Çĕнĕ çурт çĕкленессе шанса...
Карас телефонĕ тăрук шăнкăртатрĕ. Палламан хĕрарăм сасси. Хăй Каçал тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шăхран ялĕнчен пулнине пĕлтерчĕ. Таня ятлă. «Манăн ултă ача, хам фермăра ĕне сăватăп. Пире хăçан та пулсан çурт туса параççĕ-ши? Эпĕ 2012 çултах черете тăнă. Çак тăрăхалла пырса каяймастăр-и, хаçатра çырмастăр-и? Халь пурăнакан çурт пĕчĕк, кивĕ», — терĕ хайхискер. Манăн карас телефонĕн номерне ăçтан тупнине тĕпчесе тăмасăрах Тимкинсен çемйипе паллашма ятарласа çула тухрăмăр.
Пĕчĕк ялта вĕсене шыраса тупма йывăрах пулмарĕ. Хапха алăкĕ уçăччĕ те, диспансеризаци тухма кайнă кил хуçи хĕрарăмне картишĕнче кĕтсе тăтăм. Мĕн тăвăн, ют куçа йăлтах: лайăххи те, япăххи те — курăнать çав. Хăмаран çапса тунă веранда чÿречисем çĕмĕрĕлнĕ, пĕр енчен поликарбонатпа хуплас тенĕ те, ĕçе вĕçлеймен, материалĕ çитеймен-ши е кантăк татах ваннă-ши? Йывăç хуралтăсем кивелсе тайăлма, çĕрĕшме тытăннă, картасем те чалăшнă. «Ку хĕрарăмăн арçын çук пулĕ е çурт туса парасса шанса пăта та çапасшăн мар-ши? Çапах та маттур-ха, ултă ача çитĕнтерет, фермăра тăрăшать», — явăнчĕ пуçра шухăш. Картишĕнче ĕне-сурăх мар, пĕр чăх та курăнмарĕ. Атă-пушмак йĕрĕ тăрăх çеç кунта çынсем пурăннине пĕлме пулать. Кĕçех хул хушшине çăкăр-батон хĕстернĕ Таня çитрĕ. Унпа пĕрле пÿрте кĕтĕмĕр. Хĕрарăм ачисене апат çитерес тесе хăвăртрах тĕпеле иртрĕ. Сĕтел хушшине вырнаçнă Сережăпа Варварăна вĕри шаркку антарса пачĕ, чей, сĕт ĕçтерчĕ. Амăшĕ килнĕ çĕре пĕчĕкскерсен хырăмĕ выçма ĕлкĕрнĕ курăнать. Сережа турилккене çийĕнчех пушатрĕ те: «Тепре», — терĕ.
Пĕр кинĕн — виçĕ хуняма
— Ку яла эпĕ Комсомольски тăрăхĕнчи Дубовкăран куçса килнĕ. Хам Канаш районĕнчи Тури Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ, юнашарти Чакаç шкулĕнче вĕреннĕ. Малтанхи упăшкаран виçĕ ача çуратрăм: Гена, Артăм, Натали. Унпа пурнăç ăнмарĕ. «Ăçта качча кайнă — çавăнта пурăн», — терĕ анне пĕр шеллемесĕр. Çук, чăтаймарăм, пĕр вĕçĕм патак çимеллеччĕ-и манăн? Уйрăлтăм путсĕртен. Иккĕмĕш арçынран Гриша çут тĕнчене килчĕ. Унпа та килĕштерсе пурăнма май килмерĕ. Виççĕмĕшне тупрăм, унран Сережăна çуратрăм. Пилĕк ачаллă пулса тăнă хыççăн амăшĕн капиталĕпе çак ялта çурт туянтăм. Мана кунта Александровка ялĕнчи Николай Тимкин куçма пулăшрĕ. Вăл — тăваттăмĕшĕ. Унпа çывăх туслашса кайрăм, иксĕмĕр пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Тăватă çул каялла ак çак Варук çуралчĕ. Кольăпа иртнĕ çул çырăнтăмăр, вăл халь — саккунлă упăшка. Тен, урăх качча та каймастăмччĕ пулĕ, ялта хусах нумай тесе хăратрĕç, — хăй пурнăçĕ пирки нимĕн пытармасăр каласа кăтартать Татьяна. Мăшăрĕ Мускава шапашкăна кайнă-мĕн, килте çукчĕ. Шел те, аслă ывăлĕ Гена нумай пулмасть судпа айăпланнă. Артем килтехчĕ, телевизор куратчĕ, вăл 9-мĕш класс хыççăн училищĕне вĕренме кайнă та пăрахса таврăннă. 17 çулти каччă халь ниçта та ĕçлемест, пĕлÿ те пухмасть.
