Çирĕп хĕрарăм

26 Мар, 2016

Ывăлĕ çари çухăрнипе вăранчĕ Люба. Владик каллех усал тĕлĕк курать пулĕ ĕнтĕ. Пиллĕкри ывăлĕ час-часах çапла канăçсăр çывăрать. Эх, мĕскĕн, ашшĕ путсĕррине пула тутлă ыйхă мĕнне те пĕлмест-çке.

Çамрăкла качча тухрĕ Люба. Кÿршĕ ял йĕкĕчĕпе ташă каçĕнче паллашрĕç вĕсем. Ялти Сантăр та килĕштеретчĕ хĕре, анчах пике Петĕре суйларĕ. Каччă харсăр та çирĕп пулни илĕртрĕ ăна. Часах хĕртен арăм пулса тăчĕ. Виçĕ уйăхранах Петĕр Любăна вăрласа кĕчĕ.

Малтанах чиперех пурăнчĕ çамрăк мăшăр. Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр никамăн та пулмасть-çке. Çамрăксем уйрăлса тухас терĕç. Çак тĕллевпех строительство материалĕсем хатĕрлеме тытăнчĕç. Çемье хушăнас хыпар та тухрĕ. Пĕтĕмпех çынсенни пек темелле.

Çулсем иртрĕç. Любăпа Петĕр икĕ хутлă çурт та лартрĕç, хуралтисене те чăх-чĕп вĕçсе каçайми купаларĕç. Аслă ывăлĕ те çитĕнчĕ. Ăна тем пек йăмăк парнелес тесен те пултараймарĕ Люба.

Самана улшăнчĕ. Ытти арçын пекех Петĕр те укçа-тенкĕ ĕçлесе илме аякри хулана çÿреме тытăнчĕ. Çемьери килĕшÿ çиппи çакăнта татăлчĕ-ши? Мăшăрĕ малтан та ĕçместчĕ мар, хушăран ĕçрен хĕрĕнкĕ таврăнатчĕ. Ытлашшипех вĕриленсен çапăçатчĕ те. Килте вăл хĕрĕнкĕлле çапман стена юлман-тăр. Арăмне тивместчĕ вара. Кун пек чухне Люба та мăшăрне хирĕç нимĕн те каламастчĕ-ха. Юраманнине ăнланатчĕ.

Юлашки вăхăтра мăшăрĕ пач улшăнчĕ. Тÿрех арăмне лăскама тытăнать мар-и? Пĕр-пĕринчен уйрăм пурăнни улăштарчĕ арçынна. Нихăçан кĕвĕçменнине урăх арçынсен çумне хушакан пулчĕ.

Темиçе çул кĕтнĕ парне аслă ывăлĕ вунпиллĕке çитсен килчĕ. Люба иккĕмĕш хутчен «анне» пуласса хăпартланса йышăнчĕ, мăшăрĕ таврăнасса кĕтрĕ. Анчах упăшки савăнма пĕлмерĕ. «Эпĕ çук чухне урăххисемпе алхасса пурăнтăн апла!» — пĕрремĕш хутчен çÿç-пуçран ярса тытрĕ вăл. Урăлсан каçару ыйтрĕ-ха, анчах киревсĕр йăла патне час-часах таврăнчĕ.

Владик çуралсан та пурнăç лайăхланмарĕ, пушшех япăх еннелле сулăнчĕ. Ÿсĕр таврăнатчĕ те арăмне хĕнеме тытăнатчĕ Петĕр. Вĕсем çĕкленĕ шăв-шавпа ывăлĕ те вăранатчĕ. Пĕчĕкскер куççулĕпе антăха-антăха кăшкăратчĕ, ашшĕ чунне пурпĕр витерейместчĕ.

Усалланса та усалланса пычĕ арçын. Çакна хĕрарăм юлашкинчен тÿсеймерĕ, япалисене пуçтарчĕ те хулана куçрĕ. Аслă ывăлне кунта пÿлĕм туянса панăччĕ. Ялти икĕ хутлă çурт мар пулин те — хăтлă. Чи кирли — лăпкă. Студент-ывăлне çитерет-тасатать хĕрарăм. Кĕçĕнни те путсĕр ашшĕне курмасть. Унтанпа çур çул иртрĕ пулин те лăпкă çывăрма çеç хăнăхаймасть-ха, тискеррĕн кăшкăрса вăранать.

Маттур хĕрарăм часах тивĕçтерекен ĕç те тупрĕ. Петĕр çемйине каялла яла чĕнет, лăпланасса шантарать. Анчах Люба çирĕп кăмăллă.

МАРИЯ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.