Сергей АРТАМОНОВ: Йывăрлăхсенчен вăйланса тухăпăр!
Ял çыннисем уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕç. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем паян техникăна юсас, вăрлăх хатĕрлес, ăна имçамлас, минерал удобренийĕсем, çунтармалли-сĕрмелли
япаласем туянса хурас, кадрсене палăртса çирĕплетес
тĕлĕшпе юлашки ĕçсене тăваççĕ. Вĕсемпе çыхăннă ыйтусене Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ
Сергей Геннадьевич АРТАМОНОВ хуравлать.
- Калаçăва кăçалхи культурăсен мĕнпур тытăмĕнчен пуçлар-ха.
- Акакан-лартакан пĕтĕм лаптăк 580 пин га - пĕлтĕрхинчен 1,1: пысăкрах - пулĕ. Çурхисем 320,6 пин га /иртнĕ çулхи чухлех/ йышăнĕç. Лаптăксен 50,6: - тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен, 40,2: - выльăх апачĕлĕх культурăсем, 5,9: - çĕрулмин, 2,4: - техника культурисен, 0,8: - пахчаçимĕçĕн /вăрлăх параканнисĕр пуçне/. 2015 çулта республикипе çĕрулми 700 пин т пухса кĕртнĕ, кăçал 720 пин т пуçтарма палăртнă. Çавăнпа лаптăка кăштах ÿстерĕпĕр.
- Республика Пуçлăхĕ иртнĕ çулсенче сухаламан-акман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме ыйтать.
- Çапла. Кăçал 22,5 пин гектартан сахал мар сухаласа акма хушрĕ. Тĕллеве пурнăçа кĕртме çăмăл мар. Пĕр пайне - çуркунне, иккĕмĕшне кĕркунне шуратса хăварăпăр. Кĕр сухи туни çине çуркунне акăпăр. Районсен хăйтытăмлăх органĕсем пĕлтернĕ тăрăх - пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр республикипе 97,3 пин га шутланать. Унăн пĕр пайне сухаласа акас ĕçе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен йĕркелемелле. Пĕлтĕр пахчаçимĕç 150 пин т туса илнĕ. Кăçал 4: ытларах пуçтарасшăн. Çанталăк çумăр парасса кĕтсе лармалла мар, шăвармалли агрегатпа усă курса тухăçа пысăклатмалла.
Кĕрхисен тухăçĕ пысăкрах
- Кĕрхи культурăсем мĕн чухлĕ, мĕнле хĕл каçрĕç?
- Тырăлăх тата симĕс апатлăх 82,5 пин га /планран 82,5:/. Кĕр сухи 195 пин га /2014 çулхинчен 105,9:/ тунă. Кĕр аки планне Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче тултарнă. Республикăн вăтам кăтартăвĕнчен Вăрмарсен /51,8:/, Тăвайсен /57,4:/, Патăрьелсен /66,2:/, Шупашкар районĕсен /67,5:/, Шăмăршăсен /68,3:/, Канашсен /75,7:/, Вăрнарсен /76,1:/, Хĕрлĕ Чутайсен /77,8:/, Комсомольскисен /78,7:/ пĕчĕкрех. Кĕр акине пурнăçлама уяр кун пайтах пулчĕ. Анчах вырăнта çине тăрса ĕçлемерĕç. Хăшпĕр ертÿçĕ: «Кĕрхи культурăсем пысăк тупăш памаççĕ», - терĕç. Килĕшместĕп. Паян кашни кг ырашшăн 10 тенкĕ таран тÿлеççĕ. Çакăн пек хак нихăçан та пулман. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ çурхисенчен пысăкрах. Шупашкарти сăра завочĕ Алтай крайĕнчен, ытти регионтан урпа, ыраш ан туянтăр тесен хамăрăнне лайăхрах, нумайрах тата пахине çеç сĕнмелле.
Кĕр аки планне тултарманран чылай районта çурхи культурăсем ытларах акма, уйра кашни сехетпе туллин усă курма тивет. Ака уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне специалистсем 2,8 пин га çинчи кĕрхи культурăсем тĕлĕ-тĕлĕпе пĕтнине палăртнă. Шăши йышши чĕрчунсем ÿсентăрана кăшласа сиенлемен.
