Усăллă та, хаваслă та
Çĕрпÿри куç курманнисен пĕрлешĕвĕнче çак кунсенче спортпа туслисем пухăнчĕç. Кунта сĕтелçи теннис выляс енĕпе пĕрремĕш хутчен республика чемпионачĕ иртрĕ. Кунашкал ăмăртусем кун пек шайра халиччен иртмен.
Спортăн ку тĕсĕ куç курманнисен хушшинче пирĕн республикăра нумаях пулмасть çеç аталанма пуçланă. Апла пулин те пурте тенĕ пекех юратма ĕлкĕрнĕ ăна. Ахальтен-и вылянă май хавхаланаççĕ, хăпартланаççĕ.
Акă ăмăртура хĕрарăмсен хушшинче чемпион ятне тивĕçнĕ Наталья Мастерова та уçă кăмăлне пытармарĕ.
— Кунта иккĕмĕш хутчен килтĕм. Малтанхинче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Пĕр тан пулма пурин куçне те çыхаççĕ, сасă кăларакан çăмхана итлесе вылятăн та. Питĕ интереслĕ, çав тери килĕшет. Кун пек сĕтел Муркашра пулсан час-часах вылямалла та — çук çав. Тепре чĕнсен те килетĕпех. Пĕрремĕш хут вылянă чухне майне пĕлмесĕрех килнĕччĕ. Тытса курсан вăйă илĕртрĕ. Куç курманнисене çеç мар, ыттисене те килĕшмелле вăл, — хавхаланăвне пытармарĕ Муркаш районĕнчен килнĕ Наталья Вениаминовна.
Вунă класс хыççăн малтан Шупашкарта заводра ĕçленĕ вăл, качча кайсан мăшăрĕпе пурăнма Кашмаша куçнă. Фермăра ĕçленĕ.
— Куç курми пулса çитрĕ те инвалидность пачĕç. Йывăр ĕçлеме юрамасть тенĕрен килте ларма тытăнтăм. Пĕр ĕне усратпăр. Упăшка Юра пулăшать, унсăрăн йывăр паллах. Пурăнатпăр иксĕмĕр майĕпен, — тет икĕ ывăл амăшĕ.
Канаш районĕнчен килнĕ Мария Куркина иккĕмĕш пулчĕ. Шупашкарта пурăнакан Анастасия Осипова вара виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
— Хушăран кунта килсе вылятпăр. Питĕ кăсăклă. Шел, сĕтелĕ пĕрре кăна. Кашни районта пулсан питĕ аванччĕ. Ăмăртусен шайĕ те ÿсĕччĕ, эпир те вăйлăрах выльăттăмăр, — терĕ Настя.
— Эпĕ аннешĕн хăйĕнчен те ытларах хумхантăм-тăр. Выляса илессе вĕçне çитичченех шантăм. Вăл хăть те мĕн тунă чухне те тĕрĕс шухăшлать. Пĕр-пĕр йăнăш пулсан та ăна тÿрех тÿрлетет. Акă паян та «штрафной» парсан çийĕнчех тăрăшрĕ те... — тет Ксюша амăшĕ виççĕмĕш çеç пулнăшăн кăштах кулянса. Амăшĕпе пĕрле вăл кунта шашкăлла выляма та вăхăт тупрĕ.
Арçынсен хушшинче вара Эдуард Егоров чи маттурри пулчĕ. Вăл çĕнтерÿçĕ кăна мар, ăмăртăва йĕркелеме ăнтăлакансенчен, пулăшакансенчен пĕри те.
— Куç курманнисен сĕтелçи теннисне республикăра 2012 çултанпа аталантаратпăр. Тĕрлĕ шайри ăмăрту йĕркелетпĕр. Çĕрпÿре хальлĕхе пĕртен-пĕр база кăна-ха. Малтан ятарлă сĕтел иккĕччĕ, пĕрне Шупашкарти куç курманнисен ятарлă шкулне патăмăр.
Атăлçи тăрăхĕнчи, Раççей шайĕнчи ăмăртусене те тухса çÿретпĕр. Малти вырăнсене йышăнатпăр — 6-мĕш вырăнтан кая анса курман-ха. Пĕлтĕр пĕрремĕш хутчен Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Кăçал ăна республикăра та ирттерес терĕмĕр, — палăртрĕ вăл.
Арçынсен хушшинче иккĕмĕш — Николай Ремеслов /Çĕрпÿ районĕ/, виççĕмĕш Шупашкартан килнĕ Михаил Городнищев пулчĕç.
— Куç курманнисене ятарлă тренерсем çукран физкультурăпа спорт керменĕсене те питех кĕртесшĕн мар. Ку спортра вара нимĕн хăрамалли те çук. Правилăсем те питĕ ансат. Вăййи те усăллă — вестибулярлă аппарата вăйлатать, аталантарать. Сĕтелçи теннисĕн кортне хамăр районта та вырнаçтарасчĕ, — ĕмĕтленет Муркашсен вырăнти организацийĕн секретарĕ Елена Никитина.
Вылякансенчен чылайăшĕ çак шанăçпа пурăнать. Куç курманнисен ĕмĕтне спонсорсем илтинччĕ...
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать