«Патшалăх шайĕнче шухăшлама пултартăр»
Паянхи депутатăн мĕнле пулмалла? Çак ыйтăва хуравлама ыйтрăмăр республикăра ырă ят-сум çĕнсе илнĕ çынсене.
Светлана ИЛЬИНА, Шупашкар районĕнчи Салапайкассинчи шкул директорĕн заместителĕ, республикăри професси ăсталăхĕн “Çулталăк учителĕ-2015” конкурс çĕнтерÿçи:
— Манăн шухăшпа — çынсем чĕрине итлесе вăл е ку кандидатшăн сасăланă вăхăт иртнĕ. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ ку утăма тĕплĕн шухăшласа, ăс-тăнне итлесе тăвать. Депутат мандатне илес текен лайăх çын е ĕçчен пулни çеç çителĕксĕр, унăн патшалăх шайĕнче шухăшлама пултармалла, Раççейĕн тата Чăваш Енĕн мĕнле çулпа аталанса пымаллине аван пĕлмелле. Пĕтĕмлетсе каласан — пур енĕпе те компетентлă пулмалла. Паллах, депутатсен йышне лекме ĕмĕтленекенĕн вырăнти куллен тĕл пулакан йывăрлăхсем çинчен пĕлнипе çеç çырлахмалла мар, унăн политикăна, экономикăна пĕлмелле, çав хушăрах кăмăл-сипетпе мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла, çак пахалăхсене пăхăнмалла. Чи кирли, паллах, Тăван çĕршыв патриочĕ пулмалла. Çакă маншăн — Раççей гражданинĕшĕн, директор заместителĕшĕн тата амăшĕшĕн — питех те пĕлтерĕшлĕ. Депутатсен чăнласах та ĕçлекен — тăван халăх ырлăхĕшĕн, Чăваш Енпе Раççей аталанăвĕшĕн ĕçлекен — саккунсем йышăнмалла-çке.
ЧР Патшалăх Канашĕнче вĕренÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсен представителĕсене ытларах курас килет. Манăн шухăшпа — бюджет сферинче вăй хуракансем экономикăри, политикăри пĕтĕм улшăнăва питĕ çивĕч туяççĕ. Вĕсен ĕçĕ те питĕ нумай, тен, хăшĕ-пĕри хăй çине тата пысăкрах яваплăх илме шикленет, çавăнпа кандидатурине суйлава тăратмасть. Тĕрĕссипе, çак сферăсен представителĕсене халăх хисеплет, вĕсем вырăнта пурăнакансене хумхантаракан çивĕч ыйтусене те лайăх пĕлеççĕ. Учительсемпе педагогсем, культура ĕçченĕсем, медиксем — электорат, халăхăн пысăк йышĕ. Çавăнпа вĕсен суйлава хутшăнма тăрăшмаллах.
Петр БЛИНОВ, Елчĕк почтамчĕн пуçлăхĕ:
— Çак кунсенче РФ Патшалăх Думин хăшпĕр депутачĕн арăмĕсем виллăсем туянни, мĕнлерех чаплă тăхăнни çинчен вуларăм. Вĕсемпе ахаль суйлавçăсен хушшинче пысăк уйрăмлăх пурри лайăх сисĕнет. Кирек мĕнле депутатăн та хăйне пулăшу шыраса килнĕ çын — сусăр-и вăл, чирлĕ-и е инкеке лекнĕ-и — вырăнне пĕр минутлăха та пулин лартса пăхмалла, ун чухне тин çав этемĕн нушине ăнланĕ. Депутатăн тÿрĕ кăмăллă та çынлăхлă пулмалла. Хăшĕсем мандат илсенех халăх наказĕсем çинчен манаççĕ, суйлавччен вара мĕн кăна шантармаççĕ?! Ялта пурăнакансем, тĕслĕхрен, хăйсем валли çăмăл машина, сăран куртка ыйтмаççĕ вĕт. Вĕсем çул тăвассипе, кĕпере çĕнетессипе, çурт лартма илекен кредит проценчĕсене кăшт пĕчĕклетессипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене ял пурнăçне лайăхлатассишĕн хускатаççĕ. Сасăлавçăсен вара ыйтма ирĕк пур, мĕншĕн тесен шăпах вĕсем депутатсене суйлаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан — паянхи депутатăн пуç каçăртса çÿремелле мар, унăн çынсен нуши-тертне лайăх пĕлмелле, халăхăн хуйхине те, савăнăçне те пĕрле пайлама пултармалла.
Ирина МЕНЬШИКОВА, Чăваш наци музейĕн директорĕ:
— Хальхи вăхăтра халăха итлеме пĕлекен депутатсем кирлĕ. Вĕсен çынсем мĕн каланине илтсе ăнланма тăрăшмалла. Сасăлавçăсем мĕн ыйтнин пысăк пайне — паллах, саккунпа килĕшсе тăраканнисене — пурнăçа кĕртме талпăнмалла. Паллă ĕнтĕ: халăх ыйтнине йăлтах тата тÿрех ĕçе кĕртейместĕн: çакăн валли вăхăт та, укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Паянхи кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен йышĕнче тĕрлĕ предприяти-организаци директорĕ нумай. Ку япăх мар пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен вĕсем ĕçе йĕркелесе-ертсе пыма пĕлеççĕ. Депутатсем культура, вĕрентÿ сферинчи çивĕч ыйтусене лайăх пĕлсен, вĕсене пулăшмалли-аталантармалли саккун проекчĕсене тата ытларах йышăнсан пушшех те аван.
Дмитрий АРСЮТОВ, республикăри клиника офтальмологи больницин тĕп врачĕ, медицина наукисен кандидачĕ:
— Депутатăн хăйĕн сăмахĕсемшĕн тата халăха мĕн шантарнишĕн явап тытма пултармалла. Унăн хăйĕн пуян опычĕпе тата вăй-хăвачĕпе, пĕлĕвĕпе çынсен ырлăхĕшĕн тата тăван тăрăх аталанăвĕшĕн усă курмалла. Чи кирли — халăха çывăх пулмалла. Паллах, депутатсен йышĕнче тĕрлĕ сфера — вĕрентÿ, медицина, спорт, социаллă сектор, промышленноç — представителĕсем, çавăн пекех коммерци енĕпе ĕçлекенсем те пулмалла. Асăннă корпусăн 20% социаллă сферăра тăрăшакансем пулсан татах та лайăхрах тесе шухăшлатăп.
Комментировать