- Çурхи тĕштырăпа пăрçа йышшисен вăрлăхне мĕн чухлĕ хатĕрленĕ?
- 48,1 пин т кирлĕ. Ытлашшипех уйăрнă - 49,3 пин т /103:/. Тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 92: кондициллĕ. Çак кăтарту Элĕксен - 95:, Патăрьелсен - 99:, Йĕпреçсен тата Красноармейскисен - 97:. Шупашкар районĕсен самай пĕчĕкрех - 79:. Çÿлерех палăртнă кун тĕлне 1,1 т вăрлăха имçамланă. Ку ĕçе 100: пурнăçламалла.
- Ÿсентăрана минерал удобренийĕсемпе çителĕклĕн апатлантарайĕç-ши?
- Вĕсен культурăсене çитĕнме пулăшакан япалисем кашни га пуçне вăтамран 30 кг тивет. Çителĕксĕр ку. Тухăçа ÿстерес тĕллевпе 50-60 кг таран памалла. «Хĕл каçса çĕр канчĕ, ÿсентăрана апатлантармасăрах лайăх тухăç парĕ», - текенсемпе килĕшместĕп.
- Ыйтăва тишкерсен мĕн куратпăр-ха?
- Ял хуçалăх культурисене кăçал апатлантарма 20 пин т минерал удобренийĕсем кирлĕ. Чăвашхимслужба пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулхинчен юлнипе пĕрле 8,9 пин т /кирлинчен 44,7:/ пур. Вăрнарсем - 90,3:, Красноармейскисем - 66,1:, Шупашкар районĕсем - 63,5:, Елчĕксем 61,7: хатĕрленĕ.
Апат-çимĕç фончĕн тÿпи - чи пысăкки
- Удобренипе камсем тивĕçтереççĕ?
- Ял хуçалăх предприятийĕсем лайăх пĕлекен 5 организаци. Пĕри - республикăн Апат-çимĕç фончĕ. Унăн пĕтĕм калăпăшри тÿпи - 60:. Фонд ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах ыйтакан удобренисем кÿрсе килет. Кил хуçалăхĕсенче тыткалама çăмăлрах пултăр тесе 50-шар кг таякан михĕсемпе сутать. Фонд ăна ял лавккисене илсе çитерессишĕн Чăвашпотребсоюзпа тачă çыхăну тытать.
- Удобрени сутнă чухне хуçалăхсене улталамаççĕ-и?
- Вĕсене шăнман пăр çине хăварнă тĕслĕхсем пур. Сăмахран, фермер хуçалăхне 4,5 млн тенкĕ куçарттарнă та - укçи те, удобрени шантарнă çын та çĕтнĕ. «Хыпар» хаçат урлă ертÿçĕсене тимлĕрех пулма тепĕр хут чĕнсе калатпăр.
- Дизтопливăпа автобензин мĕн чухлĕ турттарнă? Министерство пухакан информацирен иккĕмĕшне сахалрах кÿрсе килнине пĕлетпĕр. Сăлтавне мĕнпе ăнлантармалла?
- Кăçалхи ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама 23,5 пин т дизтопливо, 4,6 пин т автобензин, вăл шутра çураки ирттерме ДТ - 6,3 пин, АБ 1,3 пин т кирлĕ. Маларах асăннă кун тĕлне пĕрремĕшне - 90,4: /2015 ç. - 68,4:/, иккĕмĕшне 48: /пĕлтĕр - 48,3:/ хатĕрленĕ. Автобензин кирлин çуррине яхăн çеç хатĕрлени туянма укçа çуккипе, ытти сăлтавпа çыхăнман. Ялсенче хальлĕхе ака ирттермелĕх бензин тултармалли хатĕрсем çитмеççĕ. Çавăнпа ăна ĕç пынă кунсенче куллен уй-хире турттарĕç.
Акана тухмалли
техника хатĕр
- Пур техникăна та юсавлисен ретне тăратнă-и е çĕмрĕккисем те пур-и? Юлашки вăхăтра çĕнĕ техника туяннă-и?
- Тракторсен, сеялкăсен, культиваторсен 94: уй-хире тухма хатĕр. Уйрăммăн илсен ку кăтарту фермер хуçалăхĕсен пĕчĕкрех. «Чăвашагролизинг» тата «Промагролизинг» /Беларуç/ уçă обществăсем пĕр-пĕринпе финанс арендин никĕсĕ çинче патшалăхсен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетнĕ, Беларуçри техникăпа пирĕн аграрисене тивĕçтерес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Пĕрремĕш Беларус-82.1 тракторсем Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра», Муркаш районĕнчи Ильич ячĕллĕ, Çĕрпÿ районĕнчи «Гвардия» ЯХПКсене, Вăрмар районĕнчи Г.Н.Ямуков фермер хуçалăхне çитнĕ. Хĕл каçиччен ытти чылай предприятие çĕнĕ техника килчĕ. Ертÿçĕсем ăна туянса пулакан тăкакăн 25: патшалăх субсидилесе саплаштарнине пĕлеççĕ.
- Уй-хир ĕçĕсем мĕнле хăвăртлăхпа пыраççĕ?
- Ака уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче хĕвел пĕтĕм уй-хире ăшăтрĕ те - тăпра хăвăрт типме тытăнчĕ, çураки çывхарса килнĕшĕн çĕр ĕçченĕсем савăнчĕç. Кунччен маларах хĕвел пĕлĕтсем айĕнчен тухса питех савăнтармарĕ. Çавăнпа юр хăвăрт ирĕлсе пĕтмерĕ. Апла пулин те акан 13-мĕшĕ тĕлне Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Елчĕк районĕсенчи ял хуçалăх тата фермерсен пысăк организацийĕсенче кĕрхи культурăсемпе /1,8 пин га/ нумай çул çитĕнекен курăксене /787 га/ минерал удобренийĕсемпе апатлантарчĕç. Патăрьелсемпе Елчĕксем - кĕрхисене /150 га/, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Елчĕк тăрăхĕнче нумай çул ÿсекен курăксене /355 га/, Патăрьелпе Шăмăршă енче кĕрхи çĕртмене сÿрелесе нÿрĕк тытрĕç. Республикăн кăнтăр районĕсенчи хуçалăхсен механизаторĕсем республикăра акма тухиччен уя 7-10 кун маларах кĕреççĕ, тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 14-16 кунра акса пĕтереççĕ. Шупашкар, Муркаш, Çĕмĕрле районĕсенче техника уй-хире каярах тухĕ. Кашни районтах акана агротехника ыйтакан икĕ эрнере ирттерме мĕн кирли пурте пур. Хальхи вăхăтра пирĕн специалистсем, вăл шутра çураки ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен штаб членĕсем министерствăра лармаççĕ, районсене куллен çитсе акапа çыхăннă ыйтусене тишкерсе чăрмавсене пĕтерме пулăшаççĕ. Хам та Раççей ял хуçалăх министрĕпе Александр Ткачевпа тĕл пулнă хыççăн республикăна таврăннăранпах ялсене васкатăп. Хăвăрт татса памалли ыйтусене пула ĕç пÿлĕмĕнчен тăтăшрах тухайманшăн пăшăрханатăп. Ыран районсене çитсе лару-тăрăва тĕпĕ-йĕрĕпе тепĕр хут тĕпчесшĕн.
- Акана ăнăçлă ирттерме хресченсен укçа çитĕ-ши?
- Пурĕ 1,8 млрд тенкĕ - çулталăк каяллахинчен 25: нумайрах - кирлĕ. Сăлтавĕ материалсемпе техника хакĕ ÿснипе çыхăннă. Хресченсем пĕлтĕр производствăна хывнă кашни 2 тенкĕ пуçне 16 тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Ял хуçалăх производствине яракан пĕтĕм укçан 30: /539 млн тенкĕ/ - хăйсем туса илни. Ытти /1290 млн/ - бюджетран уйăрни /578 млн/, çăмăллăхлă кредит /424,2 млн/, ял хуçалăх продукцине сутса туса илекенни /287,8 млн/.
- Шел те, кредит илмесĕр продукци туса илме май çук. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?
- Сирĕнпе калаçнă кун тĕлне ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсем, вăл шутра фермер хуçалăхĕсемпе АПК организацийĕсем, кĕске хушăра тавăрмалли кредит 341,2 млн тенкĕлĕх - кăçал кирлин 80: чухлĕ - илнĕ. Ку çулталăк каяллахи кăтартăвăн 63: танлашать. Кăçал, акан 11-мĕшĕ тĕлне, вĕсем çураки ĕçĕсене тума 211,2 млн тенкĕлĕх - çулталăк каяллахинчен 82,8: - кредит явăçтарнă. Акана хатĕрленсе ăна иртнĕ кĕркуннерен пуçласах илчĕç.
Субсиди пĕлтĕрхинчен сахал пулмасть
- Ертÿçĕсем çак интервьюпа паллашнă май субсиди уйăрассипе çĕнĕлĕх шырĕç. Мĕн калатăр?
- Пĕлтĕр федераципе республика хыснисенчен пирĕн аграрисене 2,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлнех 2337,5 млн тенкĕлĕх субсиди - иртнĕ çулхи çак кунхинчен 1: нумайрах - парассине татса панă. Çавăнпа тĕрлĕ сăлтава пула патшалăх пулăшма пăрахĕ тесе ан шухăшлăр. Субсиди 2015 çулхинчен сахалрах куçармĕç. Анчах бюджетран укçа уйăрасса кĕтсе производствăна чакармалла мар, пачах тепĕр майлă - ăна ÿстерсе тупăш ытларах тумалла.
- Банкран илнĕ кредит проценчĕн пĕр пайне тавăрмашкăн патшалăх пама палăртнă субсидие хăшпĕрисем çав-çавах кĕтсе илеймеççĕ.
- Çак ыйтăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей ял хуçалăх министрĕпе тĕл пулнă чухне çĕклерĕ. Александр Ткачев процент ставкине саплаштарма регионсене çитес вăхăтра субсиди уйăрма йышăннă чухне списока Чăваш Ене те кĕртме шантарчĕ.
Программăсем сыхланса юлаççĕ
- Министерство пĕлтĕрхи программăсем кăçал сыхланса юлнине «Хыпар» урлă аграрисене пĕлтерчĕ пулин те тепĕр хут çирĕплетеймĕр-и?
- Пĕлтĕр вăйра тăнисем пурте сыхланса юлнă. Республика Пуçлăхĕ Александр Ткачевран çĕршыв экономикинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ программăна тавăрма ыйтрĕ. Унпа килĕшÿллĕн хăмла туса илекен хуçалăхсене субсиди уйăрма пултараççĕ. Министр ыйтăва сÿтсе явма шантарчĕ. Паллах, пирĕн хăмлаçăсем федераци хыснинчен субсиди илме тытăнсан хăмла производствине аталантарма çăмăлрах пулĕ. Халĕ ку отрасльте пысăк улшăну тума йывăр, мĕншĕн тесен хăмла татмалли комбайн, ытти машина çук. Чăн та, «симĕс ылтăн» çитĕнтерекенсене пулăшатпăр-ха. Иртнĕ çул федераципе республика бюджетĕнче вĕсем валли 2,5 млн тенкĕ тупрăмăр.
- Сергей Геннадьевич, пирĕн çĕр ĕçченĕсем акана тухиччен «Хыпара» интервью панăшăн, лару-тăрупа паллаштарнăшăн тавтапуç. Тăпрана вăрлăх варăнтарма пуçличчен ял ĕçченĕсене мĕнлерех сăмахсем калас килет?
- Пирĕн несĕлĕмĕрсем тырă акма пуçличчен ака-сухана ăнăçлă ирттерме пулăшчăр тесе ваттисенчен, Турăран ирĕк, вăй-хал ыйтнă. Атьăр-ха, акана вăхăтра тата пысăк пахалăхлă ирттерме çирĕплĕх ыйтар. Умри тĕллевсене чыслăн пурнăçлар! Ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтерер!
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă
Комментировать