Сăнÿкерчĕкрен анса... пирĕнпе пурăнма тытăнсан-и?
Ашшĕпе пурăнать Ирина. Ăна юратнă çынни лайăх пăхать. Çитерет, тумлантарать, чунтан юратать. Амăшĕ унăн сăнÿкерчĕкре çеç. Хĕрача кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ вăл. «Сасартăк сăнÿкерчĕк çинчен анса анне пирĕнпе пурăнма тытăнсан мĕн тери хĕпĕртенĕ пулăттăм. Манран телейлĕ çын пулĕччĕ-ши вара ун чухне? Çапах та эпĕ сăнÿкерчĕкри аннене яланах юратса пăхатăп. Пирĕнпе вăл калаçмасть. Кулмасть те, кунĕн-çĕрĕн пĕрешкел пăхса ларать. Темиçе çул ĕнтĕ çавнашкал пурăнатпăр», — тесе хурланса та ассăн сывласа шухăшлать Ирина.
...Тĕрлĕ ĕçре хастарлăхĕпе палăракан хĕрачасене мухтакан сахал мар. Акă пĕррехинче: «Ах, мĕн тери маттуркка эсĕ! Кун пек алă ăсти пулма сана кам вĕрентсе, пулăшса пычĕ-ха?» — тесе пĕр хĕрарăм ачаран кăсăкланса ыйтни уçă чÿречерен янках илтĕнчĕ. «Анне вĕрентнĕ!» — илтрĕ Ирина хĕрачан хаваслă сассине. Ирина чĕтренсе илчĕ. «Анне!» тесе чĕнсен, сас панине илтмен эпĕ. Чун хурланать», — шухăшларĕ вăл куççуль витĕр. Унтан куççульне шăла-шăла: «Анне!» — тесе кăшкăрса ячĕ.
— Хĕрĕм, мĕн пулчĕ? — тесе ашшĕ ун çумне пырса та тăчĕ.
Хĕрача ашшĕ мăйĕнчен икĕ аллипе хыттăн ыталаса илчĕ. «Атте, атте... санăн çумăнта ырă, ăшă. Эсĕ вăйлă, хÿтĕлеме пултаратăн», — пăшăлтатрĕ унăн тути.
«Анне вĕрентрĕ!» — текен сăмах паянхи кунччен те Ирина хăлхинче янăрать. Чăнах, пурăннă чухне Иринăна та амăшĕ нумай ĕçе хăнăхтарса хăварчĕ. Паян вăл Етĕрне районĕнчи Пĕрçырлан шкулĕн 8-мĕш класĕн-че вĕренет. Ĕнтĕ тахçантанпах хăй тĕллĕн пахчаçимĕç тăварлать, варени, компот, салат тăвать. Апат пĕçерес тĕлĕшпе те маттур. Кукăль-пÿремечĕ те, çăкăрĕ те тутлă пулать унăн. Шаркку-яшкине те пурте юратса çиеççĕ.
— Женя пичче пекех повар пуласшăн эпĕ. Унпа иксĕмĕрĕн пĕрпеклĕх нумай. Çу уйăхĕнче салтакран таврăнать вăл. Чăтăмсăррăн кĕтетпĕр ăна. Тунсăхларăмăр. Юрать час-час калаçма телефон пур халĕ, унсăрăн пиччешĕн тунсăхласах аптăраттăм ахăртнех. Анчах та ăçта кăна пулам мар, Женьăсăр, юратнă тăван пиччемсĕр, хамăр епле пурăнассине чухлаймастăп. Аллăм тĕрлĕ ĕçпе аппаланать-и е урокра ларатăп — сăнарĕ яланах манпа. Е эпир сăрт тăрринелле пĕр вĕçĕмсĕр чакаланатпăр, е хамăрăн янаварпа уй-хирелле хавассăн вĕçтеретпĕр. Ача чухнехи хаваслă самантсенчи пек. Е унпа юнашар пынă чухне эпĕ ыттисенчен икĕ хут йывăртарах çĕклем çĕклĕттĕм, икĕ ĕмĕр тумалли ĕçе пĕр кĕске ĕмĕртех пурнăçлăттăм... Юратнă аппам Лена та пур манăн. Шупашкарта пурăнаканскер канмалли куна час-час тăван тăрăха килсе çÿрет. Женя салтакран таврăнсан пÿрт савăнăçпа тулать-ха паллах. Аппапа хатĕрленĕ тулли сĕтел хушшинче атте, аппа, эпĕ тата Женя шăкăл-шăкăл калаçса ларăпăр. Ÿссен вара эпĕ пичче пекех повар пулăп. Пурне те тутлă апат-çимĕçпе савăнтарăп, — йăл кулса ăшшăн калаçать Ирина Герасимова.
Ларма-тăма çеç мар, канма та пĕлмест хастарскер. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнăран ашшĕне пулăшма васкать. Пăрушĕпе, кроликĕсемпе, сурăхĕсемпе, чăххисемпе, урхамахĕпе тепĕр чухне калаçма та ÿркенмест.
— Янаварне ытларах килĕштеретĕп. Ача чухнех ăна утланма вĕреннĕ. Халĕ те унпа уçăлма çÿретĕп. Çăкăр чĕллипе хăналама та манмастăп, — тет вăл.
Çулла вăхăт сахалтарах Иринăн. Ирхине пиллĕкре вăранать те, таврана каç сĕмĕ çапичченех ура çинче. Пахчара тăрăшать, йăрансене çумлать, шăварать. Юратнă кĕл чечекĕсемпе киленет. Хĕле валли утă хатĕрленĕ çĕрте вăй хурать.
— Çуллахи кун çав тери аван, çапах кĕркуннене юрататăп. Сăлтавне те калама пултаратăп. Мĕн-ма тесессĕн сентябрĕн тăххăрмĕшĕнче, манăн çуралнă кун. Тавах аттепе аннене... Вĕсем пулман тăк эпĕ çут тĕнче илемне курма, тус-юлташ кулли-калаçăвне илтме, юратнă педагогсен сĕнÿ-канашне ăша хурайман пулăттăм, — терĕ хастар хĕрача.
Ирина Герасимовăна тус-юлташĕ те, пĕрле вĕренекенсем те, педагогсем те чунтан хисеплеççĕ. Вăл спортра пĕрре мар çитĕнÿ туса шкул чысне тивĕçлипех хÿтĕленĕ.
— Маттур, пур çĕрте те тăрăшать. Малашне те пултарулăхĕпе савăнтарасса шанатпăр, ĕненетпĕр, — теççĕ вĕрентекенсем ун пирки.
Комментировать