«Çуралнă тăрăхрах кирлĕ пултăм»

2 Апр, 2016

Владимир Краснов — Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР спорт мастерĕ, спорт дисциплинисен профессорĕ, педагогика наукисен кандидачĕ. «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн — 2 степень медальне, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕсене тивĕçнĕ вăл. Комсомольски районĕнчи Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш чемпионĕ пысăк квалификациллĕ 30 ытла велоăмăртуçа хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче — Олимп вăййисене хутшăннă Вера Андреева, Надежда Пашкова, Универсиада çĕнтерÿçи Ксения Кириллова, Раççей чемпионĕ Ольга Терентьева. Ытларахăшĕ вара ăна тĕнче чемпионĕн, Олимп вăййисен бронза призерĕн Ирина Калентьевăн тренерĕ пек те пĕлет. Пĕтĕм пурнăçне спорта халалланă вăл.

Рио-де-Жанейрора иртекен Олимп вăййисем çывхарнă май спортсменсемпе те нумай ĕçлемелле, ăмăрту хыççăн — ăмăрту, унта хутшăнмалла. Темиçе кунлăха кăна Шупашкара таврăннă хушăра «ЧХ» корреспонденчĕпе курнăçмашкăн вăхăт уйăрма пултарчĕ вăл.

Пултаруллă, хастар

— Владимир Николаевич, тăван тăрăха темиçе кунлăха çеç килнĕ терĕр. Халĕ мĕнле ăмăртăва хатĕрленетĕр?

— Халĕ Олимп вăййи умĕнхи суйлавсем пыраççĕ. Республикăра чухне «Росинка» базăра хатĕрленетпĕр. Нарăс уйăхĕнче Кипрта пултăмăр. Унта пĕчĕк ăмăртусене хутшăнтăмăр. Ун хыççăн Израиле куçрăмăр. Унта Израиль чемпионачĕ иртрĕ. Малалла — Австрали, Швеци, Германи. Çу уйăхĕн вĕçĕччен Шупашкара çаврăнса çитейместпĕр. Тĕнче кубокĕсем, Европа чемпионачĕсем, вакрах ытти ăмăрту чÿк уйăхĕчченех тăсăлать.

— Кампа ĕçлетĕр халĕ?

— Манăн ушкăн пур. 6 хĕр унта. Кашниех пултаруллă та хастар, çирĕп тĕллевлĕ. Пиллĕкĕшĕ Раççей пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ. Вĕсенчен чи маттуртараххи хальлĕхе Ольга Терентьева, вăл пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарать. Пĕлтĕр Испанире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ольга ÿссех пырать, пысăк шанăç кÿрет. Ирина Калентьева çавăн пекчĕ. Халĕ эпĕ уншăн телефон-тренер пек, сĕнÿсем çеç паратăп. Хăй те пултаруллă.

Паянхи тĕп тĕллев — Олимпиадăна хутшăнма путевка выляса илесси. Олимпиадăна 56 çĕршыв хутшăнать. Малти сакăр вырăна йышăнакансем икĕ çын тăратаяççĕ, ыттисем — пĕрер. Халĕ эпир çĕршывран икĕ спортсменшăн çул уçас тесе тăрăшатпăр. Вĕсенчен пĕри — Ирина — хутшăнасси халех паллă, вăл очкосене кирлĕ чухлĕ пухса çитернĕ. Ольга çĕршывшăн иккĕмĕш путевка илессишĕн тăрăшать. Çавăнпах шăпах çак спортсменпа çине тăрса ĕçлетĕп те.

Çапах та пысăк çитĕнÿсем тăватпăр эпир. Раççей — пысăк çĕршыв. Эпир, пĕчĕк республика, Раççейре çеç мар, тĕнчере те малтисен йышĕнче. Пĕлтĕр Калентьева тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш пулнăччĕ. Терентьева та 23 çулчченхи хĕрарăмсен йышĕнче çавăн пек медалех тивĕçрĕ. Çак кăтартусем — эпир аван ĕçленин палли. Пысăк та вăйлă шкулсем Раççейре татах та пур.

— Эппин, маунтинбайк аталанать.

