Панкрут вырăнне - тупăш

8 Апр, 2016

Çурхи кунсем килсенех çĕр ĕçченĕ ăшталанма тытăнать. Шутлă кун хăвăрт иртет: çĕр пиçсе çитнине сиссе те юлаймăпăр. Çавăнпах ĕнтĕ ял хуçалăх производствин хуçалăхĕсенче ĕç шавĕ илтĕнме тытăннă та.

Вăрмар районĕнчи «Шигали» ЯХПК мĕнле культурăсем акассине тахçанах палăртса, вăрлăх мĕн чухлĕ кирлĕ пулассине картса хунă ĕнтĕ. Калча пĕр тикĕс шăтса тухтăр тесен паха вăрлăхпа кăна усă курмалла, çавна май йĕтем çине ăна аллас ĕç пырать.

— Хамăр çитĕнтернĕ вăрлăхах акатпăр. Паллах, пысăк репродукциллисене те çитĕнтерес килет. Иртнĕ çул акă урпан «Тандем» сортне /вăл ултă ретпе çитĕнет/ акса пăхнăччĕ. Элита сорта Çĕрпÿри сăнав станцийĕнчен туянтăмăр, — паллаштарма тытăнчĕ хуçалăх ĕç-хĕлĕпе унăн ертÿçи Юрий Петров.

Сăмах май, çак должноçа икĕ çул каялла кăна йышăннă вăл. Производство кооперативĕнче ĕçлеме пуçланăранпа вара вăтăр çула яхăнах иртнĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн инженери факультетĕнче ăс пухнăскере тăван ялне таврăнсан экономист пулма сĕннĕ. Математикăна, ăсра шутлама ачаранах килĕштернĕскер турткаланса тăман — килĕшнĕ. Яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать вăл хăйĕн тивĕçĕсене. Хуçалăх ертÿçине черетлĕ хут суйланă чухне ял-йыша шăпах хăйĕн çак ырă енĕсемпе шанчăклă çын пек туйăнать те.

Тĕрĕссипе, пуçлăха суйланăшăн Юрий Алексеевича ăмсанмаллиех те пулман: хуçалăхăн юлашки çулсенче парăм çине парăм хушăннă.

— Çак кĕске хушăра 2 миллион ытла тенкĕ — кредит, реструктуризаци парăмĕ /930 пин тенкĕ/ — тÿленĕ. Тĕрĕссипе, пĕрлешĕве панкрута кăларас шухăшлăччĕ. Мĕн пуррине çухатасси — часах, аркатнине чĕртсе тăратма вара... Ялта ахаль те ĕç çуккипе нушаланакан халăха пушшех шар кăтартни пулмастчĕ-и? Ан тив, çăмăллăнах тухаймарăмăр йывăр лару-тăруран: выльăх-чĕрлĕх производствине пĕтерме тиврĕ. Унпа кооператив ĕçченĕсем хăйсен хушма хуçалăхĕнче çине тăрсах тăрмашма пултарччăр тесе утă-улăм тÿлевсĕрех паратпăр, — лару-тăрăва уçăмлатрĕ Юрий Алексеевич.

Çĕрпе ĕçлессин саманапа килĕшÿллĕн пулакан технологийĕсене пăхăнма тăрă­шаççĕ пулин те Шăхальсем ламран лама куçнă ырă йăлисене те манмаççĕ. Акă, сăмахран, кĕрхи çĕртменех илер. Хальхи вăхăтра анлăн усă куракан мел — çиелти сийне дискпа кăпкалатасси — тăтăш акакан çĕр лаптăкĕшĕн çителĕксĕр тесе ĕнентерчĕç Вăрмар енсем. Вĕсен шучĕпе, 4-5 çулта пĕрре тарăннăн сухалани кирлех. Хуçалăхра юлашки тапхăрта хута янă çĕнĕлĕх — иртнĕ çул илепер курăкĕ акса хăварни. Кăçал вара чылай çул каялла пăрахăçланă культурăна — çĕрулмине — çитĕнтерсе пăхасшăн.

Кирек темĕнле чаплă техникăпа усă кур — ĕç тухăçлăхĕ çын тăрăшмасăр пулмасть. Геннадий Николаев, сăмахран, тивĕçлĕ канура пулин те «хурçă утĕнчен» уйрăлма васкамасть. Аслăрах ÿсĕмри Юрийпе Геннадий Иваншкинсем, Валерий Григорьевпа Сергей Петров çамрăк тракторист-шоферсене — виçĕ Алексея /Петров, Федоров, Чернов/ — техникăна «çăварлăхлама» вĕрентсе пыраççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерни хуть те мĕнле ĕçе те кал-кал, вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлама май парать. Эппин, хуçалăха мала яма та. Иртнĕ çула тупăшлă вĕçленĕ предприяти Ĕç çыннин çулталăкĕнче тата курăмлăрах ÿсĕмсем тутăрччĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.