Акари ыйхă - авăнри хуйхă
Çанталăк çур енне кайрĕ, эппин ака-суха ĕçĕ те инçех мар. Çавна май агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен пĕр-пĕринпе калаçмалли, сÿтсе явмалли пурах ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере вĕсем шăпах çак тĕллевпе Етĕрне районне республикăри семинар-канашлăва пухăнчĕç. Малтанах «Ядринмолоко» ОАОра, В. И. Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша заводĕнче пулса курчĕç, предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Ăратлă лаша завочĕн техника паркĕнче «Кировец» К-744Р2 хăватлă трактор уççине Вăрмар районĕнчи Геннадий Ямуков фермера савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Хурçă ут çулталăкра 5000 га çĕре хатĕрлесе акма пултарать. Чăн-чăн улăп тейĕн! РФ Правительствин йышăнăвĕ тăрăх ял хуçалăх предприятийĕсене субсидипе тивĕçтермелли йĕркене пăхăнса Питĕрти трактор завочĕ «Кировеца» 25 процент чакарса сутать. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемшĕн унăн хакĕ 5,7 млн тенкĕпе танлашать. Çакă ют çĕршывра кăларнисенчен икĕ хут йÿнĕрех.
Семинар-канашлу районти культура çуртĕнче иртрĕ. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.
Сергей Геннадьевич ял хуçалăхĕнчи паянхи çивĕч ыйтусене палăртрĕ: усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, кадрсем çитменни тата кредит илес ĕç кăткăсланни канăçсăрлантарать аграрисене. «Вĕренÿ заведенийĕсенче çулсерен чылай студент пĕлÿ илет. Вĕсенчен 25 проценчĕ кăна ĕçе вырнаçать, çак шутран 15 проценчĕ çеç - ял хуçалăхне. Хуçалăх ертÿçисем специалистсем çитменнине час-часах палăртаççĕ», - терĕ министр. Çавăн пекех усă курман çĕрсен лаптăкне тупса палăртас ĕç те уçăмлă пулманнине пĕлтерчĕ вăл. Сăмахран, Канаш районĕнче. Ял хуçалăхĕн малтанхи çыравĕнче çĕр лаптăкне тĕрĕс мар кăтартнă имĕш. Çавăнпа кăтарту халĕ иккĕллĕ. Умра - тепĕр çырав. Ку тĕлĕшпе пурин те тăрăшса ĕçлемеллине çирĕплетрĕ Сергей Артамонов.
Ака-суха ĕçĕсене ирттерме ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен пулăшмаллине пĕлтерчĕ министр. Усă курман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртме хушма çунтармалли-сĕрмелли материал кирлĕ. Çавăн пекех техникăна та йывăр тиев лекет. Кĕрхи культурăсем епле хĕл каçнине кура хушма вăрлăх та кирлĕ пулĕ.
Çуракие хатĕрленсе ирттерес ĕç-хĕлпе ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Николай Якимов паллаштарчĕ.
Ака-сухана кăçал 580 пин га лаптăк çинче ирттермелле: тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем - 50,6, пахчаçимĕç - 0,8, выльăх апачлĕх культурăсем - 40,2, çĕрулми - 5,9, техника культурисем - 2,4 процент. Кĕрхисене 82,5 пин гектар çине акса хăварнă. Ку енĕпе Елчĕк, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Элĕк, Улатăр районĕсем тăрăшса ĕçленĕ.
Хĕрÿ тапхăра ирттерме тракторсен 86 проценчĕ хатĕр. Çавăн пекех ĕççи вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхне, ĕç йĕркине пăхăнмалла. Ертÿçĕсен ĕçченсемпе инструктаж ирттермелле.
«Ака-сухаччен вăхăт нумай юлмарĕ. Хуçалăх, район, республика, çĕршыв тулăх пурнăçĕ эпир çуракинче еплерех вăй хунинчен килет, - терĕ Сергей Артамонов. - Çавăнпа та тыр-пула пухса кĕртнĕ май кĕркунне намăс курас мар тесе халех тăрăшмалла».
Чăн та, «ака уйăхĕнчи ыйхă - авăн уйăхĕнчи хуйхă» тени тÿрре тухмасть-и? Акара пилĕк авсан вырмара пысăк тухăçпа савăнасси куçкĕретех.
Валентина ПЕТРОВА.
Районсем |
Вăрлăх хатĕрленĕ тонна |
Вăрлăх хатĕрленĕ % |
Кондицие ларнă вăрлăх % |
Минерал удобренийĕ хатĕрленĕ тонна |
Звено ĕçленĕ |
Улатăр
Элĕк
Патăрьел
Вăрнар
Йĕпреç
Канаш
Куславкка
Комсомольски
Красноармейски
Хĕрлĕ Чутай
Сĕнтĕрвăрри
Муркаш
Пăрачкав
Вăрмар
Çĕрпÿ
Шупашкар
Шăмăршă
Çĕмĕрле
Етĕрне
Елчĕк
Тăвай
Республикипе
|
2530 2060 4044 2889 1438 2948 1865 2763 2474 807 1069 2472 2391 2459 3252 2331 2046 415 2474 4118 2402 49247 |
100 107 107 100 101 105 100 100 110 101 100 100 100 100 101 100 102 104 100 104 104 102 |
91 93 99 91 97 75 89 93 85 86 94 82 93 91 83 79 90 83 89 93 88 89 |
134
270,8
376,6
961,6
198,2
166,6
204,9
596,4
482,6
92,9
186,7
170,5
355,7
220,7
661,8
467,6
31,1
53
436,9
955,8
80,1
7104,5
|
4 1 1 5 2 2 3 0 3 1 1 5 5 8 5 5 5 1 5 5 5 72 |
Комментировать