Халăхшăн тăрăшса пуçлăхсене йăлăхтарсах çитерет

1 Апр, 2016

Тутарстанри Элмет районĕ туллă та сăртлă, çапах нумай вăрманлă тăрăхра вырнаçнă пулсан Чăваш Сиреньел ялĕ вара уй-хирлĕ те юханшыв таврашĕнче тĕпленнĕ.

Паян та тав тăваççĕ

Халап-юмах тарăх, XVII ĕмĕрте виçĕ старик хăйсем валли пурăнмашкăн вырăн шыраса çÿренĕ. Сирень ятлине пысăках мар вăрманлă, юханшывлă та тикĕс вырăн килĕшнĕ. Çапла Сиреньел ялĕ пулса кайнă. Çак хитре вырăна чăвашсем те куç хывнă имĕш. Пурăнма пуçланă. Пĕчĕк йывăç çуртсем лартнă. Йĕри-тавра ирĕклĕ вырăн çителĕклĕ пулнă тырпул туса илме пуçланă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ.

Чăваш Сиреньелсем хитре те пуян вырăнта киленсе пурăнма тивĕçнишĕн паян та Сирене тав тăваççĕ. Ваттисен кунĕнче ăна та асăнмасăр хăвармаççĕ. Ун ячĕпе ятарласа икерчĕ пĕçереççĕ. Сирень старик вĕсене яланах пулăшса тăнине туяççĕ.

Ял çыннисем кăмăллă

Тăватçĕр ытла çын пурăнакан ялта халăхшăн пĕтĕм услови пур. Чăваш Сиреньелĕнче вăтам пĕлÿ паракан икĕ хутлă шкул илемлĕн ларать, культурăпа çыхăннă мероприятисем ирттермешкĕн культура çурчĕ пур, тăван чĕлхепе вулас текенсемшĕн ял библиотеки те пуян, "Çăлкуç" культурăпа информаци центрĕ, сывлăха тĕрĕслеме ял çыннисем ФАПа çÿреççĕ. Çыхăну уйрăмĕ те çывăхрах, пĕчĕк ачасем валли пĕр çемье садик уçнă. Çак учрежденисене тытса, урăхла каласан, çул уçса, аталантарса пыраканĕ — ял тăрăхĕн администрацийĕ. Тĕрĕссипе, унăн пуçлăхĕ.

Улшăну нумай

Юлашки 10 çула илес-тĕк, Чăваш Сиреньелте пысăк улшăнусем пулнă. 2006 çул вĕçĕнче Сиреньел ял тăрăхне ертсе пыма Галина Кузьминана шаннă. Вăл пуçлăха ларнăранпа ял çыннисемшĕн канăç çухалнă. Ял тăрăхĕнчи мĕнпур учреждени хастарĕсем çанă тавăрса ĕçлеме пуçланă. Чи малтан тавралăха, яла тирпей кĕртессинчен пуçланă. Çырма-çатрана, масарсен таврашне çÿп-çапран тасатнă. Ял урамĕсенче ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă.

Юлашки çулсенче республика программисем ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсем ялсене çĕнетме нумай пулăшаççĕ. Çавсемпе усă курса шкул автобусне çÿретмешкĕн çул сарнă, ялта тротуар тунă, ФАП тата шкул çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Шкул çулне çитменнисене садикпа тивĕçтерес шутпа çемье ача садне уçнă. Хальхи вăхăтра унта — 11 ача.

Ял çыннисем пĕрре те кичем пурăнмаççĕ, ватти те, вĕтти те культурăпа çыхăннă мероприятисене хутшăнать. Календарь тăрăх пыраканнисемсĕр пуçне чăвашлăха аталантараканни те нумай.

Нарспи те пулăшать

Чăваш Сиреньел ялне Сирень çеç мар, Нарспи те пулăшать пулĕ. "Хăш енчен Нарспи? Вăл ку енчисем мар вĕт-ха" — шухăшлĕ хăшĕ-пĕри. Пулăшать, пулăшать... Чăваш Сиреньел ялĕн "Нарспи" фольклор ушкăнĕ халăха чăваш юрри-ташшипе савăнтарса пурăнать. Ял варринче тапса тăракан çăлкуç та "Нарспи" ятлă. Çăлкуç шывĕ сарлака юханшыв пулса ял варрипе юхса иртет. Пысăк парк та пур.

