Бюджет никĕсĕнче - пурнăç тĕллевĕсем
«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налуксен енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Игорь Анатольевич КУШЕВ хуравлать
- Малтан манпа ликбез ирттермĕр-и? Республика бюджетĕнче укçа мĕнле çăлкуçсенчен пухăнать?
- Чăваш Енре ĕçлесе пурăнакансем тăвакан, налук шутланакан тупăшсенчен, çав шутра акцизсенчен, налук шутланман тупăшсенчен, федераци хыснинчен уйăракан субсидисемпе субвенцисенчен. Налук шутланман тупăш - тара панă çĕртен, пурлăхран, вĕсене аукционра сутнинчен, ыттинчен илекенни. Бюджетри пĕтĕм укçан 2?3 пайне хамăр пухатпăр, 1?3 пайĕ Раççей хыснинчен килет. Федераци тытăмĕсенче тăрăшакансене шалу тÿлеме, çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ программăна /çав шутра социаллă/ пурнăçлама Раççей бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ.
- Республика бюджетне мĕнле йĕркелетĕр?
- Социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарассипе тачă çыхăннă çав программăсене тĕпе хурса. Хыснари мĕнпур укçан пысăкрах пайĕ вĕсене пурнăçа кĕртме каять. Малтан ăна валеçмелли критерие, тупăшсемпе тăкаксем мĕн чухлĕ пулассине палăртатпăр. Отрасльсен министерствисем бюджет саккунне çав программăсене кĕртме Финанс министерствине сĕнÿсем çитереççĕ. Вĕсене пĕр папкăна хураççĕ. Программăсене пурнăçлама кашни ведомство хыснаран укçа ыйтать. Кайран пирĕн комитет членĕсем: «Палăртакан пур ĕçе те пурнăçлама кĕмĕл çитерĕпĕр-ши?» - тесе пуç ватаççĕ. Вăл сахалрах-тăк хăшпĕр ырă тĕллеве те пăрахăçлама тивет.
- 2016 çулхи хысна иртнĕ тапхăртинчен хăш енĕпе уйрăлса тăрать?
- Пирвай - федераципе регионсен бюджечĕсене мĕнлерех йĕркелени çинчен. Экономикăри çăмăл мар лару-тăрăва тĕпе хурса вĕсене çулталăклăха тăваççĕ. Хысна саккунне йышăнмалли темиçе çул каяллахи йĕркене пăрахăçланă. Бюджет саккунне хатĕрлекенсем нумаях пулмасть-ха пĕр баррель нефтĕн виçĕ çулти вăтам хакĕсене хушнă та виççе пайланă, çапла вăтам хака кăларнă. Вăл çитес çулхи бюджета палăртмалли прогноз цифри шутланнă. Ку чухне федераци шайĕнче çак арифметикăпа усă курмаççĕ. Республикăра та пĕр çуллăх хысна. Ку - 2016 çулхи бюджетăн пĕрремĕш хăйнеевĕрлĕхĕ. Иккĕмĕш - регионсем хăйсен вăйĕпе укçа ытларах ĕçлесе илччĕр тесе федерацирен субсидисемпе субвенцисем иртнĕ темиçе çул каяллахинчен сахалрах куçарни. Раççей Правительстви çак тĕллеве виçеллĕ пурнăçа кĕртет. Тен, çак политика хăшпĕр региона килĕшмест. Ăна йышăнмах тивет.
Пысăк улшăну
- Хамăрăн мĕнле ĕçлесе илмелле?
- Малтан пирĕн пĕтĕм ырлăх-пурлăха, вăйпитти çынсене, вăл шутра предпринимательсене шута илмелле. Сăмах май, хăйсен ирĕкĕпе шута кĕмен пайтаçăсене административлă майпа айăпламалли статья пур. Çулла ял хуçалăх çыравĕ ирттерсе çĕрпе мĕнле усă курнине уçăмлатмалла. Шел, хальлĕхе унран налук туллин тытаймаççĕ. Пăхатăн та - хуçасăр лаптăк пайтах. Е вĕсен харпăрлăхçи ял хуçалăх продукцийĕ туса илмест, е хуçи пурнăçран уйрăлнă, е ытти сăлтава пула усă курмаççĕ. Налук тытма чăрмантараканни пайтах. Çырав хыççăн ыйту хуравĕсене тупма çăмăлрах пулĕ.
- Республика хыснинче укçа чи нумай хăш çулсенче пуçтарăннă?
- 2010-2011 çулсенче. Каярахпа - сахалрах, калăпăшĕ пĕчĕкленчĕ. 2008 çулти кризис экономикăна 2009-2010 çулсенче аталанма май пачĕ. Нефть хакĕ çур çулран малтанхи шаях хăпарчĕ, рынок пуянланчĕ, пурăнмалли вырăн ытларах турăмăр. Ăна илме ипотека пачĕç. Пĕлтĕр пурăнмалли вырăн нумай тунă: Чăваш Ен историйĕнчи чи лайăх кăтарту. 2009-2012 çулсенчи аталану локомотивĕ строительсене лайăх кăтартусем тума иртнĕ çулчченех хистерĕ. Чăн та, юлашки вăхăтра вăл хăвăртлăхне чакарчĕ. Сăлтавĕ пуриншĕн те паллă. Экономика паян çапла аталанать.
