Икĕ ен килĕштерсе ĕçлесшĕн

2 Апр, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Ен делегацийĕ икĕ кун Челябинск облаçĕнче пулнă. Икĕ ен ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелес, çĕнĕ партнерсем тупас ыйтăва сÿтсе явнă.

Республика ертÿçи Челябинск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Борис Дубровскипе тĕл пулнă. Бизнеса аталантарас, çак тытăмри ĕç опычĕпе пĕр-пĕрне паллаштарас ыйтусене сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енри предприятисемпе организацисем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Кĕпĕрнаттăра электротехника промышленноçĕн предприятийĕсем кăсăклантарнă. Михаил Васильевич республикăри организацисемпе предприятисен 20 проценчĕ инноваци продукцине кăларнине, Чăваш Енре агропромышленноç комплексĕ аталаннине палăртнă.

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев облаç онкодиспансерĕн Позитрон эмисси томографи центрĕн ĕçĕпе паллашнă. Михаил Васильевич çак центр Шупашкарта онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусне çĕкленине, сиплев учрежденийĕн ятарлă медицина пулăшăвĕ кÿрессипе çыхăннă хăвачĕ ÿснине кура пушшех интереслине палăртнă.

Чăваш Ен делегацийĕ «Высота 239» заводăн пысăк диаметрлă пăрăхсем кăларакан цехĕнче пулнă. Кунта ĕç пахалăхĕ пысăк, экологие тивĕçтерекен технологисене тĕпе хураççĕ. Пăрăхсемпе Çурçĕрте, çĕр чĕтренекен вырăнсенче, тинĕс тĕпĕнче усă кураççĕ. Цех пуçлăхĕ Андрей Когут каланă тăрăх — предприяти хăвачĕ çулталăкра 600 пин тонна пăрăх туса кăлармалăх.

Делегаци çавăн пекех «Чурилово» агрокомплексра пулнă, теплицăсенче пахчаçимĕç çитĕнтермелли çĕнĕ технологисемпе паллашнă. Агрокомплексра теплицăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 25 гектарпа танлашать, çулталăкра 25 пин тонна пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Производствăна 2012 çултанпа 5 хут пысăклатма пултарнă. Паян кунта томат, хăяр, симĕс культурăсем ÿстереççĕ. Пахчаçимĕç туса илессине технологи тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Пĕр тăваткал метртан 90 килограмм хăяр, 65 килограмм томат туса илеççĕ.

Юлашкинчен икĕ регион ертÿçи Челябинск облаçĕн Правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ социаллă тытăм, суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, культура тата ытти енпе хутшăнса ĕçлеме палăртакан Килĕшĕве алă пуснă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннипе Челябинск облаçĕнче Чăваш Енĕн суту-илÿпе экономика представительствине йĕркелеме йышăннă.

Елена МИХАЙЛОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.