Чĕлхе сумне çĕклеме мĕн тумалла-ши?

20 Мар, 2014

Чăваш ачисен «Тантăш» хаçатĕнчи /2014 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнчи 5-мĕш номер/ «Пушкăртра «Шупашкар калаçмасть», телекурав та савăнтармасть» статьяпа паллашрăм. Чăваш Енри Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче вĕрентекенсен чун ыратăвĕ мана та, 30 çул чăваш ачисене вĕрентнĕскерне, пăлхантарчĕ. Чăваш чĕлхи шăпи пирки питех те кирлĕ калаçу хускатнине ырлатпăр тата вĕрентекенсен шухăшĕпе килĕшсе хамăр пăшăрханнине те палăртатпăр. «Пĕр çын сурсан типсе ларать, пин çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем. Ваттисен каларăшĕ пире паянхи кун виççĕн-тăваттăн пухăнса чăваш чĕлхи пирки халаплани çителĕксĕр тесе вĕрентет, пĕтĕм халăхпа калаçма хистет. Чăнах та, капланса килнĕ шухăшсене хаçат, Чăваш наци радиовĕ тата телекуравĕ урлă, çÿлти шайра иртекен тĕрлĕ канашлу-пухура пуçлăхсемпе тÿре-шара илтмелле сăмах пуçарма вăхăт çитрĕ. Пирĕн вĕсене чан çапсах чăваш чĕлхин йывăр лару-тăрăвне лайăхлатма хистесех тăмалла.

Пурнăç йĕрки тĕпрен улшăннă вăхăтра чăваш интеллигенцине ача-пăча тăван чĕлхерен ютшăнма пуçлани пăшăрхантарать, чăваш халăх культури йăшни те вĕсен чунне витерет. Вĕрентекенсен кулянăвĕ чăвашлăхшăн кар тăма ыйтать. Апла тăк тăван чĕлхепе культурин сумне çĕклес, ырă йăла-йĕркене çĕнĕлле аталантарас тесен тата мĕн тумалла-ши?

Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать /вырăс чĕлхипе танах/. Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнине чăвашла çырнă шкул ячĕсенче тата «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тенинче кăна куратпăр. Чылай çĕрте пĕлÿ çуртне шала кĕрсен вара урăхла тĕнче пулнине асăрхатпăр. Шкул пурнăçĕпе ачасен вĕренÿ ĕç-хĕлне кăтартакан стендсем, плакатсем тата пÿлĕмсен ячĕсем вырăсла пулни пире, паллах, хурлантарать. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн вĕсене май килнĕ таран чăвашлатма тăрăшмалла. Анчах та тăван сăмаха пурнăç йĕркине кĕртессине учитель çине çеç тиени те йăнăш тесе шухăшлатпăр. Шкулта чăваш чĕлхи çине мĕнле пăхни директортан чылай килет. Пуçлăх чăваш чунлăскер пулчĕ тĕк кунта вăл чăваш чĕлхине хисеплет. Ачасем аслисемпе тĕл пулсан «Здравствуйте» вырăнне «Ырă кун пултăр!», сыв пуллашнă чухне «Тепре куриччен!» тесе калани, линейкăсемпе уявсене чăвашла ирттерни, стендсем чăвашла пулни тăван чĕлхене ытти предмет шайне хуни, вĕрентекене хисеплени пулать. Ырă çакнашкал пулăм тăван чĕлхен витĕмне ÿстерме тата çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Хаçат-журнал вулакан чăваш чĕлхине ачаран хаклама вĕренет, вăл çитĕнсен чăвашла кĕнеке вулама та юратать. Пархатарлă çак пулăма аталантаракан вăй шкул библиотекинче «Тантăш», «Хыпар» хаçатсем тата «Тетте», «Самант» журналсем пурринчен нумай килет. Енчен те вĕсене класра çырăнса урокра усă курсан ачасен чăваш чĕлхине хисеплесси ÿсесси пирки эпир вара пĕрре те иккĕленместпĕр.

Районăн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ шкул директорĕсемпе канашлусенче чăвашла вĕрентессине тăтăш хускатсан, учительсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парсан йывăр лав тапранĕ, пурнăçăн аслă çулĕ тăван чĕлхе айккипе иртмĕ.

Кашни шкултах фольклор ансамблĕ тата шкул театрĕ ĕçлемелле. Вĕсем ачасене чĕлхе туйăмĕпе илемлĕхе вăйлатма, тăван халăхăн ăс-тăнĕнчи ырă енĕсене çĕнĕрен çĕклеме пулăшаççĕ. Хăй вăхăтĕнче пархатарлă çак ĕçе Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейăн «Пилеш» ача-пăча ансамблĕ, «Çăлкуç» ташă ушкăнĕ тата лицей театрĕ туса пыратчĕç. Ачасем вĕсене çÿресе чăваш халăх культурин пуянлăхне хисеплеме тата юрă-ташă ăсталăхне алла илме вĕренетчĕç. Лицей ачисем Чăваш чĕлхи кунĕнче - И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче е çулăмлă поэта Çеçпĕл Мишшине чысласа ирттерекен поэзи уявĕнче пĕрмаях сăвă-юрăпа халăха савăнтаратчĕç.

Лицейра вĕреннĕ ачасем аслă пĕлÿ илсен пĕрисем учитель е тухтăр, теприсем инженер е экономист пулчĕç пулсан та чăваш чунĕллех юлчĕç: чăваш чĕлхине хисеплеме пăрахмарĕç. Ырă тĕслĕх кăтартакан чылай ачана аван пĕлетпĕр.

Шкул вĕренÿ тытăмне «Тăван ен культури» урокĕсем кĕртнĕренпе 20 çул та иртрĕ. Анчах та çак предметăн ырă та усăллă енĕсемпе вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче халĕ те туллин усă курмастпăр-ха. «Тăван ен культури» кĕнекисем малтан вырăсла, кайран чăвашла тухса тахçанах шкулсене çитнĕ ĕнтĕ. Чылай шкулта «Тăван ен культури» вĕрентме уйрăм сехетсем тупаймаççĕ е ăна ытти предметпа пĕрлештерсе вĕрентеççĕ. Пирĕн шухăшпа, çак предмета 5-9-мĕш классенче эрнере 1 сехет те пулин вĕрентмеллех ĕнтĕ. Класран класа куçнă чухне шкул шайĕнче «Тăван ен культури» предметпа куçăм экзаменĕ тытма е тата реферат çырма та ачасене сĕнме юрать.

Ачасем вырăсланса пынинче ытти халăх çынни айăплă мар. Айăпĕ - хамăра хамăр хисеплеменнинче. Тĕслĕхрен: хула ачисем çуллахи каникула канма яла килсен хăш-пĕр кукамăшĕ-асламăшĕ мăнукĕсемпе çине тăрсах вырăсла калаçма хăтланать. Ку пулăм та чăваш чĕлхине хисеплеменни патне илсе пырать. Капла тунинче ача чăваш чĕлхи кирлĕлĕхне туйми пулать.

Чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçе ача садĕнченех патшалăхăн çирĕп йĕркепе туса пымалла. Ăна вăя кĕртме ятарлă программа йышăнни кирлĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла, тăван чĕлхепе ăс памалла. ЧР район центрĕсемпе поселок шкулĕсенче вĕренекенсем тăван чĕлхерен писесрен, чăвашлăх туйăмне çухатасран наци шкулĕн программипе вĕрентмелле. Çав ĕçе районăн шкул пайĕ йĕркелесе, тĕрĕслесе тăмалла.

Пирĕн республикăра чăвашлăха тытса пыракан тĕп шкул, наци шкулĕ кирлех. Вăл шкулта ăс пухакансене пĕр-пĕр тухăç халăхĕн чĕлхине тĕплĕн, тăван чĕлхене тарăн вĕрентесси, хаçат-журнал, куçару ĕçне, ташăпа театр ăсталăхне хăнăхтарасси тата чăваш халăхĕн историпе культурине алла илме пулăшасси тĕп вырăнта пулмалла. Хальлĕхе чăваш наци шкулĕ йĕркеленсе каяйманни чылайăшне кулянтарать, пăшăрхантарать.

