ПĂХМА ИЛĔРТӲЛЛĔ-ХА

6 Апр, 2016

Ачасем чипс, газлă шĕвек, илĕртӳллĕ ытти çимĕç патĕнчен туянса пама тилмĕрмесĕр иртеймеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, паллах, ачин кăмăлне хуçасшăн мар. Анчах çак çимĕçсем организма сиен кӳме пултараççĕ. Ачана вĕсене çитериччен асăрханулăх пирки аса илни вырăнлăрах пулĕ.

Глазурьпе витнисем

Мăйăр тата типĕтнĕ улма-çырла витаминсемпе, микроэлементсемпе пуян. Анчах глазурьпе витсен вĕсен усăллă енĕсем пачах юлмаççĕ. Глазуре хатĕрленĕ чухне ароматизаторсемпе, какао çăвне улăштаракан япаласемпе усă кураççĕ. Усси çук, сиенĕ нумай: пĕверпе хырăм ай парĕшĕн йывăрлăх кăларса тăратать, япаласен ылмашăнăвне пăсать. Ачана химиллĕ глазурьпе витмен мăйăр тата типĕ улма-çырла туянса парсан лайăхрах.

Кирек мĕнле чипс

Чи малтанах, чипс хатĕрленĕ чухне мĕнле тип çупа усă курни паллă мар. Çăвĕ вара тем тĕрли те пулать. Иккĕмĕшĕнчен, ăшаланă тата пысăк температурăра пĕçернĕ чухне чипсра акриламид йĕркеленет. Вăл — организмра пухăнакан питĕ вăйлă канцероген, усал шыççа аталантарма пултарать. Чи тутлă кирек хăш чипса та ачасене кăна мар, аслисене те çиме сĕнмеççĕ.

Тĕрлĕ тĕслĕ попкорн

Шухăшласан, çак мелпе хатĕрленĕ куккурус сиенсĕр, усăллă та темелле, мĕншĕн тесен унра В ушкăнри витаминсем тата клетчатка пур. Анчах унра искусствăлла тĕрлĕ хушăмпа сăрăсем çук пулсан кăна. 6 çултан иртнĕ ачана тутă кĕртекен хушăмсемсĕр попкорна хăш чухне çитерме юрать. Пĕчĕкреххисене вăл клетчатка пуррине кура юрамасть.

Газлă шĕвек

Ăна ачана ĕçтермесен лайăхрах. Сахăр нумаййипе ача шăлне аркатнине, диабет, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталанас хăрушлăха ӳстернине пула кăна мар. Газлă шĕвекри углерод диоксичĕ хырăмлăхăн лăймака сийне вĕчĕрхентерет, гастрита аталантарма витĕм кӳрет. Ортофосфор йӳçекĕ пӳрере чулсене пухăнма пулăшать, ӳсекен организма кальцисĕр хăварма пултарать. Ку хĕрачасемшĕн уйрăмах сиенлĕ, малашне остеопороз аталанас хăрушлăха ӳстерет. Искусствăлла сăрăсем аллерги реакцине /вĕлтрен шатринчен, сунасран пуçласа бронх астми таран/ пуçарма пултараççĕ.

Çакна шута илсе ачана ăш хыпсан газ хушман шĕвек кăна ĕçтермелле. Енчен те часах кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитет пулсан сĕткен туянса пама юрать, мĕншĕн тесен сĕткен хырăмлăх сĕткенĕ тухассине вăйлатать.

Ыраш сухарикĕ

Ыраш сухарикĕ тата мĕнпе сиенлĕ-ха теме пулать. Сиен кӳме пултарать иккен. Унра тăвар нумай пулни шăмă тытăмне йĕркеллĕ аталанма чăрмантарать, ырă шăршăллă хушăмсем аллерги реакцине пуçараççĕ. Тăварпа тата техĕмлĕхсемпе пĕрле искусствăлла хушăмсем хырăмлăхпа пыршăлăх ĕçне пăсаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ачасен апачĕсене туса кăларнă чухне ыраш сухарикĕпе усă курма чарнă. Питех çиес килсен ачана килте типĕтнĕ тулă сухарикĕ пама пулать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.