«Илем» ишевçисем — чи пултаруллисем

7 Апр, 2016

Ишес енĕпе Раççейре мала тухассишĕн тата Пĕтĕм Раççейри «Савăнăçлă дельфин» тупăшусене хутшăнма чи пултаруллă спортсменсене тупса палăртас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкарта ăмăртусем иртнĕ. Вĕсене 300 яхăн спортсмен хутшăннă.

Çивĕч кĕрешÿре Вăрмар поселокĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн воспитанникĕсем — Раççей спорт мастерĕсем Иван Голубевпа Ольга Иванова тата иккĕмĕш разряд нормативне пурнăçланă Валерия Твердова /тренерĕ И.Алешин/ пысăк çитĕнÿ тунă. Раççей спорт мастерĕ Иван Голубев Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 9-мĕш спорт шкулĕнче Л.Середкина тренер патĕнче ишес енĕпе ăсталăхне туптать. Пултаруллă спортсменăн пухмачĕнче тăхăр медаль. Вĕсенчен тăваттăшĕ — ылтăн. Çĕр метра çурăм çинче, 200 метра комплекслă мелпе, çĕр метра баттерфляй енĕпе, 50 метра çурăм çинче ишсе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Раççей спорт мастерĕн Ольга Иванован /тренерĕ Т.Давыдова/ та кăтартăвĕсем лайăх. Вăл та пилĕк медале тивĕçнĕ. Ольга 50 метр дистанцие 30,97 çеккунтра ишсе тухса Чăваш Ен рекордне çĕнетме пултарнă.

Маттур икĕ спортсменка çак уйăхра ишевçĕсен Мускавра иртекен Раççей чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.

«Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнчен тухнă спорт мастерĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса Валерия Твердова та вĕсенчен юласшăн мар. Çак ăмăртусенче хăйĕн ăсталăхне тепĕр хутчен çирĕплетнĕ. 2004 çулта çуралнă хĕрача виçĕ дистанцире тупăшнă. Сакăрçĕр метра ирĕклĕ майпа, 200 метра комплекслă, 100 метра ирĕклĕ майпа ишсе тухнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе иккĕмĕш вырăн йышăннă, Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм Раççейри «Савăнăçлă дельфин» ăмăртусене хутшăнма тивĕçлĕ пулнĕ.

А.ХОВАНСКИЙ.

Вăрмар районĕ,

Вăрмар.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.