Çакăн пек пысăк ĕçе ял халăхĕн тата район бюджечĕн укçи-тенкипе кăна пурнăçлаймастăн. Кунта, паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тăрăшнипе, тен, "Нарспи" вăй панипе, спонсорсем те пулăшаççĕ. Уйрăмах, нефтяниксен, ял канашĕн депутачĕсен витĕмĕ пысăк. Галина Николаевна каланă тăрăх, парк тума кăна 15 миллион тенкĕ кайнă. Ĕçе пуçараканĕ тата пысăк пулăшу параканĕ çак ялта çуралса ÿснĕ Петр Игнатьев депутат.

Халăх ĕçсĕр лармасть

Элмет районĕ — нефть районĕ. Хула та çывăх. Çавăнпа ял çыннисем ĕç çуккипе аптăрамаççĕ, çамрăксем валли хулара та, таврари нефть компанийĕсенче те ĕç пур. Çĕр ĕçне те пăрахман-ха Сиреньелсем, тырпул ÿстерсе пысăк тухăç илеççĕ. Шел те, ферма çинчен кунта маннă. Мăйракаллă шултра выльăх тытакан фермăсене ку тăрăхра тахçанах пĕтернĕ. Ял халăхĕ те ĕне усрама пăрахнă. Пĕтĕм ялĕпе те вунă ĕнерен ытла мар.

Савăнаççĕ те, нушаланаççĕ те

Чăваш Сиреньел ялĕн варрипе аслă çул иртет. Çак çула тунă чухне ял халăхĕ калама çук хытă савăннă. Ара, унччен вĕсен асфальт çул пулман та-ха. Çитменнине, хулана тата ытти яла каякан автобуссем те ял витĕрех иртеççĕ. Килтен тух та — ларса кай. Çук, савăнăç нумая пыман — çынсем паянхи кун та тарăхаççĕ. Çул хĕрринче пурăнакансен çурчĕсем кашни машина иртсе каймассерен чĕтресе тăраççĕ. Пÿртри шкапри савăтсем кăнтăрла та, çĕрле те "ташлаççĕ". Турă кĕтессинчи турăшсем те ÿкеççĕ. Çул урлă выльăхсем каçаймаççĕ. Кĕтĕве яма та питĕ хĕн. Çынсене каçса çÿреме те инкеклĕ. Хитре те хăтлă ялăн пĕр нуша — аслă çул пурри.

Чăн-чăн пуçлăх

Тутарстанри тĕрлĕ ялта пулнă, нумай ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, вĕсем çинчен çырнă. Анчах Чăваш Сиреньелти Галина Кузьмина пекки — сахал. Галина Николаевна — вут та пăрăç. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан ăна вĕçне çитермесĕр лăпланмасть. Район пуçлăхĕсене йăлăхтарса çитерет, çапах халăха кирлине туса пĕтерме тăрăшать. Çÿлтисем вара ĕç вĕçленсен пырсах мухтаççĕ. Вăл хăйшĕн мар, ял халăхĕшĕн чунне парать.

Галина Николаевна Çарăмсан районĕнчи Акрель ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çак яла 24 çул каялла Кузьминсен çемйине качча килнĕ те ялта пурăнман тесен те юрать. Хулана тухса кайнă. Мăшăрĕ Иван тата хĕрĕсем халĕ те хулара пурăнаççĕ-ха. Галина Николаевна вара кунта ĕçлеме пуçланăранпа ялти пĕр çуртра пĕчченех пурăнать. Çемье канмалли кунсенче çеç тĕл пулать. "Манăн килте ларма та, тунсăхлама та вăхăт çук, эпĕ ялан çынсен хушшинче. Ĕç халĕ те нумай-ха, çитес вĕренÿ çулĕ тĕлне ача сачĕ уçмалла, ун патне çул илсе çитермелле", — тет вăл.

Çапла, пуçлăхран нумай килет. Вăл яла, хăй ĕçне юратать, халăх вара ăна сума сăвать, хисеплет, вăл каланине итлет. Мĕнех, çак ялтан тĕслĕх илмелли сахал мар.

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.