- 2016 çул пирки мĕн калатăр?
- Ÿсĕм тума нумайăшне кăткăс. Республика кăçалхи виçĕ уйăхра экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи шайне сыхласа хăварни питĕ лайăх. Кăтартусем çуллен лайăхланнă çулсенче Раççей регионĕсемпе республикăна укçа дисперсийĕ тачă çыхăнтарнă. Пирĕн çынсем кĕмĕл нумай илсе килнĕ. Халĕ вăл чылай чакнă. Çавăнпа та бюджета хывакан налуксемпе тÿлевсем сахалрах. Çĕршыври укçа хисепне чакарасси - Раççей Тĕп банкĕн политики. Иккĕмĕш, çынсен ĕç укçи пĕчĕкленчĕ - çемье бюджетне тупăш сахалрах кĕрет. Тавар туянаслăх шайĕ анчĕ. Çапах та потребительсен рынокне таварсемпе тивĕçтересси 2009-2012 çулсенчи пекех. Çакна статистика çирĕплетет.
- Бюджетран укçа хăш сферăна чи нумай каять?
- Юлашки çулсенче ăна валеçессипе - пысăк улшăну. Виçĕ çул каялла пуринчен ытла Сывлăх сыхлавĕн министерствине тивнĕ, халĕ пĕрремĕш вырăнта - Вĕренÿ министерстви. Çакă ачасене пĕлÿ парассипе çыхăннă чылай статьяна сыхласа хăварнипе çыхăннă. Вĕсене бюджет саккунĕнчен кăларса пăрахаймастăн. Ачасем пуриншĕн те - пĕрремĕш вырăнта. Сиплев ĕçĕн пĕр пайне пурнăçлама уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи компанисене шанатпăр. Тепĕр çивĕч ыйту. Ĕç паракансен медицинăн кашни уйăхри пăрăнми тÿлевĕ пысăк пулăшу пани паллă. Анчах Чăваш Енре пропискăра тăракансен пысăк пайĕ тулашра ĕçлесе пурăнать, унти предприяти-организаци республикăн медицинăн пăрăнми страхованийĕн фондне вĕсемшĕн укçа куçармасть. Çапах ентешсем медицина полисĕпе кунта усă кураççĕ. Çак ыйтупа тĕрĕслĕх тупмаллах. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ комитета ку енĕпе ĕçленине пĕлтерчĕ.
Çул, клуб тăватпăрах
- Кĕскен, медицинăн пиçиххине лайăхрах туртса çыхма тивет…
- Çапла. Хăйне уйăракан укçан пысăк пайне çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме ярать. Сăмахран, депутатсем республикăн онкологи диспансерĕн хирурги пайне туса пĕтермешкĕн нумай млн тенкĕ уйăрма пăхрĕç. Федераци хыснинчен 360 ытла млн тенкĕ килмелле. Об<екта кăçал уçмалла. Район-хулари медицина та чи малтанхи медпулăшу тĕллевĕсене пурнăçлама укçа çителĕклĕ илсе тăрĕ. Бюджет çынсен умĕнчи социаллă тивĕçĕсене пурнăçлĕ. Çапах та хăшпĕр ыйтăва каярахпа татса памашкăн хăварма тивет. Республикăри интернатсене, ветерансен тата ватă çынсен, ача çурчĕсене сахаллатнă. Тăлăх ачасен пысăк пайне çемьесем усрава илнĕ, ветерансене пысăкрах çуртсене пухнă. Темиçе çул каялла виçĕ медучреждение панă укçапа паян пĕри усă курать.
- Кăçалхи бюджетра федераципе республика программисем мĕнле вырăн йышăнаççĕ?
- Халĕ регионсен субсидисемпе субвенцисене тивĕçлĕ пулас тесен Раççей Финанс министерстви урлă федераци бюджечĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Иртнĕ тапхăрта вăл е ку енĕпе часах калаçса татăлнă. Халĕ йĕркеллĕ документсем хатĕрлемесен федераци центрĕпе пĕр сăмах тупаймастăн. Республикăн Раççей Финанс министерствин параметрĕсене тивĕçтермелле. Вĕсене çырлахтармасан укçа памаççĕ. Сăмахран, Раççей Вĕренÿ министерстви 20 региона 360 млн тенкĕ пайласа парасси çинчен пĕлтерчĕ. Карта лартнисен хушшинче Чăваш Ен те пур. Пирĕн профильлĕ министерство тăрăшни куçкĕрет.
- Агропромышленноç комплексне хыснаран кĕмĕл еплерех уйăрни çинчен калаçар-ха.
- Кăçал вăл 2463 млн тенкĕ илĕ. Кредит проценчĕн пĕр пайне тавăрма патшалăх укçа вăхăтра вырăна çитерменрен çынсем пăшăрханчĕç. Анчах регионсем ку ыйтăва татса параймаççĕ. Субсиди кая юлса килни федерацирен килет. Республикăна пĕлтĕрхишĕн парса татнăпа пĕрех. Патшалăх Канашĕ агропрома субсиди çуллен ытларах уйăрма йышăнать.