Интернет тата техника вăйлă аталанса пыракан тапхăра кĕтĕмĕр вĕт. Çак тапхăрта кашни чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн алă айĕнче компьютер пулмаллах, анчах вăл пуррипе халь пурте савăнаймаççĕ-ха.

ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасен ĕç-хĕлне паллăсем /отметкăсем/ лартса хаклассине пăрахăçлама сĕнет. Енчен те эпир ку сĕнÿпе килĕшсе паллă лартассинчен хăтăлтăмăр тăк - çакă чăвашла вĕрентнин кирлĕлĕхĕ çуккине палăртать мар-ши? Капла çулпа кайсан ачасем чăвашла пачах вĕренме пăрахас тейĕç. Эпир чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасен тăрăшулăхне паллăсем лартсах хаклас тетпĕр, паллă лартас мар текен шухăшпа килĕшменнине пĕлтеретпĕр.

Чăваш чĕлхи шăпипе çыхăннă тата тепĕр пулăма палăртса хăварар. ЧР халăх академикĕсем шкул пурнăçне, хаçат-журналпа кĕнеке ĕçне çирĕп кĕрсе вырнаçнă чăваш чĕлхин орфографипе пунктуацийĕн çĕнĕ правилисене пăрахăçласа киввисем патне таврăнас тесе ăшталанаççĕ. Çĕннисене йышăннăранпа 20 çул ытла иртрĕ вĕт. Çĕнĕлле çырма вĕреннĕ ачасен ачисем шкулта вĕренме тытăнчĕç. Кивви патне таврăнас текенсем чăваш чĕлхин пуласлăхĕ паянхи шкул ачисен çырăвĕ мĕнле шайра пулнинчен килнине манаççĕ. Çĕнетнĕ правилăсем шкул ачисемшĕн кулленхи правилăсем тата кашни урокра усă куракан кăтарту хатĕрĕ пулса тăчĕç. Пире, чăваш чĕлхипе пĕлÿ паракансене, хальхипе ачасене вĕрентме меллĕрех, мĕншĕн тесен çĕнĕ правилăсем шкул вĕрентĕвĕнче чăваш çырăвне чылай ансатлатма пулăшаççĕ çеç.

Пирĕн шухăшпа - кивĕ орфографи правилисем патне таврăнни - сиенлĕ. Вĕсем паянхи куншăн кивелчĕç ĕнтĕ. Ку таранччен сăмахсене кивĕлле çырма хăнăхнисенчен хăшĕ-пĕрне çĕнĕ правилăсене аса илме сĕнетпĕр.

Паянхи кун чăваш чĕлхипе литератури вĕрентес ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - ачасене тĕрĕс те илемлĕ калаçма тата çырма хăнăхтарасси. Вĕсем кирек мĕнле лару-тăрура та тăван чĕлхепе таса калаçчăр. Шкул пурнăçĕнче чăваш чĕлхи учителĕ çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлет.

Нимĕн тума та çук, глобализаци тапхăрне кĕрсе пыратпăр. Шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентесси кăткăсланса пырать. Ял халăх калаçăвĕ-пуплевĕ те чухăнрах илтĕнме пуçларĕ. Кулленхи хутшăнура чăвашсенчен чылайăшĕ вырăсла пуплени, вырăсла радиокăларăмсемпе телекуравсене итлени-пăхни чăвашла-вырăсла е вырăсла-чăвашла калаçасси патне илсе çитерчĕ. Чăвашла та мар, вырăсла та мар хутăштарса калаçни таçта та янăрать. Паянхи кун тăван чĕлхе кирлĕлĕхне, çепĕçлĕхне çухатса пырать. Çак пулăма чарма чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн вăй-халĕ çитеймест. Çакнашкал лару-тăрура тăван сăмах, чăваш чĕлхи пĕлтерĕшĕпе хăватне çĕклесси вăл патшалăх политики пулса тăмалла. Пирĕн республикăри пуçлăхсемпе ертÿçĕсен чĕлхен нумай енлĕхне сыхласа хăварассине хăйсен аллине илмеллех.


Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.