Спорт аэробики тыткăнлать

15 Апр, 2016

Паян Шупашкарти "Спартак" физкультурăпа сывлăх керменĕнче спорт аэробики енĕпе çĕршыв чемпионачĕ старт илчĕ.

Пултаруллă аэробистсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт аэробикин федерацийĕн президенчĕ Марианна Масленникова, турнирăн тĕп судйи Светлана Лукина, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçи Оксана Дьячук саламларĕç.

Сумлă ăмăртăва кăçал 26 регионти 800 ытла спортсмен хутшăнать. 12-25 çулсенчи яшсемпе хĕрсем виçĕ ушкăнра медальсен 63 комплектне çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. Чăваш Ен чысне 30 ытла çын хÿтĕлет.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Новости по теме