Чи пахи - таса аш-какай

24 Мар, 2016

Экологи тĕлĕшĕнчен таса аш хатĕрлесси ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсемшĕн малашне пĕлтерĕшлĕ ен шутланĕ. Паллах, йăлана кĕнĕ ĕç тытăмне часах улăштараймăн. Анчах халăх ытларах та ытларах таса çимĕçпе кăна апатланасшăн.

Раççейре ăнăçлă ĕçлесе пыракан экохуçалăхсем нумай мар. Ку тĕлĕшпе чылайăшĕ кăсăкланма тытăнĕ.

МĂКЛА ПУÇ

Экоферма валли "галловей" ăратри выльăх сĕнме пулать. Вăл ытла пысăк мар, лутра, çирĕп, хура тĕслĕ, мăкла пуç. Ытти ашлă ăратпа ?"герефорд", "шароле"% танлаштарсан вăрах самăрăлать, анчах питĕ чăтăмлă. Пĕр экоферма хуçи каласа кăтартнă тăрăх - ĕнесем хĕл тăршшĕпех урамра тăнă, вĕсем валли нимĕнле хÿтлĕх те пулман. Пирвайхи çул апат та пахалăхсăртарах пулнă. Ĕнесем йывăрлăха пурпĕр тÿссе ирттернĕ. Пăрулас тĕлĕшпе те кăткăслăх пулман. Ку ĕçе урамра, юр çинчех пурнăçланă.

Хĕлле ĕне валли улăмран тата кивĕ утăран курган тăваççĕ. Шартлама сивĕре пăрусем ун çумне тĕршĕнсе ăшăнаççĕ. Выльăх апатне хуçалăхрах ÿстермелле. Консервантпа, антибиотикпа, ÿсме пулăшакан гормонпа та усă курма юрамасть.

"Галловей" ăрат валли тулă, выльăх пăрçи, урпа, люпин, сĕлĕ ÿстереççĕ.

 

Сыснасен те - экоферма

Улăх-çаран çинче мăйракаллă шултра выльăх çÿренинчен тĕлĕнмелле мар, анчах уйра сысна кĕтĕвĕ ирĕклĕн чупнине пур чухне те кураймăн. Экоферма территорине йĕри-тавра "электрокĕтÿçпе" çавăрнă. Çĕр лаптăкĕ 60 гектара яхăн йышăнать.

Сыснан "дюрок" тата "пьетрен" ăрачĕсене малтанах чикĕ леш енчен илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнса кайнă. Кун пекки лайăх ÿсет, хăвăрт ÿт хушать, чир-чĕре чăтăмлă. Экофермăри сыснана нимĕнле чиртен те прививка тумаççĕ, вăл сывă.

Сыснасем ятарлă йывăç çуртра пурăнаççĕ. Кĕтÿпе çÿремелли лаптăкра сивĕрен, çилрен хÿтĕленмелли вырăн пур. Малтан ама йывăç çуртрах çăвăрланă. Ăна трапеци майлă тунă, капла сысна выртсан çурисене пусăрăнтармасть. Пур çурта та çуна тупанĕллĕ тунă, вĕсене тракторпа урăх вырăна куçарма меллĕ.

Çăвăрлас умĕн сысна амине сивĕре усрани те вырăнлă мар. Çавăнпа çăвăрлаттарма пысăк хуралтă тума йышăннă. Кунта сысна ами малтанах çурисене ĕмĕртет. Пĕчĕкскерсем ун айĕнче 40-45 кун пулаççĕ, ку тĕле вĕсен виçи 18-20 килограма çитет.

Ĕмĕртме пăрахтарсан çурасене ушкăна ?30-40 пуç% пĕрлештереççĕ, урăх витене куçараççĕ. Унта 110-120 кг çитерсе 10 уйăха яхăн самăртаççĕ. Сысна амине каллех уçă сывлăша аçа патне кăлараççĕ. Выльăха типĕ апат кăна çитереççĕ.

 

Экономикăпа экологи - пĕр тĕвĕре

Хуçалăхра, ятарлă хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарнă цехра ăна пусаççĕ, ашăн пĕр пайне тирпейлеççĕ. Юлашки вăхăтра кăлпасси, тĕтĕмленĕ продукци, бекон хатĕрлеме тытăннă. Вĕсене регионсен тĕп хулисенче сутаççĕ.

Кун пек технологипе аш туса илни экономика тĕлĕшĕнчен тăкаклă пек туйăнать. Алă вĕççĕн нумай ĕçлемелле, апат ытларах кирлĕ. Анчах продукци те хаклăпа сутăнать. Экологи тĕлĕшĕнчен таса ашăн ?сыснан та, ĕнен те% пĕр килограмĕ - 1000-1500 тенкĕ.

Ĕçе çакнашкал йĕркелени çут çанталăка сахалрах сиен кÿрет. Сысна çÿрекен вырăнта çĕр вараланать, курăк таптанать, паллах. Анчах экофермăри çут çанталăк ресурсĕсем пысăк комплексрипе танлаштарсан çĕнĕрен хăвăрт вăй илеççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.