— Наташăпа Гришăн манту кăтартăвĕ пысăк пулнăччĕ, халь Улатăрта вырнаçнă туберкулеза хирĕç кĕрешекен санаторире сипленеççĕ. Пурăнччăрах, вĕсене унта лайăх пăхаççĕ, килтинчен темиçе хут аванрах, кунне тăватă хутчен апат çитереççĕ, — терĕ амăшĕ. — Манран пуян çын та çук çĕр çинче, виçĕ хуняма камăн пур? Ача та улттă, тăватă ывăлпа икĕ хĕр. Гришăн асламăшĕ ырă кăмăллă, мăнукне пĕрмай пулăшать, тумтир тавраш та илсе парать. Çулла хăй патĕнче усрать ывăлăма. Иккĕшĕ хур-кăвакал, чăх-чĕп пăхаççĕ, пахчара чакаланаççĕ. Гришăна та асламăшĕ патĕнче питĕ килĕшет, — каласа кăтартать Татьяна.
Ĕçе вырнаçнă
Таня нумай пулмасть Александр Атласкин фермер патне ĕçе вырнаçнă. Ир-ирех тăрса кашни кунах ял вĕçне ĕне сума утать халь. Ачисем ыйхăран вăраннă çĕре ăшă сĕт илсе таврăнать. Ĕç укçине вăхăтра тÿленипе те кăмăллă хĕрарăм. Александр Васильевич кунта тăрăшакансене сысна какайне 150 тенкĕпех панă. «Эпĕ те 20 килограмм туянтăм, халь çеç пĕтрĕ-ха. Ачасем хĕлле аш яшки çисе пурăнчĕç», — хăпартлансах калаçать Татьяна.
Ĕçе вырнаçни те витĕм кÿнĕ-ши, хĕрарăм пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма тытăнни палăрать. Пысăк шкап та, пĕчĕк сивĕтмĕш те туяннă вăл. Ку та лайăх, укçа-тенке çилпе вĕçтерни мар. Пĕр хунямăшĕ, Гришăн асламăшĕ-ши, кинĕ йĕркеллĕ пурăнса кайтăрччĕ тесе ĕне те панă. Шел, пĕр-икĕ çултан Таня ăна темшĕн сутса янă. Сума ÿркеннĕ-ши е хĕл каçарма утă хатĕрлемен-ши?
Федерацин «Çул çитмен 5 е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» программипе усă курас тесе Татьяна 2012 çулта черете тăнă. «Эпĕ Каçал ял тăрăхне çитсе килнĕччĕ. Çурт туса парасса шантараççĕ, черетре пĕрремĕш-мĕн. Анчах та хăçан пулĕ, хальлĕхе паллă мар», — йышăнупа паллаштарать кил хуçи арăмĕ.
Пытарма кирлĕ мар, Тимкинсен çемйине ăнăçсăррисен шутне кĕртнĕ. Опекăпа попечительство органĕнче ĕçлекенсем кунта килсех тăраççĕ, ачасен пурнăçĕпе, сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ. Ялта пурăнакансем йăлтах кураççĕ, тĕпренчĕкĕсем çинчен манса вăхăт-вăхăт алла черкке тытнишĕн çемьене сивлеççĕ. «Таня ĕçе вырнаçрĕ те ачасене пăртак сăн кĕчĕ. Кашни кунах сĕт ĕçеççĕ халь. Пĕрмай урамра чупакан Варук та, Сережа та çавракаланчĕç, малтан ытла та шуранкаччĕ», — теççĕ кÿршисем.
