Валентина Тарават: Эп сăвăç кăна мар...
Валентина Тарават /Игнатьева/ — Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн, Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ. 2007 çулта унăн ячĕ Ульяновск облаçĕн ылтăн кĕнекине кĕнĕ, Валентина Николаевна çинчен «Лучшие люди России» энциклопедире те вуласа пĕлме пулать. Ун пирки чăннипех «пур енĕпе те питĕ пултаруллă çын» тенĕ пулăттăм. Вăл поэзипе тата прозăпа питĕ туслă, уншăн кĕвĕ-çемĕ тĕнчи те çывăх та хаклă. Профессийĕпе — педагог тата медицина ĕçченĕ. Çак пахалăхсем ăна çын кăмăл-туйăмĕн курăмлă самантне е характер уйрăмлăхне е сăвăпа, е юрăпа, е калав урлă сăнласа пама мелсемпе меслетсем тупма, кашни сăнарах витĕмлĕ уçса пама пулăшаççĕ. Валентина Тараватпа тĕл пулса калаçма хистенĕ тепĕр самант — унăн 25-мĕш кĕнеки кун çути курни. «Аякри сасă» повеçсемпе калавсен пуххи тин çеç вулакан патне çитрĕ. Кĕнеке çÿлĕкĕ çине вырнаçнă çĕнĕ кăларăм тата унăн авторĕ пирки пулчĕ пирĕн калаçу.
— «Аякри сасă» çинчен сăмах пуçариччен вулакана хăвăрпа тĕплĕнрех паллаштарсамăр.
— Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи чăваш хутлăхĕнче — Кĕçĕн Упи ялĕнче — çуралнă эпĕ. Вырăнĕ ку питĕ паллă: кунта тăван литературăра тарăн йĕр хăварнă Георгий Тал-Мăрса, Александр Кăлкан çыравçăсем вĕреннĕ, СССР авиаци промышленнăçĕн министрĕ пулнă, Социализм Ĕçĕн Геройĕ ята икĕ хут тивĕçнĕ Петр Дементьев генерал-полковник çуралса ÿснĕ.
— Сирĕн çемье пирки «мусăкçăсен пĕрлĕхĕ» тесен те йăнăш мар пулĕ. Кил-йышĕпех кĕвĕ-çемĕпе туслă пулнă тенине илтнĕ.
— Атте шкул директорĕнче ĕçленĕ май эпир пĕлÿ çуртĕнче пурăнаттăмăр. Астăватăп, манран тăватă çул аслăрах аппа пĕрремĕш класа кайма пуçтарăнсан эпĕ те ун хыççăн шкула утрăм, хам вĕренме хатĕррине пĕлтертĕм. «Тата виçĕ çултан кил», — терĕ учительница. Апла пулин те кашни ирех пуçтарăнса шкула каяттăм. Пĕрремĕшсем патне алăка уçса кĕреттĕм те хыçалти парта хушшине вырнаçса лараттăм. «Лар, Валя, итле», —тетчĕ Федора Никифоровна. Анчах та мана итлеме интереслĕ марччĕ. Сыпăкăн-сыпăкăн вулама пĕлеттĕмччĕ ĕнтĕ эпĕ. Патаксем, çекĕлсем çырса та йăлăхнăччĕ. Пыра киле юрă урокĕсене кăна çÿреме пуçларăм.
Пирĕн киле чăн-чăн культура центрĕ теме пулнă çав вăхăтра. Атте шкулти пысăк тăхтав вăхăтĕнче ятарласа киле пыратчĕ. Эпир Коля шăллăмпа иксĕмĕр кĕтсе тăраттăмăр /шкула çÿремен-ха ун чухне/. Анне иксĕмĕре хура сатинран шăлаварсем çĕлесе панăччĕ, вĕçĕсене тĕрленĕччĕ. Эпир хамăра артистсем пекех туйса ура хуçса ташлаттăмăр. «Шумовăй оркестра ярар-ха», — тетчĕ атте алне тимĕр кашăксем илсе. Асанне питлĕх çапатчĕ, анне /килте пулсан/ алюмини кастрюль хупписемпе шăнкăртаттаратчĕ.
