Фрау “Хура вилĕм” - Дуся лейтенант

26 Мар, 2016

Вăл тинĕс пехоти взвочĕн командирĕсен хушшинче пĕртен пĕр хĕрарăм пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине взвод командирĕ пулса хутшăннă чух хĕр 17 те тултарман-ха...

Вăрçă пуçламăшĕнче вăл “Евдоким юлташ” пулнă. Çĕнтерĕве Дуся лейтенант ятпа кĕтсе илнĕ. Фашистсем вара ăна хăрушă ятпа пĕлнĕ — фрау ”Хура вилĕм”. Пĕр полкри юлташĕсем вара командира “хамăр çын” пек йышăннă.

Феникс кайăк пек

Çип-çинçе черченкĕ хĕрача нимĕнрен хăрамасăр пульăсене хирĕç çĕкленнĕ, вилĕмпе куçа-куçăн пĕрре кăна мар пулнă опытлă салтаксене хăй хыççăн атакăна йыхăрнă. Нимрен те хăраманскер тени тĕрĕсех те мар-ха. Вилĕмрен кам ан шиклентĕр? Хĕр те унран питĕ хăранă, анчах та çакна ыттисем сисесрен... тата ытларах хăранă. Унăн ячĕ икĕ-виçĕ хут та тăванла масар çинчи списоксене çакланнă, анчах черченкĕ командир, Феникс кайăк пек, татах та татах строя, хăйĕн “хура бушлачĕсем” патне, таврăннă.

Çухатма хăнăхайман

Тинĕс пехотин полковникĕ Евдокия Завалий вăрçă темиçе çул тăсăлнă пулин те çарти юлташĕсене çухатма хăнăхса çитеймен. Унăн юлташĕсенчен Аслă Çĕнтерĕве 16-ăн кăна кĕтсе илнĕ. Тинĕс пехотин 83-мĕш бригадин ятарлă взводĕнчен вара вăл пĕчченех чĕрĕ тăрса юлнă. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине вара Дуся лейтенант кĕтсе илеймен — чаплă та çутă уявччен тăватă кун маларах унăн чĕри яланлăхах тапма чарăннă.

Вăрçă хирĕнчи ача

Вăрçă хирне çап-çамрăкла лекнĕ хĕрача. 15 çултискер пирки ача темесĕр урăх епле калăн? Яш чечеке кам çапла ирех çапăçу хирне ăсатнă тетĕр-и? Хăйне повестка памашкăн йăлăнса Дуся çар комиссарĕн тинкине кăларнă.

— О, хÿтĕлевçĕ килчĕ! — яланах хавас кăмăлпа шÿтлесе кĕтсе илнĕ ăна комиссар. — Миçе çулта-ха пирĕн хÿтĕлевçĕ?

— Вунçиччĕре!

— Çапла-и? Ĕнер кăна вара вунпиллĕкреччĕ, — çаплах шÿтленĕ комиссар. — Кун пек хăвăртлăхпа ÿссе пырсан салтака илмелли çула хăвăртах çитĕн те сана чăнах та повестка памалла пулĕ...

Çапла пулса тухнă та. Çĕнĕ Буг тăрăхĕнчен пирĕн салтаксен юлашки чаçĕ пысăк çухатусемпе чакса пынă май хĕр командира хăйне пĕрле илме ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла вăл кавалери полкĕн санитарки пулса тăнă. Паллах, пуля-снаряд ванчăкĕ никама та тиркемен. Дуся та хырăмран аманнă.

— Пулчĕ, хĕрĕм, килне каях, — тенĕ ăна врач тĕрĕсленĕ хыççăн.

— Манăн ниçта каймалли те çук! Фронта ăсатăр! — кутăнлашнă татах хĕр.

Пĕрремĕш награда

Çапла Евдокия Завалий саппас полка çакланнă. Шăпах унта вăл пĕрремĕш наградине — Хĕрлĕ Çăлтăр Орденне — тивĕçнĕ. Хĕре ăна тăшман бомба пăрахнă çĕртен йывăр аманнă офицера туртса кăларса çăлнăшăн панă. Шăпах çак полкра Дуся никам кĕтмен-шутламан çĕртен “Евдокима” çаврăннă та — госпиталь хыççăн хĕр ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман: çавăн пекех галифе, гимнастерка, кĕске çÿç /çапла майпа салтаксем пыйтă ересрен сыхланнă/.

Евдок Завалий

Саппас — саппасах, вăхăтлăх кăна. Пĕррехинче хайхи полка малти линие валли салтаксене суйлама пынă. Моряксенчен пĕри документа уçнă та вуланă:

— Аслă сержант Завалий Евдок.

Госпитальте хĕре кĕскен çапла чĕннĕ-мĕн.

— Завалий Евдоким тенине пĕлтерет-и ку?

— Так точно, командир юлташ! Завалий Евдоким Николаевич!

— Пуçтарăнмашкăн вунпилĕк минут паратăп сире!

Хайхи салтака çĕнĕ обмундировани, çапăçу хатĕрĕсем параççĕ те... мунчана ăсатаççĕ. Ултав кĕç-вĕç çиеле тухать... Совет командованийĕпе вара шÿлеме юрамасть — ултавшăн персе пăрахма та пултараççĕ!

— Чара ярса илтĕм те чĕрĕ те мар, виле те мар тăратăп, — каласа кăтартнă каярахпа хĕр. — Юнашарах вара арçынсем çаппа-çарамас чупа-чупа иртеççĕ. Мĕн тумалла? Куç тĕлне медсанбат пулчĕ... Тытрăм та пит-куçа юн тухиччен чĕрмелерĕм. Мунча шухăшĕ-и ун пек чухне? Медсанбатра манăн сурансене тасатса çыхса ячĕç. Икĕ сехет çурăран Вĕри Çăлкуç станица çывăхĕнче Евдоким Завалий аслă сержант улттăмĕш десант бригадин йышĕнче çапăçăва кĕчĕ...

Дуська ăмăрткайăкĕсем

Çак вăрттăнлăха Завалий çулталăка яхăн упрама пултарнă. Тепĕр хут аманиччен. Анчах ку тапхăрта хĕр “хамăр çын”, хăюллă салтак тата разведчиксен уйрăмĕн опытлă командир пулса тăнă ĕнтĕ. 17-ри старшина Завалюк çапăçура пуç хунă командир вырăнне ротăна ункăран илсе тухнă чухне аманнă. Старшина арçын мар, хĕр пулни шăпах госпитальте уçăмланнă та.

1943 çулхи кĕркунне ăна, хĕр пулнине пăхмасăр, Дунай Хĕрлĕ Ялавлă флотилийĕн тинĕс пехотин 83-мĕш бригадин взводне ертсе пыма шанаççĕ.

— Мана ăнчĕ темелле-ши? Матроссем — суйласа илнĕ пек! Пурте çÿллĕ, тĕреклĕ, хăюллă. Кÿршĕ взводрисем малтанах кулма-чĕпĕтме хăтланатчĕç-ха: “Дуська взвочĕ!” — тетчĕç. Анчах кăшт вăхăт иртсенех хисеплĕн “Дуська ăмăрткайăкĕсем” теме пуçларĕç. Хамăн автоматчиксем вара арçынла “командир” тетчĕç, тепĕр чух юратса “Евдокимушка” тесе калама та пултаратчĕç, — аса илнĕ Завалий.

Çĕр хут та вилме пултарнă

Тельняшка тăхăннă “хура бушлатсен” командирĕ хĕр иккенне пĕлсен фашистсем ăна тытас тесе чăн-чăн сунар пуçланă. Завалий хăй каярахпа каласа кăтартнă тăрăх, унăн матросĕсем пулман тăк командира çĕр хут та вĕлерме пултарнă.

— Вĕсене атакăна чĕнетĕп: “Ман хыççăн!” Вĕсем вара пĕри юлмиччен тÿрех сиксе тăратчĕç, чупса çитсе манран иртсе каятчĕç те командира хăйсен кăкăрĕсемпе хуплатчĕç... Хăраманскерсем, хăюллăскерсем... Манăн аллă пилĕк автоматчикран халĕ те кашниех куç умĕнче, вĕсенчен пĕри те чĕрĕ мар пулин те... Калăпăр, Ваня Посевных... Взвода килсенех йĕрĕнчĕклĕн пăхса илчĕ ман çине: “Хĕрарăма пăхăнас килмест!” Будапештшăн пынă çапăçура вара мана снайпер пульлинчен хăйĕн кăкăрĕпе хупласа хăварчĕ...

Таран-взвод

Гварди лейтенанчĕн Евдокия Завалийăн взвочĕ çапăçура яланах малти ретре, хăйне евĕр таран вырăннех, пулнă. Ăна матросĕсемпе пĕрле чи кăткăс, чи йывăр вырăна янă. Аслă вăрçăри чи пысăк пулăмсенчен пĕри — Керчь-Эльтиген десант операцийĕ /шăпах вăл Керчь хулине ирĕке кăларма пулăшнă/, Севастополе тăшманран тасатнă чух Сапун-Тăва штурмлани, Будапештра нимĕç командованийĕн штабне ярса илни... Пур çĕрте те Завалий маттурĕсем малта пулнă. Дуся лейтенант та — вĕсен хушшинчех. Хăрасан та ыттисемпе танах чупнă вăл. Çакна, хăй тĕлĕнмелле хытă хăранине, вăл темиçе теçетке çул иртсен çеç каласа кăтартнă. Фронтра плащ-палаткăпа хупланса макăрнине те пытарман. Унта вара, çапăçу хирĕнче, çакна никама та кăтартман. Унăн вăйсăрлăхне кама та пулин курма Турă ан хуштăр!

— Манăн вăйсăр пулма, хăрама юраман. Анчах хам пурпĕрех... хăраттăм... Пуринчен ытла — йĕкехÿресенчен... Хампа нимĕн те тăваймастăмччĕ, вĕсем маншăн нимĕçсенчен те хăрушăрахчĕ. Выçăскерсем çĕрлесерен пит çинех сикетчĕç, ура кĕллинчен çыртатчĕç... Бр-р! Аса илес те килмест...

Тĕлĕк тыткăнĕнче

Вăрçă асаилĕвĕ хĕрарăма нумайччен хăйĕн тыткăнĕнчен яман... Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та çулталăкĕ-çулталăкĕпе çĕрлесерен çаплах атакăна тухнă вăл. Пулас упăшкипе паллашиччен, унпа çемье çавăричченех тĕлĕксенче тăшманпа кĕрешнĕ... Тĕрĕссипе, вăрçă ахрăмĕ Евдокия Завалийăна пуçĕпех пурпĕр вĕçертмен хăйĕн тыткăнĕнчен. 2 ача, 4 мăнук, мăнукĕн 4 ачи — çак пуянлăхпа пĕрле татах та татах взводне атакăна çĕкленĕ Дуся лейтенант...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.