- Пĕлтĕр яллă вырăнсенчи урамсене çул хывма тытăнчĕç. Кăçал çак программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕç пырĕ-ши?
- Çакна валли республикăпа муниципалитетсен бюджечĕсенчен уйăрнисĕр пуçне федераци хыснинчен 95,1 млн тенкĕ килмелле. Майĕпен ĕç пырать. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен çул пахалăхне тĕрĕслесе тăма ыйтатăп. Вак кирпĕчрен, шлакран хывсан паха пулмĕ. Укçа валеçмелли методика пур муниципалитетшăн та пĕрре. Кÿренмелли çук.
- Ял-поселокра клубпа шкул хăпартма кăçал укçа уйăрма пăхнă-и?
- «Единая Россия» партин шкулсем тумалли программипе килĕшÿллĕн 2030 çулччен Чăваш Енре те çĕклеме палăртнă. Тĕслĕхрен, 2016 çулта Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче уçăлĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене уяв туса парассишĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Киям Мифтахутдинов тăрăшаççĕ. Петр Степанович çав районтах килес çул клуб хута ярассишĕн вăй хурать.
Шалăва пĕчĕклетрĕмĕр
- Суйлавçăсем тепĕр чухне: «Унта тăваççĕ, пирĕн патра тумаççĕ», - тенине илтетĕн.
- Правительство та, Патшалăх Канашĕ те бюджет саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçал ĕçе кĕртмелли об<ектсене пĕр кунта палăртмаççĕ. Вĕсене тума халăх ыйтать. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсем çынсен сĕнĕвĕсене республикăн ĕç тăвакан органĕсене çитереççĕ. Вĕсене тĕпе хурса Патшалăх Канашĕ бюджет саккунне йышăнать. Ăна Патшалăх Канашĕн сайтĕнче, район-хула администрацийĕсенче тупма пулать.
- Пĕлтĕр Раççей Президенчĕ Правительство пуçлăхĕн, генеральнăй прокурорăн, следстви комитечĕн председателĕн, Правительствăпа Президент Администрацийĕн служащийĕсен ĕç укçине 10: чакарнă хыççăн ăна регионсенче те пĕчĕклетрĕç. Çав юхăм пирĕн пата çитрĕ-и?
- Патшалăх Канашĕн аппарачĕн штатне пĕчĕклетнĕ. Унта ĕçлекен депутатсем те, ЛДПР фракцийĕн ертÿçи Андрей Кулагинсăр пуçне, шалăва 10: чакарма йышăнчĕç.
- Кăçалхи авăн уйăхĕнче РФ Патшалăх Думипе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртĕç. Суйланма кăмăл пур-и?
- Эпĕ - «Единая Россия» парти членĕ. Суйлава хутшăнмашкăн хамăн кандидатурăна тăратма ыйтрĕ-тĕк - килĕшетĕп. «Канма кай», - тесен ĕçри япаласене чăматана тултарăп.
- Партин Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕн тĕллевĕсем мĕнле?
- Республика экономикине аталантарма, çынсен пурнăçне лайăхлатма май паракан саккунсем йышăнасси. Тĕллевне ăнăçлă пурнăçлать - халăхăмăршăн ырă ĕçсем нумай тăвать. Пирĕн фракци парламентра чи пысăкки. Çавăнпа саккунсем йышăннă чухне унăн йышăнăвĕсем çиеле тухаççĕ. Фракци членĕсенчен вĕсем яваплăха ÿстерме ыйтаççĕ. Халăх е унăн пĕр пайĕ хăшпĕр йышăнăва ырламаннине пĕлетĕп. Анчах тепĕр чухне экономикăна аталантармалли, социаллă пурнăçа лайăхлатмалли майсене хÿтĕлесе хăварассишĕн çынсене савăнтарман саккунсем йышăнма тивет. Округсенче суйлавçăсемпе тĕл пулса çивĕч ыйтусене тишкеретпĕр, вĕсене татса пама пулăшатпăр.
- Калаçăва вĕçлесе - кĕске ыйтусем: эсир авланнă-и, ачаллă-и?
- Мăшăрлă. Пирĕн икĕ ывăл. Пĕри Мускаври Н.Бауман ячĕллĕ, тепри энергетика институтне пĕтернĕ, унтах ĕçлесе пурăнаççĕ.
- Чун киленĕçĕ мĕн?
- Пушă вăхăтра кăмпана çÿреме юрататăп. Çавăн пекех манăн çăмăл автомашинăсен коллекцийĕ пур. Пурăна киле кăсăкланакансене те кăтартăп-ха.
- Хăçан та пулин Шупашкар музейне парнелетĕр-и?
- Пĕлместĕп-ха. Урасене шутарайми пулсан, тен, парса хăварăп та.
- Физкультурăпа туслă-и?
- Тунтикун - хоккей, юнкунпа эрнекун - футбол е волейбол.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă
Комментировать