— Спортăн экстремаллă тĕсĕ вăй илсех пырать. Интереслĕ пулмасан никама та нимĕн те кăсăклантармасть. Çынсене хăрушлăх илĕртет. Маунтинбайк та çав йышранах. Ахаль çынна трасса ярăнса тухма çук пек туйăнать, чăрмавсем ытла та пысăк-çке. Сывлăхшăн, пурнăçшăн хăрушă вырăн нумай. Сăртран вĕсем машина пек 140-150 километр хăвăртлăхпа анаççĕ, çÿллĕ вырăнсенчен аялалла миçе метр сикеççĕ, сывлăшра вĕçеççĕ — çаксем пĕтĕмпех илĕртеççĕ те.

Хура мунча

— Эсир — спортăн çак тĕсне пирĕн çĕршыва илсе килекенсенчен пĕри. Мĕнрен пуçланнине ас тăватăр-и?

— Совет Союзĕ арканчĕ, çĕршывра укçа çук. 1993 çул. Эпĕ шăпах çак вăхăтра спортсменсемпе Францире иртекен Тур де Франс шоссе ăмăртăвне кайнăччĕ. Канмалли пĕр кун туссем спортăн çĕнĕ тĕсне курма чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Швеципе Франци чиккинех кайрăмăр. Туллă-сăрлă вырăнсем. Пачах урăх велосипедсем. Пĕтĕмпех интереслĕ. Çав тери килĕшрĕ мана. Нимĕнле машина та çук. Шоссе ăмăртăвĕнчен пачах расна. «Чăвашра аталантарасчĕ» — шухăшлатăп. Хавхаланса кайрăм. Таврăнсан Мускавра кун пирки каласа кăтартрăм. «Буржуйсен тĕсĕ. Питĕ хаклă. Сирĕн Чăвашра тусем те çук», — теççĕ. Анчах сăрт-вар нумай-çке!

Ту çинчи условисене евĕрлекен тĕрлĕ аппарат шухăшласа кăлартăм. Вĕсем пире хатĕрленме пулăшрĕç. Никам та кĕтменччĕ: 1996 çулта Надежда Пашковăпа Олимп вăййине хутшăнтăмăр. Пурте тĕлĕннĕ! Анчах ăнмарĕ. Спортсмен стартрах ÿксе велосипедне çĕмĕрчĕ. Пысăк шанăçпа кайнăччĕ, анчах 16-17-мĕш вырăнсене çеç тивĕçрĕмĕр. Кулянтăм. Пĕтĕмпех пăрахас килчĕ. Америкăна каяс кăмăлăм та пурччĕ. Çакăн пирки Америкăри тусăмсене пĕлтертĕм. Вĕсем 6-7 çын пухăнса мана илсе кайма тесе хăнана та килчĕç.

Ун чухне эпĕ общежитире пурăнаттăм. Хăнана мĕнле кĕртĕп-ха! Вĕсем пирки ректора Лев Куракова пĕлтеретĕп. Вĕсем те мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Хăнасене университетăн профилакторине вырнаçтарма йышăнтăмăр. Аэропорта автобуспах кайрăмăр. Юлташсем вара мăшăрĕсемпех килнĕ. Юлташăм Чак ниçта та мар, эпĕ пурăнакан вырăна илсе кайма хушать. «Эсĕ пирĕн килте пулнă, эпир те сан патна каятпăр», — тет. Пĕчĕк пÿлĕмре пурăннине ăнлантараймастăп. Общежити умне çитрĕмĕр те: «Мĕнле сăпайлă-çке эсĕ, ав вăн мĕн пысăкăш çурт!» — тет тусăм. Çĕршыв тренерĕ пĕчĕк пÿлĕмре пурăннине ĕненме йывăр пулчĕ вĕсене.

Козьмодемьянск çывăхĕнче тусăм пурăнатчĕ. Ялан хăнана чĕнетчĕ. Вăрманта çырла ăнса пулнине калатчĕ. Унта та çитрĕмĕр. Хапăлласах йышăнчĕç. Хура мунчара çăвăнтарнăччĕ. Хăнасем ан вараланччăр тесе улăм сарнăччĕ. Анчах та вĕсем çÿллĕ, тĕреклĕ. Иккĕшĕ — уйрăмах. Пĕтĕмпех хăрăмланса пĕтнĕччĕ. «Мунча вăл — хăрăмпа сĕрĕнмелли вырăн», — тесе кулатчĕ Чак кайран та. Çакна вăл ыттисене те ĕнентересшĕн шÿтлетчĕ вăхăт иртсен те.

Америкăна каймарăм. Тăван çĕршыврах юлас терĕм. Ывăлăма та пăрахаймарăм.

Кашни утăм тумах мĕн тери йывăрччĕ. Эпир çак шая çитессе никам та шанманччĕ. Халĕ акă мĕнле мăнаçлă эпир. Шупашкарта Маунтинбайк центрĕ тăваççĕ. Чăваш Республики ку енĕпе Раççейре малта пырать: эпир — ку тĕсе аталантаракансем, маунтинбайк центрĕ те пирĕн кăна. Диссертаци те ку енĕпе пĕрремĕш хÿтĕленĕ эпĕ, теорипе практика кĕнекисем те пĕрремĕш хатĕрленĕ. Тĕрлĕ аппарат шухăшласа кăлартăм. Ку спорта аталантарассинче манăн тÿпе те пурри савăнтарать.

Юмах та — чăнлăх

— Ют чĕлхесен факультетĕнче вĕреннĕ, анчах пурнăçăра спортпа çыхăнтарнă эсир, çав вăхăтрах — медицинăпа та.

— Тĕлĕнмелле те, чăннипех çапла. Медицина пĕлĕвĕ çук пулин те тĕрлĕ япала шухăшласа кăларса вĕсемпе çынсене сыватнă та. Патент та пĕрре мар илнĕ. Медицина ура çине тăратайманнисене те пулăшнă.

Медицина енне мĕншĕн туртăнтăм-ха? Спортсменсем питĕ нумайăн ÿкетчĕç. Аманатчĕç. Тренировкăсене татма юрамасть-çке. Çавсем валли ятарлă хатĕрсем шухăшласа кăлартăм та. Питĕ ансат пек, анчах — витĕмлĕ. Ыратнине хамăн алăпа та пĕрре мар ирттернĕ. Юлташсем килетчĕç, ыттисене калатчĕç — нумай килекен пулчĕç. Алă ывăнатчĕ. Çавăнпах урăх аппарат шухăшласа кăларма тиврĕ. Унпа ĕçленĕ хыççăн алăпа кăштах çеç çемçететтĕм.

Пултаруллă çамрăксене пĕрремĕш курсра вĕренекенсен хушшинче шыраттăм. Тĕрлĕ факультетран. Хĕлле йĕлтĕрпе кам хытă чупнине сăнаттăм, хам пата чĕнеттĕм. Медицина факультетĕнче Ирина Иванова вĕренетчĕ. Халĕ вăл Испанире пурăнать. Пăхатăп та — лайăх чупать. Чĕнтĕм — килĕшрĕ. Çине тăрса хатĕрлентĕмĕр. Ăмăртăва хутшăнма медосмотр тухмаллаччĕ. Йĕрсе таврăнчĕ. Сколиоз тесе çырса панă. Çав тери хастар, тăрăшуллăччĕ вăл. Медфакра вĕренме те çăмăл мар-çке. Ирхи 5 сехетре тăрса физкультура тăватчĕ, унтан — занятисем, каллех тренировка, лабораторие чупатчĕ, каçхине Етĕрне çулĕ çине тухаттăмăр. Эпĕ — мотоциклпа, вăл — велосипедпа.

Ирăна тÿрлетме шантартăм. Ятарлă аппаратсем шухăшласа кăларма пуçларăм. Канаш районĕнченччĕ вăл, ашшĕ-амăшĕ çукчĕ, тăванĕпе ÿснĕ. Ачаранах йывăр ĕçлеттернĕ ăна, çырмаран шыва витресемпе йăтнă. 13 уйăхра тÿрленчĕ вĕт çурăм шăмми. Калама çеç çăмăл паллах. Ĕçĕ питĕ йывăрччĕ. Тухтăр ĕненесшĕн те пулман. Ирина вырăнне тĕрĕсленме урăх хĕре кĕртнĕ тесе шанмарĕç малтан. Çак япалана ăслăлăх-практика конференцийĕнче каласа кăтартрăм. Хамăр кафедрăра медицина секцинче тухса калаçма сĕнчĕç. Ĕненмерĕç, «юмах калатăн» терĕç. Хама суя вырăнне йышăнни питĕ кÿрентерчĕ. Тухса кайрăм. Кайран шухăшласа илтĕм те Иринăна пĕрле илсе кайма тĕв турăм. Кашни уйăхра туса пынă сăнсене те илтĕмĕр. «Хама хÿтĕлеме килтĕм. Малтан пушă алăпа килсе йăнăш турăм», — пырса кĕтĕм тепĕр хутчен.

