Вăрлăха çирĕплетме
Çĕрулмине лайăх ÿсме тĕп апатлану — азот, фосфор, кали, магни, кальци — элеменчĕсемсĕр пуçне ытти микроэлемент та кирлĕ — бор, пăхăр /медь/, марганец, молибден тата ыт.те.
Пăхăр çĕрулмине фитофтора, кукша /парша/, хура тымар, ытти кăмпа чирĕсенчен хÿтĕленме пулăшать. Пăхăр купоросĕнчи микроудобренисем çĕрулми тытăнассине вăйлатаççĕ, улмасенчи крахмал шайне ÿстерме пулăшаççĕ.
Торфлă-шурлăхлă пулнă вырăнти тăпрари пăхăра ÿсен-тăран илеймест. Хура тăпрари пăхăр çитĕнекен çĕрулмишĕн аван. Çĕрулмине пăхăрпа тивĕçтермелли лайăх мел — вăрлăха пăхăр купоросĕн шĕвекĕнче тытни /2 г пăхăр купоросĕ 10 л шыва/. Çĕрулмине шĕвекре йĕпетмелле е пĕрĕхмелле. 2 л шĕвек 100 кг вăрлăха çителĕклĕ.
Бор çитмесен çĕрулми тĕмĕ лайăх аталанаймасть. Папкасем имшеррĕн ÿсеççĕ, тымарĕсем вăйсăр, ÿсен-тăранăн сĕткен куçаслăхĕ пĕчĕк. Кун пек чухне çĕрулмие тĕрлĕ чир аптратать. Вăрлăха калча çитĕнме пуçланă тапхăрта бор йÿçекĕпе /10-15 г — 10 л шыва, 100 кг улмана 5 л шĕвек каять/ пĕрĕхни тĕме тĕрекетлеме май парать.
Комментировать