Театрта - партизан пек
Шупашкарта пурăнакансенченех хăшĕ-пĕри Çамрăксен театрĕ Трактор тăвакансен керменĕнче вырнаçнине пĕлмест. Пирĕн, артистсен, хамăра ятăн кил çук. Çавăнпах партизансен театрĕнче ĕçленĕнех туйăнать. Чуна ыраттаракан çак ыйту тавра тахçантанпах калаçатпăр, анчах вĕçне-хĕрне тухаймастпăр.
Акă нумаях пулмасть Димитровграда кайса килтĕмĕр. Артистсен гримернăйĕнче, ытти çĕрти пекех, йăлтах алă айĕнче. Çакăнтах хывăнса тăхăнаççĕ, бижутери таранчченех хăвараççĕ вĕсем. Эпир çи-пуçа ниçта çакма пĕлмесĕр пÿлĕмрен пÿлĕме хамăрпа пĕрле йăтса çÿретпĕр. Керменте репетици вырăнне те малтанах палăртма йывăр. Лару-тăру уçăмлансан тин режиссер пулăшуçи артистсене хыпалансах шырама пуçлать.
Гастроле çÿреме автобус та парасшăн мар пире. Киввине тахçанах улăштармалла та... Пĕр транспортпах 13-мĕш çул çула тухатпăр, ял-хулана чун çимĕçĕ илсе каятпăр. Халăх пирĕн спектакльсене юратса пăхать. Кăштахран мĕнле çитĕпĕр-ши вĕсем патне?
Эпир вĕренме кĕнĕ чухне конкурс çав тери пысăкчĕ, 20-30 çамрăкран пĕрне артиста вĕренме суйласа илетчĕç. Халĕ шкултан вĕренсе тухакансене çак ĕç питех илĕртмест. Укçа сахал тÿленипе те çыхăннă ахăр çакă. Çамрăксен хăйсен пурнăçне йĕркелеме тăрăшмалла. Паян чун хушнипе сцена çине тухаканнисем кăна спектакльте выляççĕ, сăнар хыççăн сăнар калăплаççĕ. Театртан та тин ĕçлеме килнисем тухса каяççĕ. Эпир, аслă ăру çыннисем, ĕç пăрахсан пирĕн вырăна кам юлĕ?
Малтан чăвашла хитре калаçма вĕрентĕмĕр, халĕ вырăсла спектакльсем те лартма тивет, мĕншĕн тесен пирĕн те план тултармалла, курав залне ытларах халăх пуçтармалла. Çавăнпах ача садĕнчи шăпăрлансене интереслĕ тата шкул программине кĕртнĕ авторсен ĕçĕсем тăрăх спектакль хатĕрлеме тăрăшатпăр. Вĕсем театра кăнтăрла килме пултараççĕ. Ку пирĕншĕн çав тери меллĕ, мĕншĕн тесен Трактор тăвакансен культура керменĕн сценине каçсерен концерт йĕркелекенсем арендăлаççĕ.
Юрать килте йăлтах йĕркеллĕ. Икĕ мăнукпа йăпанса пурăнатăп: пĕри — 4 çула, тепри çулталăка çитрĕ. Пĕрле ташлатпăр та, юрлатпăр та.
Комментировать