Пĕрре тата ашшĕпе амăшĕ университета кафедрăна вуникĕ çулти хĕрне алă çинче йăтса кĕчĕç. Сусăрччĕ вăл. Çурăм шăмми çав тери кукăрăлса пĕтнĕччĕ. Хусана операци тума кайнă вĕсем. Унта вара ачине мана кăтартма сĕннĕ. «Эпĕ тухтăр мар. Мана куншăн хупсах лартаççĕ. Манăн ирĕк çук, эпĕ тренер кăна», — тесе йышăнмарăм. Хĕрача утаймастчĕ те-çке. Пăхма та хăрушăччĕ. Каçхине каллех килчĕç. Тарăхсах калаçрăм. Пăхмарăм та. Кайрĕç. 2-3 кунран каллех килчĕç.

Ăмăртăва хутшăнмалли ятарлă велосипедсем питĕ хаклă. Лайăх ярăнакан виçĕ хĕр тупăнчĕ. Раççей чемпионатне Ижевска каймаллаччĕ, анчах велосипедсем çук. Ниçтан та укçа тупайманнипе çунса çÿретĕп. «Юрать. Виçĕ велосипед кирлĕ. Мускавра тупма пулать», — терĕм хайхисене вĕсенчен хăпас тесе. Эрнерен тупăнчĕç хайхисем. Мĕн тумалла? «Пултараймастăп», — тесе калас килет, анчах сăмаха тымаллах. Нимĕн те тăваймăн. Ĕçе пуçăнмах тиврĕ. Манăн пурнăçри пĕртен-пĕр пысăк çитĕнÿ — çав хĕрачана ура çине тăратрăм. Ирина ятлă вăл. Халĕ Самарта пурăнать, медицинăпа аппаланать, çынсене ура çине тăратассипе пысăк çитĕнÿсем тăвать. Вăл та медицина пĕлĕвĕ илмен. Темĕнле парадокс ку. Манăн та ятарлă пĕлÿ çук-çке.

— Медицина енĕпе çеç ĕçлес темерĕр-и?

— Тус-юлташ та спорта пăрахса хистесех медицинăпа ĕçлеме сĕнчĕ. Бизнес-план та хатĕрленĕччĕ. Патент та пурччĕ. Анчах эпĕ вĕсене итлемерĕм. Велосипедлă пулнă-çке. Медицина пĕлĕвĕ çукки те чарчĕ. Спортра та кирлĕрех пултăм-тăр.

Тăватă çул пысăк кăтартусем пулаймарĕç. Тăваттăмĕш вырăншăн медаль çук-çке. Эпир ĕçлемен пек курăнать кун пек чухне. Эпир вара çичĕ хут тар кăлариччен тăрăшатпăр, курăнмасть кăна. Мĕн кăна тÿсме тивмест-ши! Эпĕ кăкшăмри шапа пек: тапаланатăп-тапаланатăп, хăймаран çу пулать те сиксе тухатăпах.

— Эсир çитсе курман кĕтес юлман та пулĕ. Хăвăра ăçта канлĕрех туятăр?

— Ăçта çуралнă — çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ. Таçта та чĕннĕ мана. Анчах «Росинкăран» лайăхраххи нимĕн те çук.

Владимир Краснов Лондонри Олимп вăййисем умĕн панă интервьюра вăлтапа Атăл хĕррине тухса ларма ĕмĕтленнине вуларăм. Вăхăт тупайнă-ши? Ыйтма та мантăм. Тен, кăçалхи Олимпиада хыççăн пулла тухса ларĕ вăл. Тен, пурăна киле Владимир Николаевичăн медицинăри çĕнĕ ĕçĕсем пирки те илтĕпĕр-ха.

 

Татьяна НАУМОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.