— Ахальтен мар сирĕн хĕр чухнехи хушаматăр — Музыкантова. Чăннипех тивĕçлĕ пулнă ăна.
— Мăн асатте те, асатте те мусăкçăсем пулнă. Унсăр пуçне лайăх юрланă, ташланă, сĕрме купăс каланă. Купăсне хăйсемех ăсталанă. Пире Музыкантов хушамат мăн асаттерен куçнă.
Анне енчисем алĕç ăстисем пулнă. Анне питĕ чаплă çĕвĕçчĕ, майра кĕпинчен пуçласа пальто таранах çĕлетчĕ. Килте пушмак калăпĕсем те пурччĕ. Вĕсене анне валли кукаçи хатĕрленĕ.
— Пăвари медицина училищинче те, Ульяновскри пединститутра та, кайран та юрă-сăвăран уйрăлман эсир...
— Кирек ăçта та çывăх пулнă вĕсем. Ушкăнсенче те юрланă, солистка пулнă. Çемьере те икĕ ывăл ÿснĕ май çăмăл килмен, анчах та упăшка пулăшнине яланах туйса тăнă. Пурнăçра пысăк хуйхă тÿсрĕмĕр: кĕçĕн ывăла Димăна çухатрăмăр. Çакă мана нумайлăха амантрĕ. Çапах та çемье, тăвансемпе юлташсен тĕрекĕ çĕкленме пулăшрĕ. Нумай ĕçлерĕм, нумай вуларăм. Шкулта ачасен «Шăпчăк», техникумра студентсен «Русская песня», «Ĕмĕт» ансамблĕсене ертсе пытăм. Хальхи вăхăтра икĕ коллективпа — «Хĕвел» тата «Шанăç» ушкăнсемпе — тÿлевсĕр, чĕре хушнипе ĕçлетĕп.
ЦИТАТА «Вулăр! Пĕр кун та çĕнĕ кĕнекен пĕр страницине те пулин вуламасăр ан ирттĕр». К.Паустовский. |
— Валентина Николаевна, эсир — «Уяв парни», «Чун тараси», «Кил ăшши», «Ытарайми çĕршыв», «Чарусăр чĕре», «Кĕтмен венчет» тата ыттин те /пурĕ 25 кĕнеке терĕмĕр/ авторĕ. «Аякри сасă» кăларăмăн уйрăмлăхĕ мĕнре?
— Унта — çитĕннисем валли çырнă хайлавсем: икĕ повеçпе /«Аякри сасă» тата «Пÿрмен юрату»/ темиçе калав кĕнĕ. Вĕсен никĕсĕнче — пурнăçран илнĕ пулăмсем. Сăмахран, «Аякри сасă» хайлавах илер. Унти тĕп сăнарăн прототипне питĕ аван пĕлетĕп, паллах, повеçре ăна илемлĕх мелĕсемпе пуянлатнă. Вăл хăй вăхăтĕнче Украинăра службăра тăнă, ентеш полковникăн водителĕ пулнă. Ентешсем пĕр-пĕринпе хутшăннă. Салтак полковник хĕрĕпе те паллашнă, юрату амаланнă. Кĕçех вăл «çимĕçне» те кÿнĕ — пепке çуралнă. Анчах çакăн пирки салтака пĕр сăмах та каламан, ача çут тĕнчене килнĕ тĕле полковник ăна урăх вырăна куçарма «пулăшнă». Эльзăна вара «санăн аçу йĕркесĕр çын пулнă» тесе çитĕнтернĕ. Америкăра темиçе çул пурăннăскере амăшĕ ашшĕ пирки тĕрĕссине пĕлтернĕ. Ашшĕ — Семен Петрович — айăплă та мар иккен, чун тĕпренчĕкĕпе курнăçма ĕмĕтленет.
Эльза вара... Тăван çĕршывне вăл амăшне, ашшĕне курса ыталама мар, «москаль» йышшисемпе кĕрешме таврăннă-мĕн.
