Хăрах çунатпа...

2 Апр, 2016

Элĕк районĕнчи ку инкек пирки «Чăваш хĕрарăмĕнче» çырса пĕлтернĕччĕ. Тури Выла ялĕнче пурăнакан пĕр арçын теприне вĕлерни пирки Элĕк район прокурорĕ Эдуард Теклев хыпарланăччĕ. Нумаях пулмасть редакцие çыру çитрĕ. «ЧХ» вулаканĕ /хăйĕн ятне палăртма хăю çитереймен/ вилнĕ арçын çемйи çинчен хаçатра çырса кăтартма ыйтать. Вĕсем çинчен хăй мĕн пĕлнипе паллаштарать. «Олег паттăрла вилмен, паллах, анчах арăмĕ Альбина çамрăклах тăватă ачапа тăлăха юлнă. Халĕ унăн хăрах çунатлă кайăк пек малалла талпăнмалла, ачисене пурнăç çулĕ çине тăратмалла...» Тури Вылара пурăнакан Альбина Ксенофонтовăпа çывăхарах паллашас тесе эпир те Ураскилтри почта уйрăмне çитрĕмĕр: кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа хĕрарăм почтальонра тăрăшать.

Тăван ялтах...

Ксенофонтовсен тăватă ача. Кĕçĕнни Алеша вунпĕрмĕш класра вĕренет. Амăшĕн чы пысăк пулăшуçи вăл халĕ. Малтан вара ашшĕнчен пĕр утăм та юлман. Хăть те мĕнле пуçарăва та пĕрле явăçнă, çавăнпах мĕнпур ĕç патне алли пырать те. Тракторпа çÿреме те пĕлет вăл. Аслă ачисем пирки те çавнах каламалла. Шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне кил таврашĕнче пулăшмаллине те манман вĕсем. Халĕ виççĕшĕ те Шупашкар, Мускав, Красноярск хулисенчи аслă шкулсен студенчĕсем. Бюджет мелĕпех ăс пухаççĕ.

Олег та, Альбина та нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. 1989 çулта паллашнă вĕсем. Альбина хĕр çумĕ пулса Олегсен ялне тусне качча пама пынă. Çакăнта сăнанă та пикене йĕкĕт. Кĕçех канмалли кунсенче каçсерен Мăн Шĕвĕше çул хывнă. Хĕр малтан — Шупашкарта, унтан Чулхулара вĕреннĕ-çке.

1991 çулта çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Малтанах çамрăксем Чулхула облаçне те кайса пурăннă. Йĕкĕрешсем Андрейпа Артем унта çуралнă. Темиçе çултан кил хуçи тăван ялнех килес тенĕ. Çапла Ксенофонтовсем Тури Вылана таврăннă. Олег кĕçĕнни пулин те тĕп килтен уйрăлса тухнă вĕсем, 1996 çулта çырма урлă йывăç кивĕ пÿрт туяннă. Часах ăна çĕнетес тесе строительство материалĕсем пухма тытăннă.

Çурт хăпартма çăмăл мар. Кăна кашниех пĕлет. Ксенофонтовсем те çĕнĕ пÿрте часах кĕреймен. Малтанах йĕри-таврари хуралтисене хăпартнă. Кайран çеç çурт купалама тытăннă. Юрать-ха патшалăх кăштах пулăшнă тата. Ялта пурăнакан çамрăк специалистсене тивĕçекен çăмăллăха Альбинăпа Олег çемйи те илнĕ. Анчах вăл та çитеймен. Майĕпен-майĕпен 2009 çулта çемье тинех çĕнĕ пÿрте кĕнĕ.

Малтанах мăшăр колхозра тăрăшнă, выльăх усранă. Арçын аякри хуласене те çÿресе курнă. Колхоз аркансан хресчен-фермер хуçалăхĕ те йĕркеленĕ Ксенофонтовсем. Çĕр арендăна илнĕ. Пурăнмалла-çке, ачисене те ÿстермелле. Ашшĕ пурне те аслă пĕлÿ пама ăнтăлнă. Ывăл-хĕрне сăпай та пултаруллă ÿстерме тăрăшнă.

«Ывăл таврăнмасăр ĕçместĕп»

Халĕ те картиш тулли выльăх усраççĕ Ксенофонтовсем. 4 ĕне, вунă ытла пăру. Малтанах вĕсен шучĕ тата пысăкрах пулнă-ха. Лашасем те темиçен тăпăртатса тăнă. Кил хуçи вилнĕ хыççăн урхамахсене сутма, ĕне йышне чакарма тивнĕ.