«Пĕр çемьере пулса курнă хыççăн Çĕнĕ Шăхранта пурте çавнашкал пурăнаççĕ тесе пĕтĕмлетÿ тума ан васкăр-ха, ыттисем патне те кĕрсе курăр. Пирĕн ялта пĕри тепринчен лайăхрах пурăнма тăрăшать. Выльăх тытаççĕ, çĕрĕн-кунĕн çĕр çинче чакаланаççĕ, хăйсен иксĕлми вăйне кура пус çумне пус хушаççĕ. Каçалсем нихăçан та маххă паман, ĕçрен те хăраман. Ют тăрăхран килекенсем вара пăртак урăхларах. Намăс та пире хăшĕ-пĕриншĕн…» — терĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата çитес çур çуллăха çырăнма кăмăл тунă Надежда Смирнова. Аякран килнĕ, урамра çÿресе шăннă корреспондента ăшăтас тесе хăвăртрах чей вĕретме васкарĕ вăл. Тĕлĕнмелле илемлĕ те хăтлă вĕсен кил-çурчĕ. Çакă йăлтах хăйсем çĕр çывăрмасăр тăрăшнинчен килет. Темиçе çул ĕнтĕ хирте тырă, утă, çĕрулми туса илеççĕ Смирновсем. Александр Николаевич чылайранпа тĕп агрономра, Надежда Валериановна бухгалтерта тăрăшать. «Ĕçлекенсене укçине кунне 600-700 тенкĕ таранах тÿлетпĕр. Çук, наянсен çĕр çинче упаленес килмест вĕт, чĕнсен те çĕрулми суйлама пымаççĕ», — тет кил хуçи арăмĕ. Пĕчĕк ялта нимĕн те пытарма çук çав. Корреспондент ку тăрăха кам патне, мĕншĕн килнине те пурте пĕлсе тăраççĕ. Урамра чарсах: «Ачине çуратма пултаратпăр-ха, анчах та вĕсене лайăх пăхмалла-çке, ура çине тăратмалла, вĕрентмелле, ĕçе хăнăхтармалла. Чăваш хĕрарăмне эрех ĕçни, пирус туртни, ай, килĕшмест те. Сăпайлăх, типтерлĕх пирки манмалла мар. Ĕçкĕ халĕччен никама та ырă туман. Мăшăрĕсене вăрçăра çухатнă асанне-кукамая пĕртте çăмăл пулман. Темле йывăр пулсан та чăтнă мăнтарăнсем, тĕпренчĕкĕсене никам пулăшăвĕсĕр, пĕчченех ура çине тăратнă. Ир те каç ĕçпе йăпаннă вĕсем, йывăр хуйхи-суйхине çĕр çинче тар тăкса пусăрăнтарнă. Хальхи хĕрарăмсем хурлăха пула мар, ырлăха чăтайманнипе ĕçеççĕ», — çавнашкал калакансем те пулчĕç. Лавккана кĕрсен те Тимкинсене сивлени хăлхана кĕчĕ. «Лиза аппан хитре çуртне юхăнтарчĕç ĕнтĕ. Çав тери маттур та ĕçчен хĕрарăм пурăнатчĕ вăл пÿртре. Килĕнче ниçта пĕр тусан пĕрчи çукчĕ. Пахчи ытармалла марччĕ, халь мăян кашлать. Çĕрулми те пулин лартса ÿстересчĕ хăть», — пĕр-пĕрне пÿлсех калаçрĕç Татьянăпа пĕр тăрăхра пурăнакансем.
Кăçал мар…
Комсомольски ял администрацийĕнче асăннă çемьепе, вĕсем епле пурăннипе кăсăклансах тăраççĕ.
— Ял тăрăхĕпе илес пулсан Тимкинсем черетре — чи пĕрремĕш, районта виççĕмĕш тăраççĕ. Çулталăкра икĕ çемьене çеç çуртпа тивĕçтереççĕ. Кăçал мар, 2017 çулта вĕсен ыйтăвĕ пурнăçа кĕмелле. Анчах та пăшăрхантаракан ÿкерчĕк те тĕл пулать. Нумай ачаллисене çуртне юмахри пек туса паратпăр-ха, вĕсем ăна кĕске хушăрах йĕркерен кăлараççĕ. Кунашкал тĕслĕх районта пĕрре кăна та мар. Дубовкăра акă юхăнса кайнă вĕр-çĕнĕ çурт ларать. Никам та пурăнмасть халь унта. Хваттер туянасси, пÿрт тăвасси паянхи кун мĕнешкел йывăр, программăпа килĕшÿллĕн епле чаплă çурт лартса парать патшалăх. Савăнса кăна пурăнмалла та, хатĕррине хаклама пĕлменни, ĕçке пула этемлĕхрен тухни тарăхтарать», — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Амбросимов.
Апла нумай кĕтмелле мар, пĕр çул хăвăрт иртет, Çĕнĕ Шăхранта пурăнакан Тимкинсен черечĕ те часах çывхарĕ. Ял хитре çуртпа пуянланни, ача-пăча сассипе тулни аван. Анчах та унта пурăнакансене телейлĕ курас килет. Çĕнĕ Шăхранти ĕçчен те маттур хĕрарăмсенчен тĕслĕх илсе Татьяна та ырă еннелле улшăнасса шанас килет. Пуçламăшĕ пур. Вăл фермăра ĕне суни, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани савăнтарать.
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра çырнă хыççăн Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи нумай ачаллă пĕр çемьене кĕске хушăрах пÿрт лартса панăччĕ. «ЧХ» корреспонденчĕ çав яла тепĕр хут çитсе çемье çĕнĕ çуртра мĕнле пурăннине çырса кăтартнăччĕ. Çĕнĕ Шăхранта та çĕнĕ çурт çĕкленессе, çемьери лару-тăру ырă енне улшăнасса питĕ шанас килет. Çавăнпа та ку ĕç-пуç вĕçне те пăнчă лартса хаçатра статья кăларнипе çырлахмăпăр. Тимкинсен ыйтăвне куçран вĕçертмĕпĕр. Çĕнĕ çурт çĕкленнĕ хыççăн вара тепĕр хут çула тухăпăр.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментировать