Хутлă-хутлă тĕнчери шырав

29 Мар, 2016

Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Элли Юрьев пурăннă пулсан пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçни тĕрĕс мар. 15 çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă пулсан та, юнашарах вăл. Ĕçĕсемпе. Вĕсем вара, ЧР Патшалăх ялавĕпе гербĕнчен пуçласа алла тытса вулакан чылай кĕнеке таранах, хисепрен нихăçан та тухмĕç. Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче унăн ĕçĕсенчен хатĕрленĕ асăну куравĕ уçăлчĕ.

Элли Юрьев тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулнă: живописец та, график та, плакатист та, иллюстратор та, шрифтовик та, дизайнер та, медальер та, ытти те. Пур енĕпе те палăрмалла çитĕнÿ тунă.

Курава музей директорĕ Геннадий Козлов уçрĕ. Вăл Э.М.Юрьевăн ĕçĕ-хĕлĕнчи, пурнăçĕнчи, пултарулăхĕнчи тăван искусствăна аталантарас тĕлĕшпе уйрăмах палăрнă самантсене аса илчĕ. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлевăн, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçин Анатолий Ухтияровăн, ЧР Художниксен союзĕн председателĕн Андрей Анохинăн, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн, "Элли Юрьев. Художник и время" монографи авторĕн Юрий Викторов искусствоведăн, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн Николай Карачарсковăн тата ыттисен сăмахĕсенче Элли Юрьевăн тĕнчи — пирĕн ăспа çавăрса илме кăткăс, вышкайсăр пысăк тĕнчи — пирки хаклавсем пулчĕç. Художникăн пултарулăх лаççи чăннипех хутлă-хутлă, унта пин-пин шухăш, ăнлав, хурав. Çаксене "йĕркене кĕртес" тесе ĕçленĕ те ÿнерçĕ.

Николай Карачарсковăн сĕнĕвĕпе — Элли Юрьевăн пултарулăхне чăваш халăхне уçса памалла, çавна май ÿнерçĕн галерейинче куравсен ярăмĕсене йĕркелемелле тенипе — килĕшмелле. Хальхинче, тĕслĕхрен, Юрьевăн живопиç ĕçĕсем куракан умне тухрĕç. Тепрехинче геральдика, унтан шрифт, медаль произведенийĕсемпе паллаштармалла. Вара, тен, Элли Михайловичăн тĕнчине, шухăш-кăмăлне ăнкарма пуçлăпăр, ятне чĕремĕрте упрăпăр.

Ÿнерçĕн мăшăрĕ Галина Юрьева Элли Михайловичăн ятне малашлăхра пурăнакансем патне çитерес тĕлĕшпе тунă ĕçсемшĕн ЧР Правительствине тав турĕ, художникăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ произведенийĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Сăмахран, гербри пурнăç йывăççи тăван халăх ывăл-хĕрне хăй ытамне илме пултарнишĕн хĕпĕртенине палăртрĕ.

Куравпа паллашма пынисене Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх симфони капелли Элли Юрьев килĕштернĕ юрăсемпе, произведенисемпе савăнтарчĕ.

Надежда ГЕОРГИЕВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.