Ĕмĕтлисем — çунатлă

7 Апр, 2016

Каç пуларахпа, хĕвел анас чухне, кăнтăртан кăваккăн-шуррăн курăнса катрамланнă хура пĕлĕтсем тухрĕç. Çакна пула Коля юлташĕсем патне кайма шухăшламарĕ. Пахчари сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Таçталла васкакан пĕлĕтсене сăнама тытăнчĕ.

Унччен те пулмарĕ такам хыçалтан пырса унăн куçне ăшă аллипе самантрах хупларĕ.

— Ай-уй! Кам ку?! — терĕ вăл тĕлĕнсе.

Ахăлтатнă сасă илтĕнчĕ. Маша йăмăкĕн кулли евĕрлĕрех. Çавă час-часах ун хыççăн çÿрекенччĕ.

— Маша! — терĕ Коля.

— Пĕлеймерĕн!

Çаврăнса пăхрĕ те Коля, тепĕр йăмăкне хаваслă Аньăна курах кайрĕ. Инçех мар Маша та тăрать авă.

— Пичче, пичче, эсĕ тăххăрмĕш класс хыççăн чăнах та Шупашкара вĕренме каясшăн-им? Сансăр тунсăх пулĕ-çке, — терĕ пиллĕкмĕш класра вĕренекен Маша пиччĕшĕ çумне тĕршĕнсе.

— Аппа тĕрĕсех калать. Сансăр кичем кăна мар, йывăртарах та пулĕ. Хĕлле кайăксем валли сырăш, çуркунне шăнкăрч йăви кампа ăсталăпăр-ши вара? — хăй шухăшне палăртрĕ виççĕмĕш класра вĕренекен Аня та.

Сак çинче ларакан Коля Синичкин йăмăкĕсене ыталаса илчĕ. Йăл кулчĕ.

— Йăмăкăмсем, манăн юратнă профессие алла илес килет-çке. Вĕренмесен кăмăла килекен ĕçпе тăрăшаймăн-çке. Сире валли те тутлă кучченеçпе хитре парнесем илсе килейместĕп. Канмалли кунсенче тăтăшах яла килсе çÿрĕп. Ун чухне те вара яланхиллех мĕнпур ĕçе пĕрле пурнăçлăпăр, — ăнлантарчĕ Етĕрне районĕнчи Пĕрçырлан шкулĕн тăххăрмĕш класĕнче вĕренекен йĕкĕт.

Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан, географи, вырăс чĕлхи, математика предмечĕсене юратакан Николай Синичкинăн ĕмĕчĕсем çав тери пысăк. Экзаменсене ăнăçлă тытса пĕлĕвне малалла аталантарма хулана каясси — тĕп тĕллевсенчен пĕри.

— Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулса атте-аннене, йăмăксене, вĕрентекенсене савăнтарасчĕ, — тет Николай Синичкин.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Етĕрне районĕ, Пĕрçырлан шкулĕ.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Синичкинсем.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.