Çăмăл меслетпе
Хăвăрт ÿсекен сивве чăтăмлă пахчаçимĕçе е ешĕл çимĕçе ытлашши чăрманмасăр /килте калча акса тумасăрах/ ÿстересси пачах та кăткăс мар.
Çуркунне чи малтан акмалли лаптăк çÿллĕрех вырăнта, хĕвел лайăх ÿкекен çĕрте пулмалла. Çак лаптăка кĕркунне кăпкалатмалла мар. Сухаламан ана нÿрĕк сахалрах çăтать, çуркунне хăвăртрах пулса çитет.
Юр ирĕлсе пĕтсенех йăрансене полиэтилен пленкăпа витĕр. Çакă çĕре хăвăртрах ăшăнма май парать. Унтан çĕрнĕ тислĕк е минераллă удобрени сапса çĕре чавмалла, йăрансене акма хатĕрлемелле.
Хăвăрт шăтса тухмашкăн вăрлăха та хатĕрлемелле. Ăна акиччен лайăх ислетмелле е кăштах «сăмсалантармалла». Укропа, петрушкăна, кишĕре, сухана «сăмсалантарма» юрать.
Вăрлăха йĕпе пусма таткипе чĕркесе ăшă çĕре пĕр-икĕ талăка хумалла. Акас умĕн ăна типшĕнтермелле: йĕпе вăрă çыпçăнчăк, акма кансĕртерех. Пачах ислентермесĕр аксассăн вăрлăх 3-4 кун каярах шăтса тухать.
Акнă йăрана пленкăпа витмелле. Калча шăтма пуçласанах ăна илмелле. Унсăрăн, пленка айĕнче çамрăк ÿсен-тăран хĕвел пĕçертнипе пĕтме те пултарать.
Çамрăк калча каçсерен сивĕпе аптрасран йăран çийĕн çÿллĕ мар çурма ункăсем лартса тухмалла та çиелтен лутрасилпа витмелле. Ирсерен виткĕçе уçма юрать.
Çакнашкал ансат меслет витаминлă чĕрĕ апата 7-10 кун маларах туса илме май парать.
Çуркунне, акмалли лаптăка хăвăртрах ăшăтмашкăн юра кĕреçепе сирмелле. Унта кăштах кĕл сапсассăн юр хăвăрт ирĕлет çеç мар, йăрансем тутлăхлă япаласемпе те пуянланĕç.
Комментировать