Элла Памфилова: «Финанс тĕрĕслевĕ «вăрттăн тупăша» пытаракан кандидатсене тупса палăртма пулăшĕ»

15 Апр, 2016

Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчи ларăвĕнче РФ Тĕп банкĕн «Кредит организацийĕсем, реестр тытса тăракансем, Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссине пăхăнакан депозитарисем, Раççей Федерацийĕн суб<екчĕсен суйлав комиссийĕсем депутат тата суйланакан ытти должноç кандидачĕсен, вĕсен мăшăрĕсен тата çул çитмен ачисен тÿлев шучĕсем, вклачĕсем, хаклă хучĕсем çинчен калакан кăтартусене ыйтса илмелли йĕрке, çавăн пекех кредит организацийĕсем, реестр тытса тăракансем тата депозитарисем тивĕçлĕ ыйтусене хуравламалли йĕрке тата вăхăт çинчен» сĕнÿсен проектне çирĕплетнĕ.

ТСК председателĕ Элла Памфилова Тĕп суйлав комиссийĕн çĕнĕ йышĕ хăйĕн ĕçне çакнашкал пысăк документа йышăннинчен пуçлани уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртнă.

«Суйлавра кандидатсен тÿлев шучĕсемпе, вклачĕсемпе тата хаклă хучĕсемпе çыхăннă кăтартусене тĕрĕслемелли яланхи йĕркепе пуçласа усă курăпăр, - тенĕ вăл. - Хăвăрах шухăшласа пăхăр: ку - вун-вун пин çын, çĕршывĕпе пин çурăна яхăн тĕрлĕ организаци - вĕсенчен анлă информаци ыйтатпăр».

Йышăннă документа хакланă май ТСК председателĕ хÿтлĕхĕн çирĕп тытăмĕ йĕркеленесси çинчен каланă, вăл тÿрĕ кăмăллă мар, хăйсен «вăрттăн тупăшне» ятарласа пытарма тăрăшакан кандидатсене тупса палăртма май парĕ.

Элла Памфилова ТСК хăйĕн йышăнăвĕпе çак ĕçе официаллă майпа пуçланине пĕлтернĕ. «Пирĕн çывăх вăхăтра тренинг ирттермелле - процеса хутшăнакансем пурте суйлав кампанийĕ пуçланнă тĕле тивĕçлĕ тĕрĕслевсем ирттермешкĕн хатĕр пулччăр», - тенĕ вăл. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.