«Кушак курăк çирĕ, йытă йăваланчĕ...»

29 Мар, 2016

Пурнăçĕ кăсăклă самантсемпе пуян пулнăран тата ял хуçалăхĕ çинчен темĕн те пĕр пĕлнĕрен Çĕрпÿ районĕнчи Кăтакра /халĕ Первомайски/ çут тĕнчене килнĕ Валерий Григорьев агрономăн калаçнăçемĕн чунĕ уçăлсах пырать. Вăхăтран вăхăт вĕçеве çĕкленнĕ кайăк евĕрех туять-ши хăйне — сисмесĕрех хăпартланса каять, унтан лăпланса хуллен пуплет.

— Валерий Николаевич, ачалăхăр мĕнпе палăрса юлчĕ?

— Атте-анне ĕçе юратма вĕрентнипе. Вĕсене ырăпа кăна аса илетĕп. Атте Николай Григорьевич — кĕтÿç, анне Вера Петровна колхозница пулнă. Çемьере улттăн çитĕнтĕмĕр. Эпĕ иккĕмĕшчĕ, кĕçĕннисемшĕн яваплăха туйсах тăраттăмччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче техника пулманпа пĕрех. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Хуçалăх кашни çемьенех пай уйăрса панă. Атте пирĕнтен çирĕп ыйтатчĕ. «Ана вĕçне тухсанах телевизор илсе паратăп», — хавхалантаратчĕ анне. Çитĕннисем тата эпир, ултă ача, хире харăс тухаттăмăр та ĕçе чи малтан вĕçлеттĕмĕр. Çав çул чăнласах сенкер экранлă пултăмăр. Ялĕпе те виççĕ кăначчĕ вăл: шкулта, фермăра тата пирĕн килте. Кино курма çур ял пуçтарăнатчĕ. Ялĕ пысăк мар. 70 кил ытларах пулĕ. Вĕтĕр-шакăр вара туллиехчĕ. Пирĕн касри 6 килте 36 ача çитĕннĕ.

Атте питĕ ир тăратчĕ, кĕтĕве 4 сехетрех ялтан кăларатчĕ. Пĕрле пире те илетчĕ. Выльăх ирхине çиесшĕн мар, выртать. Çав вăхăтра атте çывăрса канатчĕ. Эпир ĕне-сурăха куçран вĕçертмен. Кĕтÿ ура çине тăрсан атте пире киле яратчĕ. Хамăрăн та çывăрас килнĕ, анчах аслипе тавлашман. Çичĕ çул кĕтÿçĕ пулăшаканĕ пултăм. Ман хыççăн çак тивĕçе кĕçĕннисем пурнăçланă. Çиччĕмĕш класа çитсен лашаран уйрăлман. Ăмăртмалла тырă выраттăмăр.

— Пурнăç каçалăкĕ умне епле тăтăр?

— Пĕрле вĕреннисем строитель, медицина е урăх енĕпе специальноç суйларĕç. Аттепе пĕрле пахчара кăштăртатнăран, улмуççие сапан сыпнăран агроном пулма шухăшларăм. Çĕрпÿри 1-мĕш шкул хыççăн Вăрнарти совхоз-техникума кайса кĕтĕм. Анчах вĕренесси пулмарĕ. Пурăнмалли вырăн тупаймарăм. Питĕ вăтанчăк пулнă-çке. Вокзалта 3 каç çывăрнă хыççăн каялла таврăнтăм. Сĕнтĕрвăрринче ял хуçалăх мастерĕсен шкулĕ пурри çинчен хаçатра вуласа пĕлтĕм. Ăна чиперех вĕренсе пĕтертĕм, пĕр хушă тăван хуçалăхра строительте тăрăшрăм. Çурт тунă чухне тăмалли пусма çинчен ÿксе аманнă хыççăн пуç çаврăнма тытăнчĕ. Çÿле хăпарма шикленнĕрен стройкăпа сывпуллашрăм.

1978-1983 çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕрентĕм. Тăван яла таврăнтăм. Халĕ пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕнче тырпул туса илетĕп.

— Эсир пăри, йĕтĕн, ясмăк, фацели, сайра тĕл пулакан ытти культура çитĕнтерни çинчен илтнĕччĕ. Мĕнле тĕллевпе ĕрчететĕр вĕсене?

— Чи малтанах сутлăх хакĕ пысăк. Пăтти калама çук усăллă. Пăриех илер-ха акă. Республикăра ăна вуçех пĕтернĕччĕ. Академире пĕр преподаватель 20 кг панăччĕ те 10 çул хушшинче 200 тоннăна яхăн хатĕрлерĕмĕр. Аллерги памасть, тутă тытать. Хуратул аякра тăтăр. Туллăн пĕр килограмĕ 9 тенкĕ пулсан унăн 55 тенкĕрен кая пулас çук. Мускаври куравсенче пăри кĕрпипе 2 ылтăн, 1 кĕмĕл медаль илтĕмĕр. Çак культурăсен тымарĕ тарăна каять. Çĕрсен хăвăл тăрăх нÿрĕк анать. Тăпра пĕрре ăшăнать, тепре шăнать. Çĕр хăйне хăех çемçелет. Техникăсăрах «тарăн сухаланать». Çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Нумай нектар паракан культурăсен вăррине утарçăсем килсе туянаççĕ. Ют çĕршывсем те хапăл. Пĕлтĕр чикĕ леш енне 200 тонна чĕртавар ăсатрăмăр. Мана 2002 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят пачĕç. «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль те пур.

— Ĕçре асра юлнă пĕр саманта та пулин аса илĕр-ха?

— Ку 7-8 çул каялла пулчĕ. 200 га çинче пăрçа тулăх çитĕнчĕ. Ăна çулса лайăх кушăхтартăмăр. Çапса илмелле кăна. Чимĕр, мĕн куратăп-ха? Кушак курăк çирĕ, йытă йăваланчĕ. Чун сисет: вăйлă çумăр çывхарать. Эпĕ метеорологи предметне юратса вĕреннĕ. Пăрçа çапма 8 комбайна кĕртрĕмĕр. Çур çĕр çитеспе 6 комбайнер халтан кайрĕ. Каярахпа пĕр «Дон» çеç юлчĕ. Эпĕ механизаторсем ĕç пăрахмасăр нихăçан та киле кĕмен. Комбайнер çывăрасшăн — чышатăп. Ирхине 4 сехетре пăрçана йăлтах çапса пĕтертĕмĕр. Пиллĕкре таврăнтăмăр. Унччен те пулмарĕ — çумăр чĕресрен тенĕ пек тăкса ячĕ. Эрнипе пĕр чарăнми çурĕ. Лайăх кушăрханă пăрçана йăлтах пĕтереттĕмĕр вĕт, анчах ĕлкĕртĕмĕр! Директор калама çук хытă савăнчĕ. Пире темиçе кун канма ирĕк пачĕ, преми те лекрĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.