Олимпиада Иванова — ГТО посолĕ

25 Мар, 2016

РФ Спорт министерствинче иртнĕ мероприятире ведомство ертÿçин заместителĕ Наталья Паршикова ГТО посолĕсене сертификатпа тата шарфпа чысланă. Çак ята ку хутĕнче 17 регион представителĕ тивĕçнĕ.

Паллă спортсменкăна ахальтен суйласа илмен паллах. Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова — пирĕншĕн, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх. Вăл паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа чылай çул пухнă паха опычĕпе паллаштарĕ. ГТО посолĕн тĕп тивĕçĕ те — çынсене физкультурăпа спортăн пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарасси, ГТО нормисене пурнăçлама явăçтарасси. «Яваплă ĕçе шанни — пысăк чыс. «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» комплекс пирĕн регионта тата та анлăрах сарăласса, ентешсем те çак юхăма хастаррăн хутшăнасса шанатăп», — тенĕ республикăри хăвăрт утакансен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ.

Каласа хăвармалла: 2014 çулта пирĕн çĕршывра Пĕтĕм Раççейри «Ĕлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультура комплексне чĕртсе тăратас тĕлĕшпе ятарлă проект ĕçлеме пуçларĕ. Çак ĕçе тума Чăваш Ене 2 млн тенкĕ ытла уйăрса пачĕç, кашни районпа хулара тест ирттермелли центрсем уçăлчĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.