Садра ĕç пуçланчĕ

24 Мар, 2016

Пуш уйăхĕнче сад, пахча ĕçĕсен çĕнĕ сезонĕ пуçланать. Тĕрĕссипе, хĕлле те ĕçĕ пур-ха унта: юр тытасси, кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлесси. Çуркуннехи пахчари чи пирвайхи ĕçсем çинчен Шупашкарти Ботаника сачĕн тĕп агрономĕ Антонина Аркадьевна Васильева каласа пачĕ.

— Пуш уйăхĕнче пахчана тĕплĕн тĕрĕслесе тухмалла, йĕркене кĕртмелле. Çак вăхăтра чи кирлĕ ĕç — йывăçсене тирпейлесси, йĕркелесси. Хуçăлнă, хĕллехи сивве пула хăрнă туратсене касмалла. Улмуççисен, груша йывăçĕсен йăвă турачĕсене касса сайралатмалла. Каснă туратăн диаметрĕ 2-3 сантиметртан пысăкрах пулсан сад варĕпе е çуллă сăрăпа сĕрмелле.

Турачĕсем ытлашши чăтлăхланса кайнă йывăçа çимĕç ÿстерме йывăр, тутлăхлă япаласем çитмеççĕ. Çимĕç йышлă тытăнать пулин те вĕтĕ пулать, çулла вăйлă тăкăнать. Тĕрĕс йĕркеленĕ йывăç шултра паха çимĕç парать.

Сыпмалли, çĕнетмелли йы­вăçсем пур пулсан вĕсене валли сыпмалли сапансене шăпах хатĕрлеме меллĕ халĕ. Лайăх çимĕç паракан улмуççирен касса илнĕ сапансене нÿрлĕ татăкпа чĕркесе холодильника е типĕ татăкпа чĕркесе юр айне хумалла. Вулăсем вăранса сĕткен çÿреме пуçласассăн сыпма пуçлаççĕ. Ака уйăхĕнчен тытăнса çу каçах тăсăлать сыпмалли вăхăт. Паллах, кашни йывăçăн, тĕмĕн, сортăн уйрăмлăхĕсене шута илмелле сыпнă чухне. Ку — уйрăм калаçу.

Çак уйăхра çунатлă тусăмăрсем валли йăвасем туса çакмаллине ан манăр. Шăнкăрчсем, ытти кайăк çу каçипе сиенлĕ пин-пин хурта пуçтарса сад-пахчана хÿтĕлĕç.

Кам пĕлмест пулĕ çуркуннехи хĕвел юрпа çиçсе куçа «çинине». Çамрăк йывăç хуппине те «пĕçертсе» яма пултарать çурхи шевле. Йывăç вуллисене çÿп-çапран, мăк-лишайникран хырса тасатмалла та сÿнтернĕ извеç хутăшĕпе е «садовая побелка» текен ятарлă хутăшпа шуратмалла. Шуратас вырăнне пахчаçимĕçе витмелли лутрасилпа йывăç вуллине чĕркенине курма пулать. Ку йăнăш мар. Лутрасил шурă тĕслĕ, хĕвелтен хÿтĕлет, сывлать.

Хура хурлăхана кашни çулах çĕнетсе тăмалла. Ватăлнă туратсене иртмелле, çамрăккисенне тăррине кăштах кĕскетмелле. Çакă çамрăк хунава туратланма май парать, çимĕç илесси лайăхланать.

Хĕрлĕ, шурă хурлăхана кашни çулах çĕнетмеççĕ, турат вĕçĕсене те касса кĕскетмеççĕ.

Э.КОНДРАТЬЕВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.