăр. Шел, упраса çитереймерĕм, чир уйăрчĕ пире. Тепле пулсан хама телейлĕ тетĕп», — калаçăва вĕçлерĕ вăл. Шанăçа çухатманнисем, ыррине ĕненме тата кĕтме пăрахманнисем пуррипе илемлĕ те ĕнтĕ чăваш ялĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.