Ача çуратма... чăвашсенчен вĕренеççĕ
Ывăл çуралсан ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш “салтака юрăхлă пултăр” тесе пиллет. Çемьене аист хĕр пĕрчи илсе килсен вара? Ман шухăшпа, кашни хĕрачах ÿссе çитсен амăшĕ пулма ĕмĕтленет. Ахальтен-и вăл утма-чупма пуçласанах алла пукане ярса илет. Çывăрма та вырттарать ăна, апат та çитерет. Арçын ача тетте пистолетран “пиу-пиу” персе çÿренĕ чух хĕрача тетте-пепкине “пĕç-пĕç” тума куршак çине лартать, унтан хитре кÿмене вырттарса урама уçăлма илсе тухать. Телее, халĕ пукани те, ăна тумлантармалли те, вылямалли ача кÿми те мĕн тĕрли кăна çук! Çапла юн шайĕнче куçакан информацие пула ача пĕчĕккĕллех е хÿтĕлевçĕ-ашшĕ, е управçă-амăшĕ пулма хатĕрленет. Çемьере йыш хушăннинчен пахараххи тата мĕн пур-ши çĕр çинче?
Юлашки çулсенче Чăваш Енре тин çуралакан ача вилесси чакса пырать. Ку енĕпе эпир çĕршывра — чи малтисен ретĕнче. Унтан та ытла, çак кăтартусем Европăри аталаннă çĕршывсеннипе танлашаççĕ. Иртнĕ çул, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра чĕрĕ çуралнă 1 пин ача пуçне 3,3 пурнăçран уйрăлнă. Паллах, вилекен пĕр пепке те — инкек. Çапах та инкексен шучĕ сахаллансах пыни аван. Танлаштарма, тин çуралнă ача вилесси Раççейре пĕлтĕр 6,5 цифрăпа танлашнă, Атăлçи округĕнче — 6,1. Ку енĕпе лару-тăру Чăваш Енре юлашки виçĕ çулта 1,6 хут лайăхланнă.
Пирĕн республикăра амăшĕпе ачин сывлăхне упрас енĕпе патшалăх политики аван пурнăçланса пынине çĕршыв ертÿçисем те пĕрре кăна мар асăннă. Нумаях пулмасть Чăваш Енре пулнă чух Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец регион демографи тата социаллă политикăна ăнăçлă тытса пынине палăртнăччĕ. “Чăваш Ен — питĕ аван регион. Вăл демографи тата социаллă политикăра курăмлă ăнăçусем тăвать. Çакна эпир 2015 çул кăтартăвĕсем урлă куратпăр. Кун пек кăтартусемпе Раççей Федерацийĕнчи сахал регион мухтанма пултарать”, — тенĕччĕ вăл.
Республикăра перинаталь службин реформи 2001 çулта пуçланнă. Шăпах çавăнтанпа лайăх енне улшăнма пуçланă та лару-тăру. Амăшĕпе ачине икĕ хутлă — перинаталь тата неонаталь — пулăшăвĕпе тивĕçтерме пуçлани, медицинăри çĕнĕ технологисемпе усă курни хăйĕн çимĕçне кÿнĕ.
Шупашкарта Президент перинаталь центрне уçни те, паллах, ачипе амăшĕн пурнăçне сыхласа хăварас, сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе ырă витĕм кÿрет. Центрта çулсерен 2000 ача кун çути курать. Кунта ытларах çăмăлланас енĕпе кăткăслăх сиксе тухнă хĕрарăмсене йышăнаççĕ — пур йышăн 70 проценчĕпе танлашать ку.
Асăннă центр уçăлнăранпа кăçал нумай та мар, сахал та мар — 15 çул çитет. Мĕнле уяв — хăнасăр? Çу уйăхĕнче Шупашкара çĕршыври паллă акушерсемпе гинекологсем пухăнĕç, отрасльти ыйтусене сÿтсе явнисĕр пуçне чăваш медикĕсен опычĕпе паллашĕç. Ара, ахальтен-и пирĕн тухтăрсем пирки Мускав таранах шавлаççĕ? Шурă халатлисем перинаталь технологийĕсен аталанăвне тишкерĕç, программăна тренингсемпе ăсталăх класĕсем кĕртнĕ.
Çын пурнăçĕнчен тата сывлăхран хакли çук. Ăна пуçламăшĕнченех, амăшĕн варĕнче тĕвĕленнĕ тапхăртанах, упрама вĕренесчĕ. Пирĕн кăна мар, çĕршывĕпех. Медицинăри паянхи технологисем çак тĕллеве пурнăçа кĕртме май параççĕ.
Комментировать