«Чĕнтĕрлĕ чаршав» çĕнтерÿçисем

31 Мар, 2016

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурса пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Кăçал артистсене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чысланă. Унта артистсемпе режиссерсем кăна мар, куракансем те хутшăннă.

Лауреатсене çичĕ номинацире палăртнă. «Спектакльти чи лайăх музыка» номинацире Чăваш патшалăх пукане театрĕн сцени çине тухнă «Муха-Цокотуха» спектакле илемлетнĕ Андрей Галкин композитор мала тухнă. «Эпизодри чи лайăх роль» ята ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Алексеев тивĕçнĕ. Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче лартнă «Любовный треугольник» оперăра Белькоре партине юрланă. «Хĕрарăма сăнарланă чи лайăх роль» номинацире Вырăс патшалăх драма театрĕн артистки Оксана Ананьева /«Безымянная звезда» спектакльти Ятсăр хĕрарăм рольне калăпланă/ çĕнтернĕ. «Арçынна сăнарланă чи лайăх роль» ята вара ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Валерий Карпов тивĕçнĕ. Вăл «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльте Константин Иванова вылянă. «Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль» номинацире Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче лартнă «Недоросль» камит /режиссерĕ — Вячеслав Оринов/ мала тухнă. «Çулталăкри чи лайăх спектакль» — Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине тухнă «Вĕри юнлă çемçе чун». Ăна Валерий Яковлев лартнă. «Чи лайăх сценографи» номинацире çĕнтерÿçе палăртман.

Рубрика: