Ывăл та хамăн, упăшка та...
Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне уçнă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сăмахне «йĕркене пăснă тĕслĕх сахалрах» тенинчен пуçларĕ те — хивре калаçу пулассăн туйăнмарĕ. Анчах доклад тăвакансем пĕрин хыççăн тепри йăлăхтармăш цифрăсем асăннă хыççăн «интереслĕ самантсем» çиеле тухрĕç-тухрĕçех.
Шанăçа çухатни — должноçран каймалли сăлтав
Чăваш Ен прокурорĕ Сергей Легостаев пĕлтĕр коррупципе кĕрешессипе çыхăннă саккунсене пăснин 3 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртни çинчен каларĕ: чиновниксем патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе саккуна пăхăнмасăр хуçаланаççĕ, коммерци тытăмĕсен интересĕсене хÿтĕлеççĕ, взятка илеççĕ... Сăмах май, республикăра взяткăн вăтам виçи 35 пин тенкĕпе танлашнă-мĕн — пысăк тееймĕн. Прокурор влаç тытăмĕсенче çынсене «шанăçа çухатнине кура» ĕçрен хăтармалли мелпе усă курманнине сивлесе палăртрĕ.
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов пĕлтернĕ тăрăх — иртнĕ çул унăн тытăмне коррупци пирки килнĕ пĕлтерÿсен шучĕ виçĕмçулхинчен 8% сахалланнă, анчах пуçарнă уголовлă ĕçсен шучĕ — çав шайрах. Кăçалхи тĕслĕхсен шутĕнче Александр Петрович Стройминăн сектор заведующийĕ Губина тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе асăнчĕ. Ăна взятка илнĕшĕн айăпланă. Пĕтĕмпе вара коррупци тĕслĕхĕсем кÿнĕ сиен виçи — 27 млн ытла тенкĕлĕх. Çав шутран 23 млн тенке саплаштарнă.
ШĔМ цифрисем пысăкрах. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев граждансенчен коррупципе çыхăннă преступленисем пирки 513 пĕлтерÿпе çăхав йышăннине пĕлтерчĕ — виçĕмçулхинчен 9% нумайрах. Кашни улттăмĕш преступлени — должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни. Çирĕмĕшĕшĕн «пысăк статуслă» çынсем айăплă.
Журналистсем тунсăхлама та пуçланăччĕ ĕнтĕ — вице-премьер — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев сăмах илчĕ. Калаçу тинех чĕрĕлме пуçларĕ. Юрий Егорович патшалăх органĕсенче, районсемпе хуласен администрацийĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çитменлĕхсене нумай, 270 ытла /çулталăк каяллахипе танлаштарсан 13 хут нумайрах!/, тупса палăртнă иккен. Çак шутра чиновниксем тупăш çинчен калакан декларацисене йăнăш çырни кăна та мар. Вăл прокурор çынсене шанăç çухатнăшăн ĕçрен хăтарманни пирки ÿпкеленине те хуравларĕ. Чиновник саккуна пăсни çинчен хыпар пулсан йĕркепе килĕшÿллĕн 90 кунра тĕрĕслев ирттермелле-мĕн. «Çакскер вара хура пĕлĕтсем капланнине туять те — хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен пăрахса каять. Эпир ăна çакăн хыççăн, вăхăт иртсен, шанăçран тухнăшăн ĕçрен хăтараймастпăр вĕт. Кун пирки Михаил Бабич полпред патĕнче те калаçу пулчĕ — ĕç кĕнекине кайран «шанăçран тухни» пирки çырса хурасси çинчен калаçрăмăр», — терĕ вăл.
Комплекслă тĕрĕслев ирттернĕ май, сăмахран, Муркаш районĕнче кăна пурлăх тĕлĕшпе муниципалитет реестрĕ «пуянланасси» 1,5 хут пысăкланнă: «Эпир вĕсене вăл е ку пурлăха, çав шутра хуçасăррисене те шута илмеллине тĕллесе кăтартнă хыççăн вĕсен шучĕ 1,1 пинрен 1980-а çитнĕ».
Михаил Игнатьев вара тĕрлĕ фирма контрактсене вăхăтра тата туллин пурнăçламаншăн вĕсенчен укçа шыраса илес енĕпе çине тăрса ĕçлес темăна çĕклерĕ. Ĕçлемен мар-ха, çапах хăшпĕр компанирен укçа шыраса илес шанăç пĕчĕк. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин СУОР çинче çавнашкал укçа, 28 млн тенкĕ, çакăнса тăни çинчен каларĕ. Ку енĕпе муниципалитетсем ĕçлесе çитерейменни те палăрать.
Хăшпĕр район-хула ертÿçисене уйрăммăн та итлерĕç. Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Борисов граждансем администрацие коррупци тĕслĕхĕсем пирки пĕрре те пĕлтерменни çинчен каларĕ те — ку, Михаил Игнатьев шучĕпе, «халăх администрацие шанманнине кăна пĕлтерет. Çынсем шанаççĕ пулсан сигналсем те килетчĕç».
Юрий Васильев вара хайхи тĕрĕслевсем администрацин пай пуçлăхĕ Светлана Арсентьева — ывăлĕпе упăшки, Николай Борисов хăй ывăлĕ майлă йышăнусем тунине тăрă шыв çине кăларнине аса илтерчĕ, мĕнле мерăсем йышăннипе кăсăкланчĕ. «Пай пуçлăхĕн ывăлне ĕçрен хăтарнă, упăшки тĕлĕшпе те йышăну пулать. Хамăн ывăла илес-тĕк — ун чухне администраци пуçлăхĕ отпускра пулнă. Преми çинчен калакан положени пур, унпа килĕшÿллĕн эпĕ хушăва алă пуснă...» — ывăлĕн премине тÿрре кăларчĕ Николай Николаевич. «Преми тÿлеме юраман теместĕп, анчах çакăн çинчен сирĕн пĕлтермелле пулнă», — пăнчă лартрĕ Юрий Егорович.
МУП — хура пулсан та хамăнах-и?
Çĕнĕ Шупашкар «отчечĕ» те «пирĕн пата та коррупци пирки информаци килмен» тенинчен пуçланине кура Михаил Игнатьев тÿрех пÿлчĕ: «Сирĕн пата килмест, пирĕн пата вара — килет! Эсир унта МУП туса хунă. Вăл халăхран укçа пухать, энергоресурссемшĕн вара тÿлемест. Кирлĕ мар çĕртех туса хунă та — ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене тÿлемелли укçан 40% кирлĕ çĕре çитмест». «МУП унчченех пулнă» теме пăхнине хăлхана чикмерĕ:
— Йĕрке пуласси курăнать-и? Эпĕ курмастăп. «Новэк» евĕр тытăм туса хунă. Хăй вăхăтĕнче Ющенко калатчĕ: «Эпĕ тÿрĕ кăмăллă çын!» Кайран вара палăрчĕ: тÿрĕ кăмăллах та мар иккен. Ыйтăва татса парăр. Пĕрре каларăм, иккĕ...
Калаçăва Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов та хутшăнчĕ — ФХС тĕпчесе суда çитернĕ уголовлă ĕç фигуранчĕн шăпипе кăсăкланчĕ:
— Сирĕн пай пуçлăхĕ Егорова тĕлĕшпе суд пулчĕ. Икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, амнистипе усă курнă. Анчах вăл халĕ те администрацирех ĕçлет...
— Паян юлашки кун ĕçлет, — пулчĕ хурав.
— Вăл кÿнĕ сиен — 2,9 млн тенкĕлĕх. Анчах мĕншĕн мэри çав сиене шыраса илмешкĕн суда тавăç тăратмасть?
Администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан тавăç тăратнине çирĕплетрĕ, ку ĕç вăрахарах кайнине суд приговорĕ вăя кĕрессе кĕтсе тăхтама тивнипе сăлтавларĕ те — Сергей Софронов татăклăн каларĕ: «Прокуратура тăрăшнипе... Сирĕн енчен вара пуçару пулман».
Муниципалитетсем пирки сăмахланине, залра ФХС управленийĕн /уголовлă ĕçе шăпах çак тытăм пуçарнă/ пуçлăхĕ пуррине кура массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем калаçу, тен, Шупашкар районĕн администрацийĕ пирки те пуласса шаннăччĕ те — çук, ку тÿрре тухмарĕ. Пуçлăх пирки уголовлă ĕç пуçарнă, анчах ăна мĕншĕн айăплаççĕ — уçăмлăх çук. ФХСăн йăли çапларах çав — тÿрех пĕтĕмпех пĕлтерме васкамасть.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать