Малтанхи сасăлав мĕнле иртĕ?

25 Мар, 2016

Чăваш Енре пурăнакансене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас текенсен суйлав умĕнхи программине хатĕрлес ĕçе хутшăнма чĕнеççĕ. Çакăн пирки "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

"Единая Россия" партин кăçалхи нарăс уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче иртнĕ XV съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче Дмитрий Медведев Раççейре пурăнакансене, экономикăпа унăн аталанăвне пулăшмалли мерăсене партин Дума суйлавĕ умĕнхи программине кĕртмеллине пĕлтерчĕ. Çак документ приоритетсене палăртать, вĕсене тĕпе хурса пирĕн çĕршыв аталанăвĕн тĕллевĕсене татса памалла. Дмитрий Медведев лидер пулнă май суйлав умĕнхи программăна хатĕрлекен комиссие ертсе пырать. Документа регионсен, партин вырăнти уйрăмĕсен, общество организацийĕсен тата малтанхи сасăлава хутшăнакан кандидатсен шухăшĕсене шута илсе хатĕрлеме палăртнă", — терĕ Николай Владимирович.

Секретарь Чăваш регион уйрăмĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр тĕллев те — ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕнхи программине хатĕрлесси — пуррине палăртрĕ. Çавна май ЧР ĕç коллективĕсенчен, районсенчен, ял-хула тăрăхĕсенчен, суйлавçăсенчен сĕнÿсем кĕтеççĕ. Н.Малов суйлавпа çыхăннă саккунсенчи улшăнусемпе те паллаштарчĕ. Вĕсенчен пĕри — кандидатсен суйлав умĕнхи дебатсене хăйсен хутшăнмалла, ку процедурăна малтанхи пек шаннă çыннисен тума ирĕк çук. Çак требованисем партин малтанхи сасăлавне хутшăнакансене те пырса тивеççĕ. Уçă дебатсенче хăйĕн программипе паллаштарма килĕшмен кандидатсене праймеризран сирме те пултараççĕ.

«Çакă йăлтах суйлав умĕнхи конкуренци тĕрĕс тата уçă, саккунпа килĕшÿллĕ пултăр — РФ Президенчĕ Владимир Путин шăпах çавăн пек тĕллев лартрĕ — тенипе çыхăннă. Суйлавçăсене малтанхи сасăлава хутшăнакан кандидатсем пирки тулли информаци парас тесе эпир дебатсене хальхи технологисемпе, праймериз сайтĕнчи тÿрĕ трансляцисемпе, ытти мелпе усă курса йĕркелĕпĕр», — калаçăва тăсрĕ Николай Владимирович.

Унăн заместителĕ, партин Шупашкар хула уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов праймериз чи уçă модельпе пĕлтĕр Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕ умĕн иртни çинчен каласа кăтартрĕ. Унта Чăваш Енĕн тĕп хулинчи суйлавçăсен 14% хутшăннă. Леонид Ильич 2015 çулхи суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче суйлавçăсенчен килнĕ ыйту-сĕнĕве мĕнле пурнăçланипе те паллаштарчĕ. 1120 наказран 620-ĕшне пĕлтĕрех чăна çавăрнă, ыттисем те майĕпен пурнăçа кĕрсе пыраççĕ е çак процесс мĕнле пынине куçран вĕçертмеççĕ.

Журналистсен ыйтăвне хуравланă май Николай Малов хăй Патшалăх Думин депутатне суйланас тĕллевпе партин малтанхи сасăлавне хутшăнассине пĕлтерчĕ. Йĕркелÿ комитечĕ заявленисене ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен /Патшалăх Думине суйланас текенсенчен/ тата 30-мĕшĕччен /ЧР Патшалăх Канашне/ йышăнассине аса илтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА