Туристсене ытларах явăçтарĕ

20 Мар, 2014

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çак кунсенче Шупашкар районĕнче пулчĕ, унта "Ясна" этноэкологи комплексне тăвас ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ.

Ку комплекс - "Этническая Чувашия" туризмпа рекреаци кластерĕн инвестици проекчĕсенчен пĕри. Тепри вара - "Амазония" этнокомплекс, ăна Чăваш Енĕн тĕп хулинчи "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче тума йышăннă. Икĕ çак объектăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 246 пин тăваткал метрпа танлашмалла. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов палăртнă тăрăх икĕ çак проект та чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ культурине - пурлăх, ăс-хакăл, йăла тата пурнăç йĕркине - уçса парас тĕллевлĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă, авторсен шухăшĕпе - ку объектсене хута яни Чăваш Енре круиз тата этнографи туризмне аталантарма пулăшĕç. Çапах ку кластер пирĕн республикăшăн çеç мар, Атăлçири ытти регионшăн та пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Тĕслĕхрен, "Амазония" этнокомплекс "Великий Волжский путь" туризм маршручĕн /Атăл тăрăх/ пуçламăшĕ пулĕ, "Ясна" этноэкологи комплексĕ - унăн пĕр пайĕ.

"Этническая Чувашия" туризмпа рекреаци кластерĕ федерацин "Раççей Федерацийĕнче шалти тата тулашри туризма аталантарасси /2011-2018 çулсенче/" тĕллевлĕ программине кĕнĕ, çавна май 2013 çул валли федераци бюджетĕнчен 59,6 млн тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа "Ясна" этноэкологи комплексĕн инженерин тулаш сетьне йĕркелемешкĕн усă кураççĕ. Иван Моторин строительство мĕнле пынипе кăсăкланчĕ, еплерех йывăрлăхсем пуррине ыйтса пĕлчĕ. Пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçламаллине палăртрĕ.

Асăннă проект менеджерĕ Марина Федорова "Ясна" комплексра 230 вырăнлăх хăна çурчĕсем, сывлăха çирĕплетмелли "Здравушка" центр /вăл пирĕн халăхăн авалхи меслечĕсемпе ĕçлĕ/, интерактив музейĕсем, ача-пăча хăна центрĕ пулассине пĕлтерчĕ. Юлашкинчен асăннинче хулари шкул ачисем валли "Пурнăç экологийĕ" факультатив предмечĕ те ирттерме планлаççĕ. Ку комплексра çуллахи вăхăтра экскурсисем ирттереççĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен анлă сарăлни - "Авалхи чăвашсен асамлă уçланки" ятли. Ку экскурси вăхăтĕнче 400 çулти юман патне çитсе килни хăех мĕне тăрать?

"Этническая Чувашия" кластер валли çитес çул татах укçа уйăрма палăртнă. Ăна пурнăçа кĕртни 1,5 пин ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать. Малтанласа палăртнă тăрăх - ку проект туристсене Чăваш Ене явăçтарассине икĕ хут ÿстерме пулăшĕ.


Ирина СЕМЁНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.