Çÿл ту çинчи çил арман
Çил арманне халĕ ялсенче курма май çук. Пулсан та аваллăх палăкĕ пек çеç упранса юлнă вăл. Хăй вăхăтĕнче вара çил арман ял çыннине тăрантарнă темелле. Çавăнпах ĕнтĕ ăна халăх пăрахăçлама шухăшламасть. Акă Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçсем аваллăх палăкне пурнăçа тавăрма шут тытнă. Асăннă ялта пурăнакан Роберт Шарыпкин çил арман ăсталанă.
Сăмах май, вăл пултаруллă платник, столяр шутланать. Ылтăн алăллăскер сĕтел-пукан, ытти хатĕр-хĕтĕр тăвать, хурт-хăмăр ĕрчетет.
4 метр çÿллĕскерне культурăпа кану паркне вырнаçтарнă. Меллĕ çĕрте ларать вăл, яла кĕрсенех асăрхама пулать. Çуллахи вăхăтра асăннă парк чечек ăшне путать. Малашне ăна çил арман татах та илем кÿрĕ.
Кивĕ Эйпеçре маттур çынсем пурăнаççĕ. Яла тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ вĕсем. Çакнашкал ĕçсене ютран килсе туса парасса кĕтмеççĕ, тытаççĕ те - хăйсем ăсталаççĕ.
Кăçал вĕсем хăтлă ялсене палăртма ирттерекен республика конкурсне хутшăнма ĕмĕтленеççĕ. Аваллăх палăкне те çак тĕллевпех хатĕрленĕ Кивĕ Эйпеçсем. Мĕнех, ăнăçу сире!
Валентина МАКСИМОВА.
Комментировать