Илемлĕ спорт тыткăнлать

19 Апр, 2016

Çак кунсенче Шупашкар спорт аэробикин тĕп хули пулса тăчĕ: ака уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче пирĕн республика çĕршыв чемпионатне йышăнчĕ.

Çавна май Чăваш Ене 27 регионтан 800 ытла спортсмен пуçтарăнчĕ. Вĕсен хушшинче тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсен, çĕршыв тата Атăлçи чемпионĕсемпе Пĕтĕм Раççей турнирĕсен çĕнтерÿçисем йышлă пулчĕç. «Паянхи ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ. Илемлĕ те чаплă керменте спортсменсене хатĕрленме тата судьясемпе тренерсене ĕçлеме лайăх услови туса панă. Залра хăтлă пулни хăйĕн пултарулăхне кăтартма тухакан кашни хĕрпе каччăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку ăмăртура мала тухакансем тĕнче чемпионатне хутшăнĕç», - пĕлтерчĕ РФ Спорт аэробикин федерацийĕн президенчĕ Марианна Масленникова.

Спортсменсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламларĕ. «Спорт аэробики пулăшнипе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ çултан-çул нумайланать. Аэробика - спортăн чи илемлĕ енĕсенчен пĕри. Вăл кĕвĕ илемлĕхĕпе ташă асамлăхне, спортсмен хастарлăхĕпе унăн тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне пĕтĕçтерет. Паркет çине тухакан ташлать те, сикет те, çаврăнать те. Çав вăхăтрах унăн артист та пулмалла. Çавăнпа илĕртет вăл паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа», - терĕ Михаил Васильевич.

Спортăн чи çамрăк енĕ пулин те спорт аэробики пĕтĕм тĕнчипе анлă сарăлнă. Ку спортпа хĕрачасемпе арçын ачасем 3 çултах интересленме пуçлаççĕ. Чăваш Ен хĕрĕсемпе яшĕсем те аэробикăпа туслă. ЧР Спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçи Оксана Дьячук каланă тăрăх - секцисенче 1 пине яхăн ача ăсталăха туптать. 20 çулта Чăваш Ен вун-вун аэробиста çитĕнтернĕ. Раççей спорт мастерĕсем Е.Машенькина, Д.Кошкина, Т.Иванова, Е.Ларионова, Л.Купташкина тата ыттисем тăван республика чысне çĕршыв турнирĕсенче ăнăçлă хÿтĕленĕ. Паян та пирĕн хамăрăн паттăрсем пур, вĕсен йышĕнче чи палли - Шупашкар каччи, Европăпа тĕнче чемпионĕ Алексей Германов. Республикăн пĕрлештернĕ командин капитанне тăван тăрăхра иртнĕ ăмăртура куракансем уйрăмах хапăл йышăнчĕç, маттурскер çынсене ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, спортсменсем виçĕ ушкăнра /12-14, 15-17, 18 çултан аслăраххисем/ медальсен 63 комплектне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Чăваш Ен аэробисчĕсенчен паркет çине 30 ытла яшпа хĕр тухрĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатса тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.