Телевизор умĕнче лармаççĕ, мечĕк хăвалаççĕ

5 Апр, 2016

Миндерево ялĕнче 50 çултан иртнисене çулланнисен йышне те кĕртмеççĕ. Унта кинемейсем футбол команди йĕркеленĕ, акă 12 çул ĕнтĕ кашни хĕллех чемпионатсем ирттереççĕ.

Вăййа кĕреçе илсе тухма ан ман

Миндеревăра — 8 урам, унта 800 çын пурăнать. Ижевска çитме 35 çухрăм çеç. Ытти çĕрти пекех çамрăксем хулана каяççĕ, ялта ытларах пенсионерсем е тивĕçлĕ канăва тухас умĕнхи ÿсĕмрисем пурăнаççĕ. Вăхăта интереслĕ ирттермелли вырăн — пĕртен-пĕр клуб. Çапах вырăнтисен интерес шырамалли çук. Ытти ялти пекех Миндеревăра пенсие тухсанах тепĕр ĕçе кÿлĕнеççĕ — хушма хуçалăха. Вăл выçă хăвармастех. Кунта пурин те пахча — 15-шер сотка, хăшĕсен 50 таранах, çавăн пекех хур-кăвакал, сысна-сурăх, ĕне тытаççĕ. Кашни çемьере тенĕ пекех хăйсен сĕт пур.

Çакнашкал вырăнта 12 çул каялла футбол команди йĕркеленĕ. Унччен ялта арçын ачасем çеç урам тăрăх мечĕк хăваланă, кинемейсем мар. Пĕррехинче хăюллă та правур хĕрарăм Галина Максимова пĕр кĕтмен çĕртенех ĕçне çухатнă. Ун чухне вăл 40 çулта кăна пулнă.

— Эпĕ стройкăра вăй хураттăм, мана ĕçрен кайма ыйтрĕç, — тет Галина. Халĕ вăл ялти клуб заведующийĕ. — Биржăна тăратрĕç. Унччен эпир стройкăра футболла выляттăмăр. «Атьăр, футбол вăййине пуçлар», — терĕм хамăрăннисене. Килĕшрĕç.

Арçынсем айккинче тăрса юлнă: пĕрремĕшĕнчен, ялта вĕсем нумайăн мар, иккĕмĕшĕнчен, пурте тенĕ пекех йывăç хатĕрленĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Футбол шухăшĕ мар. Максимова сĕнĕвĕпе хĕрарăмсем çеç килĕшнĕ.

Миндеревăри шкулта та спорт залĕ çук. Юханшыв пур, хĕлле унта футбол лапамĕ йĕркеленĕ.

— Вăйăсем умĕн кĕреçесемпе тухаттăмăр, вылякан вырăна юр ывăтса тикĕслеттĕмĕр, — аса илет Максимова.

Футбол Миндеревăра хĕллехи вăйă пулса тăнă. Çулла унта спортăн урăх енĕсем «аталанаççĕ» — пахча шăвармалла, çумламалла, кĕтÿ кĕтмелле, тухăçа пухса кĕртмелле, кăмпа-çырла пуçтармалла. Мечĕк хăвалама вăхăт çук. Хĕлле команда канмалли кунсенче кашни эрнере пухăнать. Çĕнтерÿшĕн вылямаççĕ — урисем шăнмасăр та /çăматăпа-ха тата/ вăйă лапамĕнчен кĕмеççĕ. 40 градус сивĕре те выляни пулнă.

«77 çулта та нимĕн те ыратмасть»

12 çулта Миндерево ялĕн командин йышĕ улшăннă. Малтанхи вăйăçсенчен пĕри пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Команда палăрмаллах çамрăкланнă, нумайăшĕ 50 çултан иртейнĕ. Вĕсен пурин те мăнуксем пур. Çамрăк футболисткăсем те хушăннă — тĕслĕхрен, 17 çулти Надежда. Ытти çамрăка футболла выляма интереслех мар, вĕсемшĕн Интернет пĕлтерĕшлĕрех.

Команда çăлтăрĕ, чи лайăх тапăнса выляканĕ — 77 çулти Анна Смирнова.

— Эпĕ хама 77 çулти пек туймастăп, — тет вăл. — Эпĕ йĕркеллех, нимĕн те ыратмасть. Манăн тухтăр кам пулнине те пĕлместĕп.

Анна Николаевна пурнăç тăршшĕпех тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тахçанах тивĕçлĕ канура. Çулла вăл хуçалăхра тăрмашать: упăшкин ури ыратать, 9 сотка çĕрне хăйĕнех чавма тивет, сурăхĕсене, чăххи-чĕппине пăхмалла тата. Унччен ĕне пулнă, ăна сутма тивнĕ. Çулталăк каялла кăна-ха Смирнова пасарта сĕт сутнă, велосипедпа 19 çухрăма çÿренĕ. Çапла вара уншăн мечĕк тапса кĕртесси нимĕн те мар.

Футбол вăййине килĕштерекен çамрăках мар Людмила Алексе­евăн та — хуçалăх пур. 7 мăнук унăн. Вăл 3-мĕш хĕл вылять.

— Мĕншĕн вылятăп тетĕр-и? Кăмăла çĕклеме. Вăйă умĕн пĕрле пухăнсан шÿтлетпĕр, кулатпăр. Килте телевизор умĕнче ларнинчен лайăхрах-çке капла.

— Эпир — ял çыннисем, — тет Надежда Логинова. — Вăхăта ĕçре, хусканура ирттерме хăнăхнă. Хĕлле те хусканусăр пурăнас çук. Пирĕнтен нумайăшĕ эрнере икĕ хут алсиш-нуски çыхмалли, вĕтĕ шăрçапа тĕрлемелли кружоксене çÿрет.

Шел, арçынсен команди çук

Миндерево ялĕнчи футболисткăсене пăхса кÿршĕ ялсенчи удмурт хĕрарăмĕсем те выляма пуçланă. Пугачево тата Кĕçĕн Пурга ялĕсенче хăйсен командисем пур. Миндеревăсем вĕсен патне ăмăртусене çÿреççĕ.

Çакнашкал тĕлпулусем ирттерме командăн ятарлă тум та пур — чукун çул çинче ĕçлекенсен сарă-хĕрлĕ тĕслĕ жилечĕсем. Темиçе çул каялла ятарласа кинемейсем валли стадион пекки тунă. Вĕсем арçынсен яланхи команди çуккишĕн пăшăрханаççĕ.

— Ял тăрăх кайсан çулланнă арçын кашни урамрах 1-2 çеç тупăнать, — ассăн сывлаççĕ вĕсем. — Команда çинчен калаçмалли те çук.

Çапах пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче вырăнти арçынсем хĕрарăмсене парне кÿнĕ. Вĕсем хĕрарăмсемпе пĕрле футболла вылянă. Çав кунхине Миндеревăра чăн-чăн уяв: урамрах хуратул пăтти пĕçереççĕ, футболисткăсене чечексем парнелеççĕ.

Ольга КУЗНЕЦОВА.

/«Собеседник»/

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.