Ырă пуçару

7 Апр, 2016

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ районта та вăй илсе пырать. Вырăнти культурăпа кану центрне ăна старт пама халăх йышлă пухăнчĕ. Ун хыççăнах вăл вăй илсе те сарăлса пычĕ.

Анчахрах район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов тата «Нефть-Трэвел» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ В.Павлов районти çемьесемпе ачасене пулăшу паракан уйрăмне çитрĕç. Хăнасем пушă алăпа килмен. Владислав Леонидович пурĕ çирĕм пилĕк пин тенкĕлĕх тăхăнмалли тĕрлĕ тум парнелерĕ.

Малтан ача-пăча район больници пулнă вырăнта халь çемьесемпе ачасене пулăшу паракан уйрăм ĕçлет. Виçĕ çултан пуçласа 18 çултисем таранах хÿтлĕх тупнă кунта. Çирĕм улттăн вĕсем — сусăр, тăлăх, йышлă çемьери, хÿтлĕхсĕр юлнă ачасем.

— Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене патшалăх яланах тимлĕх уйăрать. Вĕсене предпринимательсем, уйрăм çынсем, чунĕпе ырăскерсем кăна яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Çавăн пек хастарсем пурри савăнтарать. Вĕсенчен пĕри — Владислав Леонидович Павлов, — терĕ Ю.Соколов тĕлпулăва пухăннисене.

— Сирĕнтен учительсемпе врачсем, паллă спортсменсем тата ытти специалист ÿссе çитĕнĕç. Сывлăхăра çирĕплетĕр, маттур та анлă тавракурăмлă пулăр. Кунта вара пур услови те çителĕклĕ, — терĕ В.Павлов.

Ж.Дмитриева ертсе пыракан туслă коллектив уйрăмра хÿтлĕх тупнă ачасен сывлăхне тĕреклетессишĕн, вĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн мĕнпур вăйран тăрăшнине пĕлтерчĕ. Кунта хÿтлĕх тупнăскерсем тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче пулса аслисене концертпа савăнтарма ĕмĕтленеççĕ.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пухмачĕ кунсерен пуянлансах пырать. Пĕчĕк тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмашкăн районти ыркăмăллă çынсем , ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем укçа куçарса парасси малалла пулса пырать. Çынсем Владислав Леонидович пуçарăвне ырлаççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.

Анатолий ХОВАНСКИЙ.

Вăрмар районĕ,

Вăрмар.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: аслисем марафона кăмăлпа хутшăнма тăрăшаççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.