Кушак вырăнне — чĕрĕп

2 Апр, 2016

Ĕçтешĕмсен хушшинче качча кайманни — эпĕ кăна. Ытти уйрăмра çамрăксем татах та пур-ха, анчах манпа пĕрле хĕрĕх урлă каçнисем ĕçлеççĕ. Пĕр енчен кăсăклă та вĕсемпе: темĕн те пĕлеççĕ, хăть те хăçан та сĕнÿ-канаш тупăнать упăшкаллăскерсен. Уйрăмах пĕр-пĕр каччăпа тĕлпулăва пуçтарăнсан кашни пиллет. Тепĕр енчен тинкене кăлараççĕ пуль — çине тăрсах качча тухма сĕнеççĕ, «ватă хĕр» ята илтесрен шикленеççĕ. Эпĕ вара васкамастăп-ха. Çирĕм пиллĕкре çеç-çке — пĕтĕм пурнăçăм малашлăхра.

Тепĕр тесен, ăçта васкамалла? Халĕ эпĕ хама ирĕккĕн пурăнатăп. Çиес килет — пĕçеретĕп, канас тесен — выртатăп. Куншăн упăшка та кÿренмест, хуняма та кăмăлсăрланмасть. Паллах, ĕмĕре пĕччен ирттерме çук. Кайăк та йăва çавăрса чĕпĕ кăларать. Çемьере туслă пурăннипе нимĕн те танлашаймĕ. Анчах качча тухни килĕшÿпе çураçура пурăнасса та çирĕплетмест-ха. Темшĕн-çке малтан çемçе кушак пулнăскерсем те мăшăрлансан чĕрĕпе çаврăнаççĕ.

Акă мана качча тухма хистекен ĕçтешĕмсенех илер. Вĕсем те юратсах пĕрлешнĕ, анчах халĕ килĕнче кашнин хăйĕн «вăрçă». Пĕри çирĕм çула яхăн пĕрле пурăнса мăшăрне хура нускине ăçта хумаллине вĕрентсе çитереймен, теприн апат çиме телевизор умне вырнаçать. Киревсĕр йăлапах танлаштармалла кăна. Апатланма уйрăм пÿлĕм те, сĕтел те пур, мĕншĕн тĕпретсе çÿремелле? Кун пек йăла мана та вĕчĕрхентерĕччĕ.

Верук, сăмахран, упăшкине шанмасть. Ăна кĕвĕçнĕренех мĕн чухлĕ вĕчĕрхенмест пуль. Мăшăрĕ килне час таврăнманнине, телефонпа вăрттăн калаçнине каласа мĕн чухлĕ йĕмест пуль! Эпир — итлекеннисем, лăплантараканĕсем. Мăшăрĕн ялан пĕр хурав: ĕçре те ĕçпе.

Таньăн вара аякри хулана ĕçлеме çÿрет. Таврăнсан эр­ни-эрнипе урăлмасть. Кун пеккипе мĕн тумалла тет тата?

Нинăн хыткукар. Чăннипех те хытă. Хăйĕнне хĕсни çитмест, арăмĕнне те шутлама хăтланать тата. Çĕнĕ кĕпе туянсан та хакне кăларса кăтартма тивет имĕш. Çине-çинех мĕн те пулин илсе тăхăн-ха — кăшласа ярать. Çавăнпах тĕрлĕ крема та Нина вăрттăн туянать, хăшне-пĕрне ĕçрех упрать. Вăт сана камит — чиперрине юратаççĕ арçынсем, анчах капăрланма ирĕк памаççĕ!

Ленăн апат тиркет. Мĕн таран тутлă апат-çимĕç хатĕрлет арăмĕ, пире те час-часах хăналать. Упăшки пур тутине пăрать. Иртĕхнĕ-ши? Мăшăрĕ пĕçернине кура йĕкĕлтет-ши? Лена арçыннăн ку йăла авланичченех пулнине калать. Анчах çакă вăхăт иртнĕ май иртессе шаннă иккен вăл.

Машăн хĕрĕхе çитет пулин те канмалли кунсенче тусĕсемпе каçхи клубсене çÿрет. Ташласси килет имĕш. Ниепле те тытса чараймасть ăна Маша. Уйрăлма та тытăнчĕ — ачине хĕрхенчĕ. Пепке чирленĕ хушăра упăшка савăнма тухса утни хăть те мĕнле вăйлă хĕрарăма та кÿрентерĕ. Камăн хăйне хисеплеттерес килмĕ?

Вальăн вара... алă çĕклет. Мăнтарăн ĕçе те чĕрмĕк питпе килет хушăран.

Пурин упăшки çинчен те пайăррăн каласа та пĕтереймĕн. Пĕрин савмасть, теприн пушмаккине çуса лартмасть, ачисемпе вылямасть, тăванĕсемпе хутшăнмасть... Кашни ĕçтешĕм мĕнпе те пулин кăмăлсăрланатех. Вĕсене итленĕ май хушăран качча тухас ĕмĕтĕм вуçех пăчланать. Принцсем çуккине пĕлетĕп-ха, анчах лайăх савни тупас килет-çке. Тепĕр чухне çак ĕмĕтĕм те тÿпери çăлтăр пек туйăнать. Çук-шим идеал шайне çывхараканни? Чăн таса туйăмпа савса килĕштерсе пурăнас килет-çке.

АННА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.