— Эльза сăнарĕпе эсир чикĕ леш енче пурăнакансем пирĕн тăван çĕршыв çинчен мĕн шухăшланине палăртас тенĕ-и?
— Пушă чунлисем, тĕрĕссипе, пирĕн хушăмăртах пур. Эльза сăнарĕпе эпĕ вулакана асăрхаттарас тенĕ: кирек мĕнле лару-тăрура та чыса, çынлăха упраса хăвармалла.
— Повеçĕрсемпе калавăрсенче те, сăввăрсенче те «юрату» сăмахпа сайра усă куратăр пулмалла...
— Тĕрĕсех асăрханă. Çак сăмахсемпе ытлашши перкелешместĕп. Пурнăçра эпĕ — моралист. Упăшкана та «юрататăп» тесе каламан. Юратни вăл капла та паллă. Сăмахпа 101 хут «юратап» тесе кăшкăрсан та, шалта, чун-чĕрере çук-тăк, мĕн усси?
— Валентина Николаевна, çак кĕнекере сăвăсем çук. Апла пулин те вĕсем çинчен те асăнса хăвармаллах. Унтан та ытларах — икĕ чĕлхепе çыратăр сăввăрсене. Поэзие е прозăна маларах парăнтарнă эсир?
— Хама астума пуçланăранпах рифмăласа калаçасси пурччĕ манра, çав вăхăтрах кĕвĕ те пĕрле килетчĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, çырса пыман вĕсене, кайран манăçа тухнă. Атте те сăвăсем çырнă, журналсенче пичетленнĕ.
Сăввăмсенче — пурнăç тĕрленчĕкĕсем. Тĕнчепе çывăхрах паллашас, унта хăвăн вырăнна тупас тени. Шухăшăма пытармасăр, уççăн пĕлтеретĕп. Вĕсенче — пирĕн ĕç-хĕле хак пани, пуласлăхшăн пăшăрханни, этем пахалăхсемшĕн пуçа ватни.
— «Культурăллисем» калавра çакăн пек йĕркесем пур: «... тумланса ăçта каймалла пенси çулне çитсен?» «Каймалли тупăнатех вăл. Хулара тем чухлех интереслĕ вырăнсем...» Çак сăмахсем сирĕн кăмăлăра та уçса панăн туйăнаççĕ: эсир, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн центрĕнче пурăнаканскер, Шупашкарта иртекен чылай мероприятие хастар хутшăнатăр...
— Хулара тĕпленнĕ çынсене тепĕр чухне ăмсанатăп та. Таçта та — куравпа музейсенче те, концертсемпе спектакльсенче те... — пулса курма май пур вĕсен. Манăн та çапла тăвас килет: тăван халăх шăпипе çыхăннă мероприятисене пĕр сиктерми çÿрес килет.
—Тен, аякра пулни аван та. Тунсăхлама вăхăт пур. Пушăрах чухне мĕн тума кăмăллатăр?
— Палăртнă ĕçсем чылай. Пĕр интервьюра Геннадий Максимов писатель: «Кĕнеке вуламан çын маншăн интереслĕ мар», — тенĕччĕ. Вуламан çын маншăн та кăсăклă мар. Акă, эпĕ редакцие килтĕм, анчах пĕрле пĕр сăвă та, калав та илеймерĕм, мĕншĕн тесен ун валли вăхăт тупаймарăм — çур çĕр иртичченех ентешĕмĕрĕн Петр Ишутовăн романне вуларăм, вĕçне тухмасăр чарăнаймарăм.
Çамрăксене те, аслă ăрурисене те çапла каласшăн: вулăр, вулани ăс-тăна çивĕчлетет, пуянлатать.
— Килтисем мĕнлерех йышăнаççĕ юнашар çыравçă пулнине?
— Мăшăрăм Роберт Дмитриевич питĕ йĕркеллĕ арçын. Литературăпа ĕçлеме услови те туса панă мана. Ывăлăм Андрей та пур енĕпе те пулăшать.
— Паянхи пурнăçра тата мĕн шухăшлаттарать, кулянтарать?
— Мăнуксем çукки. «Сан кĕнекÿ тухнă», — теççĕ. Ун вырăнне : «Санăн мăнук çуралнă», — тенине илтме тата та кăмăллăрах пулĕччĕ.
Надежда СМИРНОВА
калаçнă
Юрий СЕМЕНТЕР, Чăваш халăх поэчĕ:
— Тарават хайлавĕсене ачасем те, çитĕннисем те яланах тулли кăмăлпа йышăнаççĕ, вĕсенче чун ыйтăвне тивĕçтерекен хуравсем тупаççĕ. Ахальтен мар ăна чăваш халăхĕн чи сумлă юрăçисем хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Акă ăçта вăл сăмах ăсталăхĕпе, ÿнер асамлăхĕпе туллин усă курса тĕлĕнтермĕш шăратса кăларма пултарнин тĕсĕ. Мĕнле-ши çав вăрттăнлăхăн ячĕ? Унăн ячĕ вăл — талант. Талант тени этем чунĕнче мĕн ачаранпах хĕмленсе çÿрет, анчах ăна аталанма, çунатланса çын çине тухма хăйĕн сехечĕ, хăй мехелĕ кирлĕ. Çав мехел Валентина Николаевнăсен кил-йышĕнче кулленхи сывлăш пекех тĕпленнĕ пулас. Курăр-ха эсир: унăн шăллĕ те, Анатолий Музыкантов, эпир лайăх пĕлекен, сума сăвакан ташă ăрăмçи, Шупашкарта «Сувар» ансамбль йĕркелесе чăваш ташшине тĕнче умне кăларчĕ. Валентина хăй те, унăн шăллĕ Анатолий те Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Пĕр вучахра шăраннă вĕсем, пĕр сунтал çинче туптаннă, ырми-канми ăнтăлупа пурнăç çулĕ хывнă, Парнас тăвĕ виçине улăхнă.
Ольга ИВАНОВА, Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕ, «Аякри сасă» кĕнеке редакторĕ:
— «Аякри сасă» кĕнеке редакторĕ пулнă май, алçырупа ĕçленĕ вăхăта ăшă кăмăлпа аса илетĕп. Автор хускатакан темăсен анлăшĕ чăннипех тĕлĕнтерет: юратупа кĕвĕçÿ, ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи ĕмĕрхи хирĕçтăру, курайманлăхпа каçару, кăнттамлăхпа вĕчĕхÿ, ĕçкĕпе иртĕхни, çемьери хутшăнусем, илемпе нĕрсĕрлĕх, пултарулăх, ултавпа тĕрĕслĕх... Ансат та ăнланмалла чĕлхепе çырать вăл. Кĕнекене кĕнĕ повеçсемпе тата калавсемпе паллашнă хыççăн мĕнлерех шухăш патне пырса тухатăн-ха? Çĕр çинче нимĕн те йĕрсĕр çухалмасть иккен. Çамрăклăхри пуçламăш утăмсем малашлăхри мĕнпур çула палăртаççĕ. Пархатарлă тĕллеврен пĕрре пăрăнсассăн каялла çаврăнма, пуласлăхра тĕрĕс йышăнусем тумашкăн калама çук хĕн.
Валентина Тараватăн пултарулăхĕн уйрăмлăхĕ кулленхи ĕçсемпе пулăмсенче пĕлтерĕшлĕ самантсем асăрхама пултарнинче те пытарăннă. Автор вулавçа илемлĕ литература произведенийĕсемпе паллаштарать кăна мар, ăна хăйнеевĕрлĕ воспитани парать, илеме курма, унпа киленме вĕрентет. Вулакана шухăшлаттаракан, чĕрене хускатакан, кирлĕ пулсан пурнăçа тĕпрен улăштарма хистекен хайлавсем шăрçалас тесен Турă пани кăна мар, пурнăç опычĕ те, иксĕлми ĕçченлĕх те кирлĕ. Валентина Николаевнăра çакă йăлтах пĕтĕçсе тăрать.
Комментировать