Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать?

24 Мар, 2016

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕнче пулма тÿр килчĕ, 6-мĕш класс ачисене кăштах чăрмантарма тиврĕ. Ишек тăрăхĕ — хавхаллă вырăн, Ишек сăрчĕ — чăваш тĕнчин тăвĕ. Чĕвен тăрса кармашсан кунтан пĕлĕтсене те тытма пулать. Çак сăрт çинче ларать те ĕнтĕ шăпах Ишек шкулĕ. Çавăнпа 6-мĕш класра вĕренекен маттур хĕрачасене Ишек ялĕ, Ишек шкулĕ çинчен пĕр-ик сăмах калама ыйтрăмăр.

Арина АНДРЕЕВА:

— Ишек ялĕ — манăн тăван çĕршыв. Эпĕ кунта çуралнă, ÿснĕ. Пирĕн ялта мĕн кăна çук: лавккасем, кафе, чиркÿ, шкул. Кашни эрнерех эпĕ Ишек патĕнчен иртекен юханшыв хĕррине каятăп. Вăл Ункă ятлă. Çырма хĕрринче шăплăхра кайăксем юрлаççĕ. Сывлăш уçă та сивĕ. Çак вырăнта чун киленĕç тупать.

Эпĕ ял библиотекине тăтăшах çÿретĕп. Вăл пуян, интереслĕ кĕнекесемпе илĕртÿллĕ. Библиотека ĕçченĕ ачасене питĕ тарават. Вăл пирĕнпе кăмăлтан калаçать.

Ишек пек лайăх ял тек ниçта та çук. Кунта ĕçчен, кăмăллă çынсем пурăнаççĕ.

Ксения РОМАНОВА:

— Манăн тăван шкула ăшă тав сăмахĕ калас килет. Шкула хавхаланса, савăнса каятăп, уроксем вара пĕринчен тепри чуна тыткăнлаççĕ. Вĕрентекенсем мĕнле лайăх пирĕн! Ырă кăмăллă, хитре, ăслă-тăнлă. Ачасене яланах ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. Интереслĕ мероприятисем иртеççĕ шкулта, тĕрлĕ конкурс йĕркелесе учительсем ачасен чĕрине çулăм тивертеççĕ. Акă нарăс уйăхĕн вĕçĕнче стройпа юрă смотрĕ пулчĕ. Мĕнлерех тăрăшса утрăмăр, хавхаланса юрларăмăр унта. Эпир пурте тăван шкула питĕ юрататпăр! Тайма пуç сана, тăван шкулăм!

Владимир СТЕПАНОВ ыйтса пĕлнĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.