Кашни çĕр лаптăкĕ усă кÿтĕр

19 Апр, 2016

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе нумай çул вуçех усă курманни, çав лаптăк чакас вырăнне хушăнсах пыни Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсене вăйлах шухăшлаттарать.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна комитет председателĕ Олег Мешков ертсе пычĕ.

- Вырăна тухса лару ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Ку таранччен комитет Шупашкар ГЭСĕнче, "ЭКРА" предприятире, йăлари хытă каяшсене вырнаçтарнă Питтукасси полигонĕнче, Красноармейски районĕнчи "КЕТРА" кирпĕч заводĕнче ĕçлĕ мероприятисем йĕркелерĕ. Паян Çĕрпÿ районĕнче иртекен тĕлпулура усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйтупа калаçăпăр. Вăл çĕршывĕпех çивĕч. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак ыйтăва 1,5-2 çул хушшинче татса пама республикăри аграрисен умне тĕллев лартрĕ, - терĕ Олег Вадимович.

Михаил Васильевич ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура пусăмласах çапла палăртнă: "Хамăн çырусенче эпĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курас ĕçре йĕрке туса çитермеллине, тÿрĕ мар кăмăллă харпăрлăхçăсемпе арендаторсенчен хăтăлмаллине, çĕрпе саккунсăр тата ултавлă майпа усă курма тата унпа спекуляци тума ирĕк памалла маррине пĕр хут кăна мар палăртнăччĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе мĕнле усă курнине муниципалитет енчен çĕр тĕрĕслевне тухăçлă йĕркелени ку тĕлĕшпе тумалли пĕрремĕш утăм тесе шухăшлатăп. Çĕрпе çыхăннă информаци уçă тата уçăмлă пулмалла".

Çĕрпÿ райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков районăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе, аграрисен пĕрремĕш кварталти ĕçĕпе паллаштарчĕ. Кăçал выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ÿсĕмсем пуррине, çуракине хатĕрленес ĕç вĕçленсе пынине палăртрĕ. Ял хуçалăх культурисене 19 пин гектар /пĕлтĕрхин 101,6:/ çинче акмалла тата лартмалла. Вăрлăх йăлтах кондициллĕ. Ăна çĕнетме 820 тонна /кирлин 25,2:/ элита туяннă. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрсах ĕçленĕрен ака-суха лаптăкне ÿстерме май килнĕ. Пĕлтĕр 530 гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ, кăçал 600 гектар лаптăк сухаламалла.

Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Константин Никитин республикăра усă курман çĕрсене паянхи кун тĕлне 97517,8 га шута илнине пĕлтерчĕ. 86,3: кадастр докуменчĕллĕ пулмалла е усă куракансен аллине памалла. Кăçал 22 пин гектара пусă çаврăнăшне кĕртмелле. 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн тĕллевсĕр усă куракан ял хуçалăх çĕрĕсене тÿрĕ мар кăмăллă хуçасенчен туртса илĕç тата аукционсем урлă сутма тытăнĕç. Усă курман лаптăксем Комсомольски, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсенче кăна çук. Канаш, Элĕк, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш енче вĕсем самаях.

Ларăва хутшăннисем "ВДС" ОООна çитсе курчĕç, хуçалăх çуракине епле хатĕрленнипе паллашрĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.