Ертÿçĕ ăсталăхĕ туптанса пычĕ

29 Мар, 2016

Станислав Григорьевпа 35 çул каялла паллашрăм. Ун чухне эпир, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем, тĕнчене çавăрса хурас пек таçта та кĕрсе тухма ĕлкĕреттĕмĕр: «Мерчен» ансамбльте юрлаттăмăр, «Вутчуль» студтеатрта спектакльсем хатĕрлеттĕмĕр, Виталий Станьял ертсе пыракан «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕнче сăвă техникине савалаттăмăр. Вăл кăна-и?.. Студентсен 6-мĕш общежитийĕ вĕлле пекех кĕрлесе тăратчĕ. Пĕр каçхине Станислав пирĕн пÿлĕме çавраçил пек килсе кĕчĕ.

— Туссем! — алăкранах кăшкăрчĕ вăл. — Пуймалли май пур!

— Çук, эпир банк çаратма каймастпăр! — терĕмĕр эпир, Олег Паликин /халĕ Етĕрнери агротехника техникум директорĕ/, Николай Сидоров /хальхи паллă драматург/, Василий Цыфаркин /«Чăваш литератури» учебникĕсен авторĕ/, Юрий Никифоров /паллă радиожурналист/.

Станислав пурне те лăплантарчĕ:

— Леонид Георгиевич Ефремов проректор пире университетăн çĕнĕ корпусĕнчи пĕтĕм сĕтел-пукана пуçтарттарасшăн, хăмасене те пирĕнех вырнаçтармалла. Ĕç калăпăшне чухлатăр-и? — чăтса тăраймарĕ хĕрсе кайнăскер, — пиллĕкĕн 5 факультета çĕклемелле!

Студент тапхăрĕнче пирĕн çулсем вĕçĕмсĕрех юнашар пулчĕç. Иккĕмĕш курс хыççăн общежитири вулав пÿлĕмне, факультетри кабинетсене илемлетрĕмĕр. Студент чухнех С.Григорьевра çирĕп çын чĕри тапатчĕ. Вăл ыттисенчен художник чунĕллĕ пулнипе те уйрăлса тăратчĕ, Станислав хитре ÿкеретчĕ, плакат калемĕпе çыратчĕ. Чĕлхе специализацине суйланă пулсан та журналист пулма хатĕрлекенсемпе танах хаçата материалсем шăрçалатчĕ, сăнÿкерчĕксем калăплатчĕ. Журпрактика вăхăтĕнче манпа командировкăсене кайма та ÿркенместчĕ. Иксĕмĕр çырнă хайлавсем «Çĕнтерÿ ялавĕ», «Пионер сасси», «Коммунизм ялавĕ» хаçатсенче çапăнса тухсан ĕмĕтсене тата та анлăрах ирĕке яраттăмăр. Журналистикăри тандем уйрăмах 1983 çулта тухăçлă ĕçлерĕ: «Килет ылтăн тырă» тĕрленчĕк, «Передовик» совхозри Ахмане ялĕнчи йĕтем çинче хатĕрленĕ фоторепортаж, М.Моросин тĕп агроном пурнăçне çутатакан «Ĕç шавĕн тыткăнĕнче» очерк... Пурнăçăн вăта юпи тĕлĕнче çулсем юпленчĕç: эпĕ журналист пулса тăтăм, Станислав — педагог.

Кун-çул шыв-шурĕ малалла кĕрлеттернĕ май Станислав Григорьевăн ертÿçĕ ăсталăхĕ туптанса пычĕ. 1986 çулта ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче «Филолог. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ» специальноçпа диплом илнĕ хыççăн Ситукасси каччи пĕр вăхăт шкулта тăван чĕлхе вĕрентрĕ, каярахпа ЧПУн Муркашри лицейĕн, республикăри Герман Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕн, Чăваш-турккă лицейĕн директорĕнче ĕçлерĕ.

2011 çултанпа С.Григорьев Шупашкарти механика-технологи техникумне ертсе пырать. Ку вĕренÿ заведенийĕнче гуманитари дисциплини çукпа пĕрех. ЧМТТ студенчĕсем автомеханик пулма хатĕрленеççĕ, информаци системисене, пир-авăр технологине ăса хываççĕ. Çын чунĕпе тăван чĕлхепе культурăна парăннă пулсан чăвашлăха аталантарас юхăмран айккине тăма пултарать-и? Çук паллах! Тăван халăх еткерне тĕпчессипе, аталантарассипе С.Григорьев ертсе пыракан техникум коллективĕ çанă тавăрсах тăрăшать. Константин Иванов çулĕнче уйрăмах курăмлă ĕçсем тунă. «Нарспи» авторне халалласа конференци, «Нарспи сăнарне шыраса» фотокурав-конкурс, К.Иванов музейĕпе пĕрле видеосюжетсен ăмăртăвне йĕркеленĕ, чаплă поэмăна 15 чĕлхепе вуласа видеобанк хатĕрленĕ...

Станиславăн строительствăри хастарлăхне çÿлерех асăнтăм-ха. Енчен те педагог пулман пулсан вăл пĕр-пĕр стройтрест ертÿçинче ĕçлемеллискер-ха та. Телее, вĕренÿ тытăмĕнче тар юхтарать. Мĕншĕн калатăп-ха çакна? С.Григорьев кĕске хушăра хăй ертсе пыракан организацин вĕренÿ корпусĕсене юсаса çĕнетме май тупрĕ, аудиторисене хальхи йышши техникăпа пуянлатрĕ, лабораторисем уçрĕ, çĕнĕ специальноçсем уçассине йĕркелерĕ. Ку С.Григорьевăн менеджер хăвачĕ тапса тăнипе çыхăннă. Ахальтен-и Раççей Федерацийĕнчи вăтам професси паракан вĕренÿ организацийĕсен рейтингĕнче ЧМТТ 8-мĕш йĕркере тăрать.

Вĕçĕнче калани. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ Шупашкарти педагогика колледжĕпе пĕрлешнĕ, халĕ вăл «Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ» ятлă. Унăн директорĕ — Станислав Григорьев.

Анатолий АБРАМОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.