Шăнкăрав янăрамасан та шкул тунсăхламасть
Республикăри шкулсенче çуркуннехи каникул пырать. Ача-пăча кану вăхăтне сывлăхшăн тата аталанушăн усăллă ирттертĕр тесе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пур учрежденире те асăннă тапхăрта мероприятисем йĕркелеççĕ. Вĕренекенсем кружоксене, спорт секцийĕсене, вĕренÿ предмечĕсемпе пулакан консультацисене çÿреççĕ. Уроксенчен пушă тапхăрта тĕрлĕ шайри ăмăртусем, конкурссем те йышлă.
Акă, тĕслĕхрен, çак кунсенче Вăрнарти каток çинче тата Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче хоккей енĕпе республикăри «Надежда» турнирăн зона ăмăртăвĕсем иртрĕç. Çĕрпÿ хулинче пуш уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче ача çурчĕсемпе интернатсен воспитанникĕсен командисем футболла выляса тупăшрĕç. Шуршăлта вара çак кунсенче çамрăксен Николаев вулавĕсем пыраççĕ. Ку проект çамрăк космонавтсене тăххăрмĕш хут пĕрле пухать. Ачасем хăйсем хатĕрленĕ проектсене хÿтĕлеççĕ. Вĕренекенсене хăйсем пурăнакан вырăнта тавралăх илемне упрама, патриот пулма хăнăхтарасси — шкул тĕллевĕсен шутĕнче.
Шупашкарти шкулсемпе хушма вĕренÿ центрĕсем каникул кунĕсем тĕлне анлă программăсем хатĕрленĕ. Йăлана кĕнĕ ĕç-пуçсăр пуçне — «Ача-пăча вĕренÿ туризмĕ» программа картинче вĕренекенсене тĕрлĕ музейпа паллаштарасси.
Янăшри «юмах тĕнчи»
Пин хут илтиччен пĕрре курма сĕнеççĕ-и-ха? Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕ çинчен республикăра пурнăкансенчен чылайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Чăваш Енри яллă вырăнта çĕкленĕ чи пысăк та хăтлă пĕлÿ çурчĕ вăл. Таврари мĕнпур ачана хăйĕн хутлăхне йыхравлакан шкулта пулса курма тÿр килменччĕ — çурхи каникулăн пĕр кунне вĕренекенсемпе, кунти ĕçченсемпе юнашар ирттерме май килнĕшĕн чăннипех хĕпĕртерĕмĕр.
Тĕрĕссипе, вырăнти ял тăрăхĕшĕн ку учреждени пĕлтерĕшĕ «шкул» ăнлавран чылай анлăрах. Хăйнеевĕр комплекс шкула, ача садне, спорт çуртне пĕрлештерет. Çавăнпа вăл вырăнти халăхшăн социокультура тата спорт центрĕ шутланать: каçкÿлĕм спортзала çитĕннисем йышăнаççĕ.
Шкул ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Инга Никитина каласа кăтартнă тăрăх, 165 вĕренÿ вырăнĕлĕх çуртра паян 110 ача пĕлÿ пухать, садикри икĕ ушкăна 41 ача çÿрет. Шкул ачисем таврари — 16, шкул ÿсĕмне çитменнисем 9 ялтан пухăнаççĕ. Вĕсене ятарлă автобуссемпе илсе çÿреççĕ.
Капмар та илемлĕ шкулта пĕрремĕш хут пулаканшăн çухалса каясси те инçе мар. Ирина Васильева завуч пирĕншĕн, журналистсен ушкăнĕшĕн, «экскурсовод» пулма килĕшрĕ. Паллашăва чи кĕçĕннисенчен — садик ачисенчен — пуçлама кăмăл турăмăр. 2-6 çулсенчи ачасем чĕвĕлтетни тыткăнларĕ. Елена Алексеева воспитатель пĕчĕкскерсене выляттарнă хушăрах пĕлĕве тарăнлатакан калаçусем ирттерет. «Çав тери кăмăллă эпир çак садик уçăлнипе. Ăшă, илемлĕ кунта, апата пахалăхлă хатĕрлеççĕ. Елена Геннадьевна кашни ача кăмăлнех тупма пĕлет. Ывăлăм Артем иккĕре кăна пулин те пур саспаллине те паллать, юрлама, ташă хусканăвĕсене килĕшÿллĕ тума хăнăхрĕ. Пирĕн ачасем юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать», — чунне уçмасăр чăтаймасть Артем Соловьевăн амăшĕ Людмила, пилĕк уйăхри иккĕмĕш ачипе декретра лараканскер.
Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ыйту паянхи кун — çивĕч. Çавăнпах çĕнĕ шкула никĕсленĕ чухне вĕренекенсен ÿт-пĕвне пиçĕхтересси çинчен тĕплĕ шухăшлани сисĕнет. Спорт залĕнче баскетболла, волейболла, мини-футболла выляма май пур. Иккĕмĕшĕ — тренажер залĕ. Пĕрремĕшĕнче Янăшсемпе Чăрăшкассисен тата Кÿкеçри лицей вĕренекенĕсен баскетбол командисем юлташла матч ирттеретчĕç. Тупăшу хĕрсех пынă самантра калаçма вăхăт çук пулин те ăмăртакансенчен пĕри Вадим Карпов хăйсем спортзала кану вăхăтĕнче те чун туртнипех килнине палăртрĕ. Çакă, паллах, секцие çÿрекенсене вĕсен тренерĕ Андрей Пономарев интереслентерме пĕлнипе çыхăннă. РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ хатĕрленипе Янăшсем республика шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртура малти вырăн тăтăш йышăнаççĕ.
Тренажер залĕнче тăрăшсах хусканусем тăвакан йышра ял çыннисем те пур. Ахăртнех, чи хастаррисем кусем. Виталий Зайцев эрнере виçĕ кун — арçынсем, виçĕ кун хĕрарăмсем волейболла выляма çÿрени пирки пĕлтерчĕ. Тренажер залĕ те каçченех пушанмасть-мĕн. «Шкултан инçе мар пурăнатăп та — пушă самант тупăнсанах çакăнта килетĕп. «Хускану — пурнăç» тени тĕрĕсех, кăштах ал-урана, хул-çурăма выляткаласан кăмăл лайăхланать», — терĕ Виталий Иванович хăй мăнукĕсенчен юласшăн маррине шÿтлĕн палăртса.
Шывра — пулă, сцена çинче артист пек
Ялти шкулта — бассейн. Кун пекки çинчен хальлĕхе республикăри вĕренÿ организацийĕсенчен чылайăшĕ ĕмĕтленме кăна пултарать-ха. Янăшсене вара ăмсанмасăр епле чăтăн? Шкул районти пĕлÿ паракан ресурс центрĕ шутланать, çавна май ишев занятийĕсене ачасене районти 9 шкултан илсе çÿреççĕ. Вĕсене йĕркелесе ирттерме тренерсене Шупашкар районĕн «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнчен те явăçтараççĕ. Ишев секцийĕнче — 41 ача. Ÿсĕмне тата ишес хăнăхăвне кура вĕсем е пысăк, е пĕчĕк зала çÿреççĕ. Иккĕшĕнче те шыв ăшă, таса, санитари нормисене пăхăнни тÿрех курăнать.
— Шывра ишни çитĕнекен организмшăн еплерех усăллине пурте аван пĕлетпĕр. Çавăнпах бассейна вĕренекенсем хаваспах çÿреççĕ. Ачисем аталанса пынине кура ашшĕ-амăшĕ те питĕ кăмăллă, — терĕ Кăшавăш шкулĕнчи ачасемпе заняти ирттерекен Александр Матьянов тренер.
Бассейнри ачасен пултарулăхĕпе киленсе тухнă хыççăн пирĕн «экскурси» акт залĕнче малалла тăсăлчĕ. Янăш шкулĕнче таврапĕлÿ кружокĕ чылай çул аван ĕçлесе пырать. Унта çÿрекенсем хăйсен ертÿçипе Вера Васильевăпа, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе, топонимсем, микротопонимсем пухса пичете хатĕрленĕ. Вырăнти паллă çынсем, ял тата хуçалăх историйĕ çинчен материалсем пуянлансах пыраççĕ. Мĕн пухни-тĕпчени шкулти таврапĕлÿ музейĕнче упранать. Вырăнти пĕр халап сюжечĕпе кружокçăсем «Хĕр утравĕ» постановка хатĕрленĕ, унпа пире те паллаштарчĕç. Ачасем чăн-чăн артистсем пек выляни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. «Тăван çĕршыва юратасси çын хăйĕн çуралнă кĕтесне юратнинчен пуçланать. Çамрăк таврапĕлÿçĕсен кружокне çак тĕллевпе тытса пыратпăр та», — терĕ Вера Энгельсовна.
Янăш шкулĕнче вĕренекенсем каникула мĕнле ирттернипе паллашнă хыççăн, паллах, кашни шкултах çавăн пек ÿкерчĕк курас килет. Анчах тĕрлĕ пĕлÿ çуртĕнче — майсем тĕрлĕрен. Телее, лару-тăру лайăх енне улшăнас шанчăк пур: республикăра çитес вунăçуллăхра хальхи вăхăт ыйтакан шкулсем тăвассипе çыхăннă проект хута кайрĕ. Çак кунсенче унпа килĕшÿллĕн хăтлакан пĕрремĕш объект — Шупашкарти Гладков микрорайонĕнчи шкул — строительствине пуçарчĕç. Ăна çулталăк вĕçленнĕ тĕле туса пĕтерме палăртнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне Комсомольски районĕнчи Элпуçсем те çĕнĕ капмар шкулта кĕтсе илĕç.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать