Пусран тенкĕ пухăнать

12 Апр, 2016

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцийĕ малалла пырать. Республикăра пурăнакансем сăваплă юхăма çулленех пуçаруллă хутшăнса Чăваш Енĕн çамрăк гражданĕсене хÿтĕлемешкĕн укçа хываççĕ.

Марафон вăй илнĕренпе - нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнченпе - ыркăмăллăх пухмачне 1030 ытла предприяти-организаци, юридици сăпатĕнче тăракан, уйрăм çын 4,8 млн тенкĕлĕх пуянлатнă. «Раççей ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов палăртнă тăрăх - Шупашкар /892630,98 тенкĕ/, Çĕнĕ Шупашкар /283733,61/ хулисем, Комсомольски /354338,14/, Вăрнар /295291/, Йĕпреç /273310,92/, Патăрьел /264868,29/ районĕсем уйрăмах пуçаруллă.

Акцие республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Акă Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсем ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне хăйсен пĕр кунхи шалăвне - 127500 тенкĕ - хыврĕç.

Пухăннă укçапа тăлăхсене, йышлă, сусăр ачаллă çемьесене, ача çурчĕсене, интернат шкулсене пулăшаççĕ, чирлисене сиплеме, пултаруллисене малалла аталантарма усă кураççĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çул çитмен çамрăксене патшалăх хÿтлĕхĕпе пĕрлех ахаль çынсен тимлĕхĕ те кирлине пурнăç çирĕплетет.

Марафон счетне укçа хывнисĕр пуçне тăлăхсен çурчĕсене, ача сачĕсене, шкулсене парнепе ятран савăнтарма юрать. Çул çитмен уйрăм çамрăка пулăшас текенсене те хапăлласа кĕтсе илеççĕ марафон йĕркелÿçисем. Сăмах май, çак тĕллевпе 541900 тенкĕ пухнă та ĕнтĕ.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» акцие кашниех хутшăнма пултарать. Кăмăл тăвакансене «Раççей ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7, тел.: /8352/ 62-89-42 йыхравлаççĕ.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.