Кун йĕркинче - ялти пурнăçа лайăхлатасси

19 Апр, 2016

Саратовра ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Единая Россия» партин «Раççейĕн паянхи ялĕ» тематика форумĕ иртнĕ. Чăваш Енрен унта ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, комитет председателĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин Шупашкар уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов хутшăннă.

Форума 2 пине яхă

н делегат пухăннă - партин пуçламăш, вырăнти тата регионсенчи уйрăмĕсен представителĕсем, аграрисем, ученăйсем, экспертсем, общество организацийĕсен представителĕсем, чиновниксем. Вĕсем агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн çул-йĕрне, ялти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентÿпе тата социаллă хÿтлĕхпе çыхăннă ыйтусене, çавăн пекех ялти журналистикăн ял аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне сÿтсе явнă. Апат-çимĕçпе çыхăннă хăрушсăрлăх тĕп темăсенчен пĕри пулнă.

Ялсенчи шкулсен строительствин ыйтăвне те çĕкленĕ. Аса илтерер: партин çак проектне парти председателĕ, РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев пуçарнипе хута янă. Демографи ÿсĕмĕн хумĕ, нумаях пулмасть кăна ача сачĕсенче палăрнăскер, об<ективлă майпа шкулсене куçать. Программа валли уйăракан укçа питĕ пысăк - икĕ триллион тенкĕ ытла. Укçан малтанхи пайĕ çывăх вăхăтра регионсене çитĕ. Çав шутра - Чăваш Ене те.

Форумăн пĕтĕмлетÿллĕ пĕрлехи ларăвне Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн председателĕ хутшăннă. Форум кăтартăвĕсем тăрăх агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе партин суйлав умĕнхи программине кĕртмелли сĕнÿсем хатĕрленĕ. Хăшпĕр сĕнÿ РФ Правительствин тата регионсен влаçĕсен кун йĕркине кĕнĕ те ĕнтĕ.

К.НИКОЛАЕВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.