— Кĕçĕн ывăл нумай пулăшать. Пĕтĕм ĕçе пĕлет. Техникăпа та çÿрет, сварка та тăвать. Водитель профессине алла илме ĕмĕтленет. Выльăхĕсем те ĕçлемелĕх пур-ха. Хăшне-пĕрне сутрăмăр: ĕлкĕреймессĕн туйăнчĕ, ваккат тытма укçи-тенки те кирлĕ пулчĕ. Пĕлтĕр Олег лаççа та шыв кĕртсе панăччĕ. Мана канлĕрех, çăмăлрах пултăр терĕ ĕнтĕ...

Следстви вăраха пычĕ, çур çул ытла тăсăлчĕ, ĕçе судра кăрлач уйăхĕнче çеç пăхса тухрĕç. Сашăна 10 çуллăха хупрĕç. Саккунсем те тĕлĕнтереççĕ. Халĕ упăшка пирки ÿсĕр пулнă теççĕ, район хаçачĕ те çапла çырчĕ. Судья та çавнах калать — тухтăрсен справки çапла. Олег эрех ĕçмен çын пулман-ха, ялти ытти арçын пекех вăл та тепĕр чухне сыпкалатчĕ. Анчах та ун чухне ĕçместчĕ вăл. Андрейăн салтакран таврăнма вăхăт çитнĕччĕ. Пилĕк кун çеç юлнăччĕ. «Ывăл çаврăнса çитиччен ĕçместĕп, вăл килсен уявлăпăр», — тетчĕ, — ассăн сывлать Альбина Апполинариевна.

Пĕлтĕр çулла Ксенофонтовсем трактор валли роторлă косилка туяннă. Ытти ĕç хатĕрĕ те чылай вĕсен: сухапуç, ворошилка, пресс, копалка...

— Хире тухса савăнсах ĕçлетчĕ. Ирхине пиллĕкрех тăрса каятчĕ. Вĕçтерсе çитетчĕ те утă çулмаллине тавăрмаллипе улăштарса çакатчĕ. Утă çулма çĕртмен 13-мĕшĕнче тухрĕ те 19-мĕшĕнче персе пăрахрĕç. Çынсем хăйсен çĕр пайĕсене черет тăрсах çултаратчĕç. 60 соткăна пин тенкĕпех çулатчĕ. Саша 200 тенкĕ ытларах ыйтатчĕ. «Çынсене мĕншĕн мăйран пăвас? Кун пек те çитет. 200 тенкĕпе мала каяс çук», — тетчĕ Олег. Çынсене ăнланатчĕ. Мĕн шухăшланине куçран тÿррĕн калатчĕ тата. Хамăр та çити-çитми пурнăçпа сахал нушаланнă-и? Халĕ çеç кăштах ура çине тăма пуçларăмăр.

Упăшка Саша кумăн тĕп конкуренчĕ пулса тăчĕ-тĕр. Олег пурнăçне татнăскер вăхăтĕнче пирĕн кĕçĕн ывăла тытнăччĕ. Анчах питех хутшăнмастăмăр эпир. Тĕл пулсан алă парса калаçса иртнĕ, анчах хире-хирĕç хăнана çÿремен. Арăмĕпе калаçаттăмăр-ха. Халĕ те сăмах чĕнмесĕр иртместпĕр. Эпир косилка илнишĕнех курайми пулчĕ-тĕр кум. Кăнтăрлах кăмăлсăр калаçнине çынсем илтнĕ. Каçхине акă персе те пăрахнă. Çурăмран пенĕ вĕт-ха... çурăмран... — кулянăвне пытармасть хĕрарăм.

Çула пуçтарăннă май чăваш хĕрарăмĕ çирĕп кăмăллă та вăйлă иккенне, инкекре те хуçăлманнине, малалла тинкерме хевте çитернине çырса кăтартас камăлпа тулнăччĕ. Анчах инкек темĕнле çирĕп кăмăла та аркатать. Çывăх çынна çухатнă хыççăн малалла пурăнма вăй-хал тупма çăмăл мар-тăр. Альбинăн куçĕ халь-халь шывланма хатĕррине кура малалла калаçтарма, иртнине аса илтерсе хĕрарăм чунне тата чĕрмелесе ыраттарма хевте çитереймерĕм. Вăхăт пур сурана та сиплет теççĕ. Редакци машинипе Шупашкара таврăннă май пуçра пĕртен-пĕр шухăш явăнчĕ. «Тури Вылара çын пурнăçне вак-тĕвекшĕнех татнă» тенине çула тухичченех илтнĕччĕ-ха. Чăнласах çав 200 тенке пула вĕçленнĕ-ши ĕçчен арçыннăн ĕмĕрĕ? Питĕ шел... Укçа вăй илсе пыракан тĕнчере чун валли вырăн сахаллансах пырать...

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.