Кушак çурине сиплемелле

31 Мар, 2016

Килсĕр кушак çурине хĕрхенсе кĕртрĕм. Йăрăскер вăл, анчах питĕ нумай çиет, хырăмĕ сĕре кÿпĕнсе тăрать. Кÿршĕм: «Кушак çури шĕвĕрĕлченлĕ пулас», — терĕ. Çак киревсĕр япала çурана епле лекнĕ тата ăна мĕнле сиплемелле-ши?

Татьяна АРХИПОВА.

Етĕрне хули.

Кушак çури йăрă пулни аван, анчах та ăна сиплемеллех. Килсĕр-çуртсăр йытă-кушаксене пурне те тенĕ пекех шĕвĕрĕлчен аптратать. Çура çисе тăранайманни, хырăмĕ кÿпĕнсе тăни шăпах çак амак палли пулма пултарать те. Паллах, выльăха ветеринара кăтартни вырăнлă. Анализ илсе тĕрĕс диагноз палăртма пулать. Хăвăр тĕллĕн сиплени те пăсмасть. Маларах каларăмăр, урамри йыт-кушак тĕрлĕ паразитпа чирлетех.

Кушак çурине шĕвĕрĕлчен çăмарти чирлĕ амăшĕнчен çăвăрланă, ĕмĕртнĕ чухне ерме пултарать. Пĕчĕк çурана кун пек чухне 3 эрнене çитсенех сиплеме юрать. Ветеринари аптекисенче, лавккисенче кушак çури валли хатĕрленĕ ятарлă суспензисем сутаççĕ. Вĕсене çура ÿсĕмне, виçине кура мĕн чухлĕ памаллине инструкцире кăтартнă. Ăна çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Суспензие йĕпсĕр шприцпа çуран çăварне, чĕлхине пусса карланкă тĕлнелле, тÿрех çăтмалла яма тăрăшмалла. Янă хыççăн мăйне аялалла шăлмалла. Икĕ эрнерен суспензие тепĕр хутчен памалла. Мĕншĕн тесен çак вăхăтра выльăх ăшне лекнĕ çăмартаран шĕвĕрĕлчен тухса аталанма ĕлкĕрет. Йăлтах тасалмашкăн икĕ хутчен ĕçтермелле.

Этемпе пĕр пÿртре пурăннине кура кушак сывă та таса пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Урама тухса çÿрекен кушака шĕвĕрĕлченрен кашни 3-4 уйăхра пĕрре профилактика тĕлĕшпе эмел памалла. Çура ÿснĕçемĕн ăна эмеллемелли меслет те улшăнать. Таблетка е урăх йышши эмел пама пулать.

Кушака пыйтăран тата сикекен пăрçаран та сиплемелле. Ку йышши паразитсенчен хăтăлма ятарлă шампуньсем пулăшаççĕ. «Барсик» препаратпа хăлха хыçĕнчен пуçласа мăйне, çурăм шăмми çийĕн йĕтес шăмминчен иртиччен сĕрни аван сиплет. Çак препарата пыйтă е пăрçа пулни палăрсан, е профилактика тĕлĕшпе çулталăкне 3-4 хутчен сĕрме юрать. Çуллахи-кĕркуннехи вăхăтра пыйтă уйрăмах вăйлă ĕрчет. Препарат чĕрчуна 2-3 уйăх хÿтĕлет.

Кушак шĕвĕрĕлченĕ этеме ерет-и? Пурте мар, анчах хăшĕ-пĕри этеме те аптратма пултарать. Çавăнпа килти выльăх-чĕрлĕхе, кушака кăна та мар, кĕркуннепе çуркунне профилактика тĕлĕшĕпе эмеллени пĕлтерĕшлĕ. Килте ачасем пулсан вĕсен те, хуçан та çулталăкне пĕр хутчен харăссăн сипленни аван.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.