Клуб кирлĕрех

26 Мар, 2016

Канаш районĕнчи Малти Тукайра ĕçчен халăх пурăнать. Вăхăт таппинчен юласшăн мар вĕсем. Çавăнпах кашни иккĕмĕш хуçалăхра трактор пур. Хура çĕре туххăмрах сухаласа пăрахаççĕ, тыр-пул нумай туса илеççĕ. Тăрăшса ĕçлекенсене канма та лайăх условисем кирлĕ. Çакна халăх хăй те лайăх ăнланать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче колхоз председателĕ кĕлет хăпартма кирпĕч тиесе килнĕ. Юрать-ха строительсем çийĕнчех ĕçе пуçăнман. Ял халăхĕ çине тăнипе склад вырăнне клуб çĕклесе лартнă. Çынсем нимелле ĕçлени те çак тăрăх историне яланлăхах çырăнса юлнă. Тинех чĕрĕлсе кайнă культура вучахĕ. Кунĕпе тар тăкса ĕçлекенсем каçсерен спектакле, концерта хатĕрленме пуçтарăннă. Чи малтанах юнашар ял çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă вĕсем. Халăх телевизор курма йышлă килнине те асра тытать Малти Тукайри культура çурчĕн директорĕнче 35 çул ĕçленĕ Виталий Никитин. Çынсем илемлĕ фильмсем курнă, тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланнă, çĕнĕ хыпарсене сÿтсе явнă.

Сĕтел-пукан тупса илме те çăмăл пулман ун чухне. Канашри кинотеатртан кивĕ креслăсем пани те савăнтарнă ял-йыша. Пĕрмай çĕнетсе тăракан стендсем те клуба хăтлăлатнă, сăн кĕртнĕ.

Семинара кайсан чÿрече чаршавĕпе витĕнсе çывăрнине çаплипех йăл кулăпа каласа кăтартать Виталий Алексеевич. Çакăнта пĕр-пĕрин опычĕпе пайланнă, çĕнĕлĕхсене ăша хывнă культура тытăмĕн специалисчĕсем.

Вырăнти хыпарсене район хаçачĕ урлă халăха пĕлтерсе тăнă общество корреспонденчĕ Виталий Никитин. Çырас ăсталăхне те аталантарсах пынă. Çивĕч калемлĕ журналистсен сĕнĕвĕсене яланах шута илнĕ вăл.

Лайăх ĕçленĕшĕн Пятигорскра канмашкăн путевка панă ăна. Тивĕçлĕ канăва тухсан ветерансен канашĕн ертÿçинче тăрăшнă хастар арçын.

Халĕ кинĕ Татьяна Никитина унăн ĕçне малалла тăсать. Виталий Алексеевич клуба кĕрсенех сăнÿкерчĕксен çĕнĕ альбомĕсене тишкерме пуçларĕ. Уявсене халăхпа пĕрле паллă тăваççĕ кунта. «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ район, республика шайĕнчи мероприятисене хастар хутшăнать. Хăйсене ятăн чăваш çи-пуçĕ çĕлетнĕ юрă-ташă ăстисем.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.